Выбрать главу

— Куйбышев юлташ пирки пăшăрхантаратăн эс мана, — терĕ Казанцев, Сахар каласа пĕтерсен. — Нимсĕрех пĕтме пултарать. Ун пек çынсеие упрас пулать. Революционерсем пурте пĕтсен, вара революци те пĕтет. Пуçа тулăксăр вута чикни — революцишĕн усăллă ĕç мар вăл…

Постников дачи таврашĕнче те çын çукпа пĕрех. Вунă-вунпилĕк хĕрлĕ армеец çеç пĕр тĕлте кĕпĕрленсе тăнă.

«Тарса хăтăлнисем çавсем кăна-ши? Хуларан чакмалла пулсан, отрядсем пурте çакăнта пухăнмаллаччĕ. Пурте тени çак çирĕм-вăтăр çын кăна пулчĕ-шим?» — пăшăрханчĕ Казанцев.

Хула енчен такам лашапа ĕрĕхтерсе килет. Çăмăл тăрантас çннче хĕрарăм ларса пырать. Казанцев çул çине тухса тăчĕ. Хамăрăннисене курсан, хĕрарăм лашине чарчĕ. Унтан Казанцев хăйне те палласа илчĕ.

— Хулара пăлхавăр, Казанцев юлташ, — кăшкăрчĕ хĕрарăм. — Революциллĕ Самар пĕтрĕ. Хулари буржуйсем чехсенчен те ытларах тискерленеççĕ. Венцек юлташа урамрах çапса пăрахнă. Тар хăвăртрах кунтан. Юлташусене ăçталла та пулин ертсе кай.

Çапла каларĕ те хĕрарăм, Казанцев сăмах чĕнессе кĕтмесĕр, лашине каллех ĕрĕхтерчĕ.

Чугун çул еннелле тӳрĕ çулпа кайса, Смышляевка станцине çитме шухăш тытрĕ Казанцев.

— Унта, тен, хамăрăннисемпе пĕрлешме май пулĕ. Вокзалтисем, Кинел енне йĕркеллĕрех чакса, тен, Смышляевкăра чарăннă пуль, — терĕ вăл, юлташĕсене пĕр çĕре пухса.

Казанцевпа пуринчен малтан Тайманкин килĕшрĕ. Тата Украин çыннипе икĕ тутар иккĕленмерĕç. Тăрсан-тăрсан, кусен çумне тата пĕр вунă-вуникĕ çын хутшăнчĕ. Ыттисем шавлакаласа тăрса юлчĕç.

Смышляевка станцине çитме икĕ çухрăмран ытла юлманччĕ. Зубчаниновка енчен утлă отряд килсе тухрĕ: вăтăр-хĕрĕх юланут. Тӳрех ыраш анисем урлă кустараççĕ. Переççĕ. Кам пултăр — тăшман. Хĕрлисем те çĕре выртса пере пуçларĕç. Юланутсем саланса кайрĕç, сăрт хыçне кайса çухалчĕç. Чугун çул çинче — те бомбăсем, те снарядсем çурăлаççĕ.

— Пирĕн подрывниксем ĕçлеççĕ пуль. Чупар хăвăртрах, — терĕ Казанцев, юлташĕсене хавхалантарма тăрăшса.

Тапхăрăн-тапхăрăн чупса, хĕрлисем станци патнелле çывхарчĕç. Çук, ĕç тухмасть. Хайхи юланутсем, сăрт хыçĕнче лашисем çинчен аннă та, çĕр çине выртса, вĕсене кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Хĕрлисем ура çине тăрса чупма пуçласанах, шуррисем пĕр харăс персе ячĕç. Икĕ çын малалла тăрăнса ӳкрĕ. Ыттисем хăйсем выртрĕç.

Выртас умĕн Казаицев малта, темиçе хăлаçра, пĕчĕк тип çырма пуррине асăрхарĕ. Çавăнта шуса анма команда пачĕ вăл юлташĕсене. Чĕрĕ юлнисем вăхăтлăха çăлăнчĕç: тип çырмана шуса ансан, окопа кĕрсе ларнă пекех пулчĕ. Чылай вăхăт икĕ енчен те перкелешрĕç. Анчах ку тытăçу мĕнле пĕтесси каламасăрах паллă…

Этем кăмăлĕн хитрелĕхне тата тепре курса юлчĕ Тайман Сахарĕ. Украин çыннипе пĕр тутар çул тăршшĕпе ним хăрушлăх çук пек алхасса, шӳт туса килчĕç. Вилĕм хăрушлăхĕ те, çĕрĕпе-кунĕпе ыйхăсăр, апатсăр тӳсни те вĕсемшĕн нимех те мар пек. Вилме те хитре вилĕмпе вилме пулать иккен. Юри паттăрланса мар, чăннипех паттăр кăмăллă çын пулнипе.

Хăтăлма шанчăк çуккине курсан, Украин çынни тăшмана юнаса, тăван чĕлхепе тем кăшкăрса, çыран хĕррине хăпарса выртрĕ те çине-çине пеме пуçларĕ. Унăн юлташĕ те, тутарла ятлаçса, тăшмана ылханса, юлташĕпе юнашар вырнаçрĕ. Чупса килекен тăшмансене хăшне-пĕрне чикелентерчĕç вĕсем, ыттисене каллех çĕр çине вырттарчĕç. Сахар, çыран хӳтлĕхĕнчен тухмасăр, пăшал кĕпçи хĕрсе кайичченех печĕ. Унтан çӳлти икĕ юлташĕ енне çаврăнса пăхрĕ. Лешсем иккĕшĕ те юн юхтарса выртаççĕ. Хускалмаççĕ те.

Вара Сахар та хăй палламан çав паттăрсенчен хавшак пулас мар терĕ, çыран хĕррине вĕсемпе юнашар хăпарса выртрĕ. Чехсем каллех хăюлланса çнтнĕ, çырма еннелле чупаççĕ. Сахар пĕрне персе ӳкерчĕ — ыттисем чарăнмарĕç. Малаллах ыткăнчĕç.

Темиçе самантран Сахаршăн та тĕнче çути хупланса ларĕ. Пуçра юлашки шухăш çиçсе иртрĕ:

«Революци пурпĕрех пĕтмест!»

Унтан тата тепĕр шухăш вĕлтлетрĕ: «Ухмах! Хут татăкне кĕсъенех чикнĕччĕ вĕт. Стерлитамакран чăнахах çын килнĕ пулмалла. Çавна курса, Рамаш пирки те ыйтса пĕлеймерĕм… »

Хир енчи хулара

Авандеев таврăнсан, Блюхер отрячĕ, Дутов пĕр хушă анăçалла пăрăнманнине кура, Самара пулăшма васканăччĕ те… ĕлкĕреймерĕ. Вара отрядшăн чи йывăр кунсем çитрĕç. Самара илнĕ хыççăн чехсен корпусĕ Еихӳ еннелле те, Оренбург еннелле те сарăлчĕ. Блюхерăн Самаршăн мар, Пăслăкшăн çапăçмалла пулчĕ. Пĕчĕк хула икĕ хут алăран алла куçрĕ. Чехсем Пăслăк фронтне тата темиçе полк тăратсан тин вара Блюхерăн пĕр полк шутне те çитеймен отрячĕ каялла, Оренбург еннелле, чакрĕ.

Блюхера хăшĕ-пĕри, Пăслăкран кăнтăр-хĕвеланăç еннелле кайса, Чапаевпа пĕрлешме хистенĕ. Отряд пирки кăна пăшăрханнă пулсан, тен, çапла тунă пулĕччĕ те-и паттăр командир. Çук, апла тума пултарайман вăл, çапăçа-çапăçа чакса, Оренбурга тăшманран хӳтĕлеме тăрăшнă.