Выбрать главу

«Темиçе каç çывăрман пуль хăй. Пичĕ-куçĕ туртăнса ларнă, куç харшисем йывăрланнă. Аш вăрканипе кăна мар, ыйхине сĕвĕртес тесе, хăй ăссĕн калаçса утса çӳрет ку ырми-канми ĕçлекен большевик», — шухăшларĕ Сахар.

Алăк каллех уçăлчĕ. Хальхинче Хатаевича хăйне Куйбышев патне чĕнтерчĕç. Эсер пулнă çын коммунистпа тав-лашнине те, кайран Хатаевич е Воробьевпа, е хăй тĕллĕн калаçнине те Сахарпа Çимун сăмах сиктермесĕр итлесе ларчĕç. Вĕсемшĕн политграмота шкулĕ пекех пулчĕ ку.

Хатаевич тухса кайсан тин Çимун алăк еннелле пăхса илчĕ те çумĕнчи юлташне кăлт тĕртрĕ.

— Пăх-ха, Тайман Сахарĕ килсе çитрĕ вĕт!

Кăяш Тимкки, тĕлĕнсе, урлă-пирлĕ пăхкаларĕ. Вăл, Сахара палланă пек пулса, ура çине сиксе те тăнăччĕ ĕнтĕ, çак самантра пулĕме Бакаев хашкаса кĕчĕ.

— Çын кирлĕ, Иван Васильевич, — кăшкăрчĕ вăл кĕнĕ-кĕменех, — Уфаран Подвойский юлташ килсе çитнĕ. Халь кăна шăнкăравларĕ. Вунпилĕк коммунист хăй патне халех яма хушать.

Воробьев ним те каламарĕ, куç харшине çĕклесе, Сахар еннелле пăхрĕ çеç. Тайман Сахарĕ çамрăк çын пек вашт! сиксе тăчĕ. Бакаев кулса ячĕ:

— Тăватă çын тупрăм. Пурте манран çамрăк, эпĕ пуринчен асличчĕ. Атя, халь эсĕ пуринчен асли пулăн, Тайманкин юлташ, — терĕ те Сахара алăран çавăтса тухсакайрĕ.

Кăяш Тимкки, çумĕнчи юлташне ӳпкелесе:

— Эх, тăрнаккай! Ма маларах систермерĕн? Эп унпа коридора тухса калаçнă пулăттăм, — терĕ.

— Эп хам та тин асăрхарăм ăна, — мăкăртатрĕ ахаль те хурланса юлнă Çимун.

— Эп айăплă, — хутшăнчĕ калаçăва Воробьев. — Кун пек пуласса кĕтменччĕ. Саншăн сюрприз тăвас тенĕччĕ эп, Авандеев юлташ.

— Сюрприз пулчĕ те, — терĕ лешĕ, ĕнсине хыçкаласа, — эс мар, Иван Васильевич, шуррисем айăплă. Бакаев — ревком членĕ, совнархозра ĕçлет. Халь пурин те пĕр хуйхă иккен, пурте революцин рядовой салтакĕсем пулса тăчĕç. Бакаев çӳллĕ те тачкарах çын. Сахартан çамрăк мар, аичах хăй çамрăк çын пекех йăрă çаврăнкалать. Сахара хăйпе коридор тăрăх чуптарчĕ. Пĕр пӳлĕм алăкне уçрĕ те: «Çакăнта кĕрсе вĕри чей ĕç-ха, кайран ĕçеймĕн, — терĕ, — кĕр, кĕр, ан имен. Мария Оскаровна пит кăмăллă юлташ. Кĕр, эп тата çын шырама чупам. Чей ĕçнĕ хыççăн тӳрех вокзала пыр, унта Подвойскин поездне шыраса тупăн. Поезд пуçĕнче мана кĕтсе тăр».

Çамрăк хĕр, чăваш сăнлăскер, Сахара кăмăллăн кулса йышăнчĕ. Чей ĕçекенсем хушшинче вырăн тупса пачĕ, Сахар умне пĕр стакан вĕри чей килсе лартрĕ.

«Кам-ши ку, фронта каякансене чей ĕçтерекен хитре хĕрарăм? — шухăшларĕ Сахар. — Пичĕ-куçĕ таса. Тути кулман чух та кăмăллăн кулнă пек курăнать. Чăваш пек çемçе калаçать. Чăнах та чăваш хĕрĕ мар-ши?»

— Авенде юлташа та пĕлместĕн-и? — терĕ юнашар ларакан çын, тĕлĕнсе — Хĕр мар вăл, вăтăртан иртнĕ пуль ĕнтĕ. Ачисем пур. Вăл революциччен пĕр вунă-вуникĕ çул маларах партие кĕнĕ. Ашшĕ унăн те поляк, те белорус пулнă, амăшĕ вырăс. Питĕ ырă кăмăллă çын, çавăнпа çамрăк пек курăнать…

Алăк уçăлчĕ. Чей ĕçекенсен пӳлĕмие Ярослав Гашекпа Йозеф Поспишил пырса кĕчĕç. Чей ĕçтерекенни кăна мар, чей ĕçекеннисем те кăмăллăн шавласа йышăнчĕç икĕ чеха.

— Иртĕр, ларăр, Ярослав Романович, — терĕ Авейде, — эпĕ фронта каякансене çеç чей ĕçтереттĕм. Паян хуларисене те ĕçтерес пуль, фронт çывхарсах килет.

— Çук ĕнтĕ, Мария Оскаровна, вĕри чей ĕçтерсен, тăшмана хула çывăхне ямăпăр, — терĕ Гашек. — Хуларисене ĕçтермелле ан пултăрах. Пире халь законлă ĕçтерĕр, эпир те фронта васкатпăр. Мана ĕçтермесен те пырĕ, комиссар ĕçĕ пĕтнĕ халь. Отряд хатĕр. Ак, Поспишил юлташа ĕçтер. Вăл — командир.

— Эсир те чехсемпе çапăçма каятăр-и? Сирĕн тăванăрсем вĕт çав коитрăсем, — терĕ тахăш.

— Пирĕн тăвансем мар вĕсем, шуйттан тăванĕсем. Пирĕн тăвансем кунта, — терĕ Гашек. Чей ĕçекенсем пухури пек алă çупса шавлама пуçларĕç.

Сахар каллех юнашар ларакан юлташĕнчен ыйтрĕ.

— Ма ăна Романович теççĕ? Вĕсен, пирĕнни пек, ашшĕ ячĕпе чĕнес йăла çук вĕт.

— Ăçтан пĕлем? — хуравларĕ лешĕ. — Пирĕн йăлапа пурăнас терĕ пуль: пирĕн тăвансем кунта, терĕ вĕт.

Вокзалра Сахар Подвойские курма ĕмĕтленнĕччĕ: Ленинпа пĕрле ĕçлекен çын,! Çук, курса пулмарĕ.