Сахар пӳрт тăррине хăпарса çитнĕ çĕре çынсем куçран çухалнă та-мĕн. Юнашар пӳрт тăрри кăшт çӳллĕрех. Тепри каллех лутрарах. Урамра, çывăхрах, пăшал переççĕ. Хăш тĕлте çĕре аннă-ши юлташсем? Сахар урлă урама çитрĕ те пĕр тĕлте пусма вĕçне курах кайрĕ. Çав пусмапа килкартине анса тăчĕ.
Вăл, урама тухса, сыхлăх штабĕ еннелле чупăс тенĕччĕ кăна, — çывăхрах граната кĕрĕслетсе çурăлни илтĕнчĕ. Кĕçех уçă хапха умĕпе паçăрхи юлташсем, виççĕн-тăваттăн, элеватор еннелле чупса иртрĕç. Çавăнталлах вĕсем хыççăн чехсем чупни курăнчĕ. Урама тухасси пĕтрĕ. Вара Сахар килкартинчех шанчăклăрах пытанма тăрăшрĕ. Тĕрлĕ хуралтăсем хыçĕнче — хăма хӳме. Хӳмере ачасем çӳрекен шăтăк пур иккен. Сахар çав шăтăкран хĕсĕнсе кĕче те тепĕр килкартине пырса тухрĕ. Халь ĕнтĕ пасар çумĕнчи урама тухма пулать.
Пасар вырăнĕ питĕ пысăк — икĕ квартал тăваткалĕ. Тĕрлĕ хуралтăсем нумай унта. Асăрханса, пытанкаласа, чугун çул çывăхне çитме те май пур. Вокзалта Гашекпа Поспишилăн отрячĕсем тăраççĕ тенине илтнĕччĕ вăл.
Çапла шухăшласа, вокзал енне чупрĕ Сахар. Чиркӳ тĕлне чиперех çитнĕччĕ, шăп вокзал енчен тăшман килсе тухрĕ. Сахар аран чиркӳ хыçне пытанма ĕлкĕрчĕ.
Ку чиркĕве аванах пĕлет-ха Сахар. Çакăнти пасара килнĕ хушăра вăл чиркӳ крыльци çине те хăпарса курнăччĕ. Крыльца чиркӳ анлăш, тăваткал юпаллă та тăрăллă хăй. Шанчăклăрах пытанас тесе Сахар стена çумĕпе шуса, крыльца çине хăпарчĕ те тăваткал юпа çумне пырса лăпчăнчĕ. «Чиркĕве алтарьпе тухăç еннелле лартни ак хăçан маншăн усăллă пулчĕ. Кунта, анăç енче, тĕттĕмрех», — шухăшларĕ Сахар. Çав вăхăтра тепĕр юпи йăшăлтатнă пек курăнчĕ ăна. Унта та çын тăрать иккен. Çынни юпаран уйрăлса ун еннелле пĕр-ик утăм тусан, Сахар тăрук палларĕ ăна. Гашек юлташ пулчĕ вĕт ку! Лешĕ çывхарчĕ те:
— Хĕрлĕ гвардеец? Хăш еннелле сăптăрас тетĕн? — тесе ыйтрĕ.
— Пĕлместĕп, Ярослав Романович. Станци еннелле, сирĕн пата çул тытнăччĕ эпĕ.
— Унталла ан кай. Кĕпер урлă каçнă тăшмана эпир виçĕ взводпа çеç чараймарăмăр. Артиллеристсен казармине чуп. Трамвай çӳрекен урампа ан кай, ав тепринпе. Самарта чăн улах урам вăл. Унта йытă-качкасемпе сыснасем çеç çӳреççĕ.
— Эс ху унталла каймастăн-им? Ăçта каятăн вара?
— Эпĕ хăна çуртне каятăп, — терĕ Гашек.
«Каллех шӳт тăвать», — шухăшларĕ Сахар.
— Кĕçĕр çапла пуласса никам та кĕтменччĕ, — тет лешĕ малалла. — Пирĕн штаб «Сан Ремо» хăна çуртĕнчеччĕ вĕт. Унта хутсем юлчĕç, отряда çырăннă чехсен списокĕсем те çавăнтах. Çавсене кайса çунтарас терĕм.
— Тĕп урама çитейместĕн. Тытсан, вĕлереççĕ сана, — хуйхашса ӳкрĕ Сахар.
— Мана-и?! Çав тăрнайсене улталаймасан, эп вара Гашек та мар, Ярослав та мар; пушшех те — Романович ятне илтме тивĕçлĕ мар пулăп. Юрĕ. Чуп. Ман пирки ан шухăшла, пирĕннисене салам кала, — тесе Сахара ыталарĕ те, ăна яланах тĕлĕнтерекен, савăнтаракан çын вăрăм хĕрлĕçурт еннелле утрĕ.
Гашек кăтартнă урампа чупса, Сахар тĕрме хыçне чиперех çитрĕ, Кунта — те парк, те вăрман. Пысăк йывăçсем ӳсеççĕ. Хăш еннелле пăрăнас-ши тесе, Сахар йĕри-тавра пăхса илчĕ. Тĕрме енчен пĕр ушкăн хĕçпăшаллă çын кунталла çывхарать. Сахар пытанчĕ. Тутарла калаçни илтĕнет. Пирĕннисем мар-ши? Ак вĕсем те йывăçсен хӳттине килсе тăчĕç. Канашлаççĕ.
— Малтан артиллеристсен казарми патне çул тытар, унтан вара Постников дачи еннелле сулăнăпăр, — тет пĕри.
Кăмăлĕ çемçелнипе Сахар кăшт кăна макăрса ямарĕ. Пирĕннисем! Калаçаканни — Казанцев! Сахар тĕм айĕнчен тухрĕ.
— Казанцев юлташ, эп те сирĕнпе! — кăшкăрчĕ вăл. Те палларĕ Воробьев тусне Казанцев, те паллаймарĕ, çавах вăл та кăшт хавасланнă пек пулчĕ.
— Эсĕ артиллери командирĕ вĕт. Артиллеристсен казармине ертсе кай, эппин, — шӳтленĕ пек каларĕ Сахар.
Казанцев ним те чĕнмерĕ, тарăхса çитнипе аллине çеç сулчĕ. Ун вырăнне тепĕр çын, улăп пек пысăкскер, сăмах хушрĕ.
— А щоб ее хвороба забрала, тую артиллерию, — терĕ вăл.
«Ку ĕнтĕ — украин çынни, хаххул пулмалла. Иккĕшĕ тутар, пĕри кăркăс пек курăнать», — шухăшларĕ Сахар. Артиллеристсен казарми тĕлĕнче чарăнса тăмалла пулмарĕ, унта никам та çук. Вара «артиллеристсем» Постников дачи патне çитес терĕç. Казанцев ушкăнĕнчи çынсем пурте çак кунсенче артиллерист пулнăскерсем иккен. Тăшман çавăрса иле пуçласан, вĕсем тупă замокĕсене шыва пăрахнă та хăйсем каялла чакнă. Чехсем хулана мĕнле майпа пырса кĕнине артиллеристсем те пĕлсех каймаççĕ.
— Ытла çемçешке пулнă çав пирĕн власть, — терĕ Казанцев Тайманкина лайăх палласа илнĕ хыççăн. — Хуларисем, чехсене кĕтсе, пире хирĕç пăлхав хатĕрленине те асăрхайман эпир.
Сахар клубра хăй мĕн курни-илтни Çинче каласа пачĕ. Гашека тĕл пулни пирки халлĕхе шарламарĕ.