Выбрать главу

— Эх, ревком! Пире мар, хăйсене те çăлаймаççĕ. Эп вĕсене çул кăтартса парам-ха, — терĕ те Сахарпа калаçакан юлташ, ревком пӳлĕмне ыткăнчĕ.

Çав вăхăтра Сахар хут пирки аса илчĕ. Те чăн, те тĕлĕкре темле хут курнăччĕ. Рамаш ятне асăннăччĕ унта. Хутне шырама Сахар Воробьев иӳлĕмне кĕчĕ.

… Самар ревкомĕн хăйĕн председательне тепĕр хут ирĕксĕрлемелле пулчĕ. Куйбышевшăн та, ревкомăн ытти членĕсемшĕн те хăрушлăх уççăнах палăрчĕ ĕнтĕ. Сасартăк пĕтĕм ревком тенĕ пек тыткăна лекни, вокзалпа та, сыхлăх штабĕпе те çыхăну татăлни ахальтен мар. Шалти контрреволюци каллех пăлхав çĕклесе çĕрле е ир енне чехсене кĕпер урлă каçма пулăшнă. Хăш вырăнсене чăн малтан тĕллемеллине пĕлсе тăракансем пурах çав таçтан килнĕ тăшман хушшинче. Паллах — хуларисем.

— Ан пăлханăр, юлташсем. Лăпкăн шухăшласа пăхар-ха, — терĕ Куйбышев, телефон шарламаннине курсан. — Ман шутпа, пĕр-пĕр лазутчика сыхлăх штабне ярас. Унта латышсен дружини пирĕн пек капкăна лекмен пуль, Çав отряд çеç пире çăлма пултарать. Инçех те мар вĕт, икĕ квартал кăна. Пĕр çын картишĕнчен тухса епле те пулин штаба çитме пултарĕ.

— Пĕр çыншăн та кунтан вăрттăн тухма çул çук çав пирĕн, — терĕ хула ĕçтăвкомĕн председателĕ Теплов.

— Çул пур, — сасартăк хавхалантарчĕ пурне те алăк умĕнче пĕр хĕрлĕ гвардеецпа пăшăлтатса тăракан Масленников.

Куйбышевран та пĕр-ик çул çамрăкрахскер, анчах ун пекех патша тĕрминче темиçе хут ларса курнă большевик, ревком ĕçĕпе Куйбышевăн заместителĕ шутланакан Масленников сĕтел патне пырса тăчĕ те пĕр сехĕрленнĕ, пĕр хавхаланнă çынсене тĕлĕнтерсе çапла каларĕ:

— Итлĕр, юлташсем! Председатель ĕçне хам çине илетĕп, Куйбышев юлташа сăмах памастăп. Вăл пирĕн умра Ставропольтен хăйĕн ирĕкĕпе таврăннăшăн айăплă. Эпир хамăр та революци ĕçĕ умĕнче айăплă: йăнăш турăмăр, ăна каялла тавăрмарăмăр. Халь çав йăнăша тӳрлетме йывăртарах, çапах тарăшса пăхас пулать. йăнăша тӳрлетмеллех.

Куйбышев тем каласшăн çăвар уçнăччĕ.

— Ан чăрмантар, Валериан Владимирович, — пӳлчĕ ăна Масленников. — Вăхăт сахал пирĕн. Тул çутăлса çитиччен васкас пулать. Çул пур, анчах çав çулна пурсăмăр та кайсан, тăшман сисме пултарать. Эпир, клубра юлнисем, тен, плена лекĕпĕр. Куйбышев та, кунта юлсан, тăшман аллине лекме пултарать. Пире тыткăнласан та — тĕрмене хупнипе çырлахĕç. Куйбышева суд туса та, судсăр та персе вĕлерме пултараççĕ. Чехсем хăтланмасан, кунти контрăсем хăтланĕç. Итлĕр малалла: пӳртсем кунта пĕр тăтăш, пĕринчен пĕри çӳллех мар. Пӳрт тăррисем тăрăх юнашар урăма çитме пулать. Çав урампа анаталла пристане чупса анма пилĕк минутран ытла кирлĕ мар. Унта тапранма ха- тĕр пăрахут тăрать. Сĕнӳ çапла: Куйбышев юлташа вунă-вуникĕ хĕрлĕ гвардеецпа çав пăрахут çине ăсатас. Пĕчĕк отряда Теплов юлташ ертсе кайтăр. Çул кăтартакан пур: ав, кунти пӳрт тăррисемпе çӳресе курнă рабочи, Федоров юлташ. Эпир, ыттисем, кунта юлатпăр. Пире латышсен отрячĕ килсе çăлаймасан, малалла мĕн тумаллине хамăрах курăпăр.

Куйбышевран пуçне пурте харăс алă çĕклерĕç. Сăмахсăр юлнă председатель пуçне тăрмаласа илчĕ. Халь пĕтĕм ревкома хирĕç ним те тăваяс çук ĕнтĕ, калаçни те усăсăр. «Каллех хайхи «диалектика» пулчĕ-и? — Авандеев сăмахне аса илчĕ Куйбышев. — Вăл, мурçиеш, пăс кăларса тăракан пăрахут пирки Масленниковпа та калаçнă пуль. Ун пек пăрахут пирки хальччен илтменччĕ эп».

Çав вăхăтра Масленниковĕ кăтартусем парать:

— Васка, Теплов юлташ. Пĕр вунă çын, чăн паттăррисене, суйласа ил. Ыттисене халлĕхе Бакаев юлташ çурт тепĕр вĕçне куçартăр. Чӳречерен кăшт перкелешчĕр: юлташсем кайнине тăшман ан систĕр. Гранатăсем илме ан манăр. Юнашар урама çитсен, икĕ юлташа сыхлăх штабне чуптар. Ыттисем пурте пристань ениелле чупăр. Тăшман çула пӳлсен, гранатăпа усă курăр…

Сахар Воробьев пӳлĕмĕнче айăн-çийĕн çавăрса та ним те тупаймарĕ. Тамаша! Хучĕ пурччех вĕт, Рамаш пирки унта асăннăччĕ. Хам чикарккă тума чĕрмерĕм-и? Вăраннăранпа тапак та туртмаи пек. Çапла аптракаласа, Сахар каллех пукан çине ларчĕ. Виçĕ талăк хушшинче ĕшенсе çитнĕскер, татах тĕлĕре пуçланăячĕ, кĕç коридорта пĕр ушкăн çын тĕпĕртетсе иртни илтĕнчĕ. Сахар шартах сикрĕ, каллех мĕн пулнине астуса, винтовкпне ярса тытрĕ те васкамасăр коридора тухрĕ. Çынсем пусмапа картишнелле аннине курса юлчĕ вăл. Вĕсем хушшинче Куйбышев та курăнчĕ пек. Ним тума аптраса, пĕр вырăнта тăчĕ-тăчĕ те картишнелле аннă çынсен йĕрĕпе танккарĕ Сахар. Мĕнле вара? Килкартинче никам та çук-çке! Пӳрт тăрри кĕмсĕртетнине илтсен, çӳлелле пăхрĕ те лешсем хăш çулпа кайнине тавçăрса илчĕ. Вара хăй те пушар пусмипе çӳлелле хăпара пуçларĕ. Çав вăхăтра клубра пăшал сасси кĕрĕслетрĕ.