Выбрать главу

Çакăн пек канăçсăр шухăшсем вĕреççĕ Рамаш пуçĕнче. Халь ăна тăван ашшĕ те паллаймĕ. Пичĕ-куçĕ унăн йăлтах хĕвелпе пиçсе кайнă, çилпе кушăхнă. Каччăн пĕвĕ те кăшт ӳснĕ, кăшт сарăлнă. Елĕк вĕçкĕнрех тумланакан приказчик халь тум пирки шухăшламасть курăнать, пилĕк вĕçлĕ хĕрлĕ çăлтăрлă, симĕс сăмсаллă карттусĕ тусанпа та пылчăкпа вараланнă, симĕс гимнастерки шупкаланнă. Çумри хĕçпăшалĕ хăйĕн тепĕр çын валли те çителĕклĕ: сулахай енче хĕç, сылтăм енче наган, çурăм хыçĕнче карабин…

Рамаш ĕлĕкрех Маркелов отрячĕпе пĕрле уес тăрăх кулак пăлхавĕсене пусарса çӳрерĕ. Каярах Арбузов отрядĕнче пулчĕ. Халь кам ун командирĕ? Хăй те пĕлмест. Никам та пĕлмест. Пăлхав пуçаракан кулаксене персе вĕлернĕшĕн командирсене айăпласа пĕтерчĕ Прозоровский. «Капла ĕçлесе, халăха ытлашши хирĕçтеретпĕр, пăлханма сăлтав паратпăр», — терĕ вăл. Уншăн кулак та — «халăх».

Рамаш пĕрмаях тĕрлĕ отрядсенче пулнăран — лашаллă. Лашаллисем кунта мĕнпурĕ те çĕр çынран ытла мар. Рамаш, уттарса пырса, вĕсенчен кая юлчĕ. Вара, çултан" пăрăнса, Стерлитамак çарне сăнама пикенчĕ.

Лайăх пуçлăх пулсан, чăнахах тăшманшăн хăрушă çар пулма пултарать вăл. Кам кăна çук-ши кунта? Вырăс, чăваш, пушкăрт, тутар, çармăс, мăкшă, нимĕç, эстонец… Пĕр сăмахпа: интернационал. Революци пĕрлештерчĕ вĕсене. Халĕ Прозоровскисем çак вăя сапаласа яма тăрăшаççĕ. Хĕçпăшал та çителĕклĕ вĕт. Анчах командирсăр пăшалĕ те пемест çав.

Рамаш васкамасăр, йĕнерне майлаштарнă пек пулса, çаплах çул хĕрринче мĕшĕлтетсе тăчĕ. Сăнать, чунне вĕчĕрхентерсе шухăшлать. Çук, ырри пулмасть пуль çав пĕр вырăнтан хăпса каяйман çартан.

Кусем камсем тата? Чечен тумланнă, куçлăх кăшăлĕсем ылтăн хăйсен, çӳçĕсем вăрăм. Чĕриклетекен урапасем çинче улпут пек ларса пыраççĕ. Чăнах та улпутсем мар-ши? Çук, меньшевиксемпе сылтăм эсерсен пуçлăхĕсем — заложниксем иккен. Вĕсене тарма ним те мар. Конвой çук. Пурпĕрех эсерсен тыткăнĕнчен тармаççĕ.

Чун тарăхса çитнипе Рамаш йĕнер çине сиксе ларчĕ те айăпсăр лашине нухайккапа кастарса илчĕ. Лаши малалла сиккипе ыткăнчĕ. Эх, çапла сиктернĕ май, хĕç туртса кăларса, тăшман пуçне касасчĕ. Акă, малта пар лаша кӳлнĕ çунатлă тăрантас курăнчĕ. Çук, тăрантас çинче ларса пыракан Прозоровский тăшман мар. Совнарком пуçлăхĕ, Стерлитамак çыннисемшĕн — Совет влаçĕ. Рамаш лаши те, çавна сиснĕ пекех, çунатлă тăрантас патне çите пуçласан, чупма чарăнчĕ.

Ахмер ялĕнче Совнарком ларавĕ пулчĕ.

— Хулана кăлахах хăвартăмăр эпир, чехсем кунта килмеççĕ, — терĕ Прозоровский. — Пирĕн революцие хирĕç те майлă та хутшăнмаççĕ вĕсем. Самарпа Ĕпхӳре чехсем тискерленеççĕ тени — суя сăмах. Ман шутпа, ниçта кайма та кирлĕ мар, хуланах таврăнмалла. Совет влаçĕ ним хăрушлăхсăр хуларан халăха пăрахса кайни — килĕшмен япала. Паникерсене итлесе, ахалех эвакуăци турăмăр…

Командирсем мĕн каланине эсерла шухăшлакан Совнарком членĕсем шута илмерĕç, халех хулана таврăнма решени йышăнчĕç.

Рамаш хулараи юланутпа тухса кайнăччĕ, каялла вăл машинăпа пырса кĕчĕ. Петровскинче япала турттаракан машина тупăнчĕ. Машина çӳретме пĕлекен çын çуккипе Рамаша йрĕксĕрлесех çĕнĕрен шофер турĕç.

Хулана тĕттĕмленеспе çитрĕç. Тиевне каланă çĕрте пушатсан, Рамаш машинине Совнарком çывăхĕнчи пĕр тăвăр тăкăрлăка лартрĕ.

Кăнтăрла питĕ шăрăхчĕ. Халь сывлăш кăшт уçăлчĕ. Рамаш пушмакне хывса пăрахрĕ, пиçиххине салтса, йӳле пилĕкĕн юлчĕ, тĕрлĕ хĕçпăшалне ларкăч айне пытарчĕ. Хăй кабинăна меллĕрех вырнаçрĕ те çав самантрах çывăрса кайрĕ.

Тул çутăлнă. Хула урамĕсем шăпах. Мирлĕ хулара часовойсем те, патрульсем те çук. Прозоровскин йĕркесĕр-леннĕ çарĕ хула тăрăх саланса пĕтнĕ. Отрядсăр юлнă командирсем пĕр хуйхăсăр çывăраççĕ. Рамаш та çаплах.

Ватă карчăк пĕчĕк хапхаран ĕне хăваласа кăларчĕ. Ени, мĕшĕлтетсе, машина патне пырса тăчĕ, кабинăн уçă алăкĕнчен пуçне чиксе мăшлатрĕ. Карчăк, хулă тытса, ĕне патне танккарĕ, анчах урам тăршшĕпе пысăк çуртсем еннелле çаврăнса пăхрĕ те, пĕр самантрах çамрăкланнă пек, килкартине каялла йăпăрт çеç чупса кĕчĕ.

Никам хӳтĕлемен хулана тăшман çитсе кĕнине чи малтан кураканни çав карчăк пулчĕ…

Совнарком çурчĕ умне нырса тухнă юланутсем Рамаш машинине асăрхарĕç. Виççĕш-тăваттăшĕ çавăнтах ун патнелле вĕçтерчĕç.

Рамаша ĕне мăшлатса кавлени вăратрĕ. Шофер, карăнкаласа, ĕнепе калаçма пуçланăччĕ кăна, çав вăхăтра такам сасартăк кабина тăррине нухайккапа çатлаттарчĕ. Рамаш çара уран, йӳле пилĕкĕн кабинăран сиксе тухрĕ. Шофер пуçне тĕлленĕ нухайкка ĕне çурăмне пырса лекрĕ. Ĕне салтаксенчен çав териех хăраса ӳкмерĕ, шартах сикрĕ те пĕрре-иккĕ çеç ярса пусрĕ.