Выбрать главу

Кив арман хуралтисем хула енче мар, сăрт енче. Хăрушлăх сиксе тухсан, ту хушăкĕнче пытанма питĕ меллĕ. Çыхăну тытма уйăрнă çынсем вара çакăнта «пулла» килмелле иккен.

Пулас ревкомсен членĕсем тĕрлĕ еннелле саланчĕç. Халăх пирки ялан юратса калаçакан Леонид Федотов пĕлтĕр ялта Назарпа курса калаçнă хыççăн нумаях иккĕленсе пурăнман, кĕр еннелле большевиксен партине çырăннă. Октябрь кунĕсенче вăл Питĕр таврашĕнче çапăçнă. Хĕлле ăна Хĕрлĕ гварди отрячĕпе Челябинск таврашне ăсатнă. Тăван хулана вăл тепĕр хут Ьлюхер отрячĕпе килсе лекрĕ.

Кăмăлпа çемçешкерехскер, офицер е Хĕрлĕ Çар коман-дирĕ пулма шухăшламанччĕ Леонид. Вăл учительте е пĕр-пĕр наука тĕлĕшĕпе ĕçлеме ĕмĕтленетчĕ.

Хытă самана çемçешке кăмăла та хытарать. Тепĕр «çемçешке» тата, йывăр кунсем килсен, чĕринче хальччен пытанса упраннă вăй-халне, паттăрлăхне сасартăк палăртать. Çавнашкал çын пулнă ĕнтĕ Каменкăри тиечук ывăлĕ.

Офицер тумĕ килĕшет Леонида. Сăнпа та, калаçнипе те питĕ интеллигентлă çын пек курăнать вăл. Шуррисем иăпăр-япăрах чухласа илес çук вăл мĕнле офицер иккенне. Унăн, хулари ĕçсене сăнаса, «пулла çӳресе», пĕр-икĕ эрне Пăслăкра пурăнмаллаччĕ. Хайхи виçĕ кун та пурăнаймарĕ, — унăн, вилĕмрен аран хăтăлса, хуларан тармалла пулчĕ.

Нихçан суйса курманскер, Леонид ĕнтĕ суйма та хăнăха пуçланăччĕ; юри тĕпчесе калаçман çынсем умĕнче суясси нимех те мар вĕт. Хĕрлисем вăхăтĕнче килте хӳре хĕстерсе пурăннă офицер вăл. Халĕ, ак, шуррисем çĕнтерсен, арчара усранă погонĕсене çакрĕ, шурă çара хутшăнса, хĕрлисемпе çапăçма та хатĕр. Çав кăна.

Анчах юри тĕпчесе калаçма пултараканни те тупăнчĕ. Пĕррехинче Леонид урамра кĕтмен çĕртен Мăрзабай ывăлне тĕл пулчĕ. Кунран пытанма хĕнрех. Çапăх шикленмерĕ хăй, «авалхи тусне» тĕл пулнăшăн «савăнса» калаçрĕ. Лешĕ тусне пĕлтĕрхи пек ыталамарĕ. Малтан тĕпчесе куçран пăхрĕ. Ыйтасса нимех те ыйтмарĕ, халлĕхе ĕненчĕ пек. Каçхине хăй патне хăнана пыма чĕнчĕ.

Назарпа тĕл пулни пĕр енчен лайăх. Хыпарсем ытларах пĕлме пулать. Çав вăхăтрах ку тискер çынран хытă сыхланмалла.

Каланă вăхăт çитеспе ревком разведчикĕ авăрланă револьверне кĕсйине чикрĕ те чĕннĕ çĕре васкасах кайрĕ.

«Ик-виç сехет хушшинчех эп камне тĕрĕслеме ĕлкĕреймĕ-ха», — шухăшларĕ вăл.

Назар хăйĕн «авалхи тусне» хăй меслечĕпе тĕрĕслеме шут тытнă пулнă иккен. Ун хваттерне Леонид хула хĕрринче шыраса тупрĕ. Чим-ха… мĕн ку? Чул хӳмеллĕ чул çурт. Хапха умĕнче часовой тăрать. Иртсе кайсан лайăхрах пулмĕ-ши?

Офицер пӳрт номерĕсене сăнаса килнине курсан, часовой ăна хăех чĕнчĕ:

— Эсир, ваше благороди, Федотов прапорщик пулсан, кĕрĕр. Назар Павлович сире кĕтсе тăрать.

Малалли тĕлĕкри пек хăвăрт пулса иртрĕ — шухăшласа тăма вăхăт та пулмарĕ.

Назарĕ, чăнах та, хăнине ĕçме-çимепех кĕтсе илчĕ. Хăй вара малтанхинчен те кăмăллăрах калаçать.

— Сан валли пĕр хаклă парне хатĕрлерĕм, Леонид, — терĕ вăл, темшĕн куçне хĕссе. — Сисетĕп ĕнтĕ, эсĕ те халь хĕрлисене ман пекех кураймастăн. Сан кăмăлна тупас терĕм. Сĕтел хушшине лариччен пĕр мухтавлă ĕç тăвар-ха.

Çапла сăмахлакаласа, Назар хăнине килкартине ертсе тухрĕ. Унта, чул хуралтă тавра, пăшаллă часовойсем çӳреççĕ иккен: паçăр, пӳрте кĕнĕ чух, çакна Федотов асăрхаман та.

«Тĕрме-ши кунта е контрразведка-ши?» — çиçсе иртрĕ шухăш Леонид пуçĕнче.

Назар команда панă хыççăн часовойсем хуралта алакне уçа пуçларĕç.

Хĕрлисен генералне тытрамар, — терĕ Назар, Федотов енне çаврăнса. — Паçăрах пемеллеччĕ те ăна, сан валли хăварас терĕм. Тен, çыннине паллатăн та пуль: кунти уесри çар комиссарĕ пулнă.

Леонид хуралтăран кăларнă çынна пĕрре пăхсах палларĕ: чăнах та, Сучков юлташ. Хăйне курнăччĕ, анчах паллашса ĕлкĕрейменччĕ…

— Аçта, кунтах перетĕр-и? — ыйтрĕ Леонид, сассине лăпкăрах кăларма тăрăшса.

— Кунтах пуçланăччĕ те… Шăрăх, час шăршланать. Ав, инçех мар, улăхра, шăтăк хăйсенех алттартăмăр. Ку паян вунпĕрмĕш. Сан тӳпӳ. Эсĕ çак тăшмана пеме салтаксене команда парăн. Кăмăлу пулсан, хăвах пер. Сан мĕн, кольт-и е браунинг-и? — Назар Леонидăн мăкăрăлса тăракан кĕсйи çине куçĕпе сĕлтрĕ.

— Кольт. Юрĕ, хамах перĕп, — тесе, Леонид кĕсйинчен револьверне туртса кăларчĕ.

Çук, Назарăн та шалчи тулман курăнать, Леонидăн та вилме вăхăт çитмен пулнă иккен-ха… Çав самантра пӳртрен салтак чупса тухрĕ.

— Полковник чĕнет сире, ваше благороди, телефон çĕмĕрсе кăшкăрать. Часрах…

Назар, аллипе сулса, конвоя тăхтама хушрĕ, хăй пӳр-телле ыткăнчĕ.