Выбрать главу

«Чехсем!» — тавçăрса илчĕ Рамаш.

Салтаксенчен пĕри, Рамаш пуçнĕ касас пек, тем кăшкăрса, хĕç вылятать. Рамаш ăнланчĕ: машинăна хускатса яма хушать. Харсăр йĕкĕт аптрасах каймарĕ, хăйне хăй хăвăрт алла илчĕ, вара пушкăртла тем калаçса, машина пуçĕ тавра чупкаларĕ, мотор уççипе майлаштарса çавăркаларĕ. Юланутлă чехпа Рамаш хушшинче ĕне никамран хăрамасăр кавлесе тăрать. Юнашарах — хапха калинкки хупăнса та çитмен. Рамаш, ĕне хыçне пĕшкĕнсе, мулкач пек тапса сикрĕ те, калинккерен вăркăнса кĕрсе, ăна çурăмпа тĕкĕлерĕ. Çав самантрах тимĕр питĕркĕч шаклатрĕ. Куна урамра мĕн пулнине шăтăк витĕр сăнаса тăракан харсăр пушкăрт ачи тунă иккен. Рамаш пушкăртла мăкăртатнине илтнĕ вăл. Халь Рамаша çанăран сĕтĕрет, пытанма хушать. Çак вăхăтра урам вĕçĕнчен çине-çине пăшал пени илтĕнчĕ, таçта пулемет шатăртата пуçларĕ. Машина тавра тапăртатакан юланутсем каялла вĕçтерчĕç. Рамаш пушкăрт ачине сирсе урама чупса тухрĕ.

— Кĕтмерĕн, кĕтмерĕн чехсене, йытă! — сасăпа ятласа илчĕ вăл Прозоровские.

Унтан, шăлне шатăртаттарса, ларкăч айĕнчен карабинне туртса кăларчĕ, çĕр çине тăсăлса выртса, пеме пуçларĕ. Ун çумне тата тепĕр хĕрлĕ гвардеец чупса пырса выртрĕ.

Сасартăк Рамаш питне, темскер çапăнса, вут тивнĕ пек ыраттарчĕ, янахĕ вĕçнелле юн йăрăлтатса юхса анчĕ. Рамаш питçăмартине хыпашласа пăхрĕ:

— Пульăпа та мар, турпаспа переççĕ, эсреметсем! — терĕ вара вăл, сурса.

Тăшман пули, хапхана тивсе, турат куçне сирпĕтсе янă иккен. Ун пĕр татăкĕ Рамаш питне пырса тăрăннă.

— Маттур, йĕкĕт, юнлă çăварпа та шӳт тума пăрахмастăн, — терĕ Рамаш çумĕнче выртакан хĕрлĕ гвардеец.

Ку унăн юлашки сăмахĕ пулчĕ: тăшманăн тепĕр пули ăна тӳрех пуçран пырса лекрĕ.

Рамашăн çуклă-пурлă патронĕсем пĕтсе çитрĕç. Чехсем вара çывăхах килсе тухрĕç. Рамаш юлашки хут вĕсен еннелле печĕ те пушанса юлнă карабинне ывăтса ячĕ, хăй, упаленсе, паçăрхи хапхаран кĕрсе кайрĕ. Пушкăрт ачи каллех хапхана шатлаттарса питĕрчĕ.

«Эх. Прозоровский, Прозоровский! Мĕн тери çынсене кăлăхах пĕтертĕн. Енерех сан пуçна хĕçпе касмаллаччĕ иккег», — шăлне шатăртаттарчĕ Рамаш.

… Персе вĕлерчĕç ăна, Прозоровские, анчах хĕрлисем мар, шуррисемех.

Нумай çын пуç хучĕ çавăн чух Стерлитамак хулинче. Сапăçма пултаракан отрядсемех, сыхăлăх туйăмне çухатса хула тăрăх сапаланса пĕтнине пула, чехсем хулана пырса кĕрсен, вĕсемпе Рамаш пек сасартăк ыйхăран вăраннă коммунистсемпе рабочисем çеç тĕллĕн-тĕллĕн çапăçкаланă. Сахал çын Ашкадар юханшывĕ урлă каçса хăтăлнă Хуларан тухса ĕлкĕрнĕ çынсем хăшĕ пĕртен-пĕр кĕпер еннелле чупнă, хăшĕ шыв урлă ишсе каçма пикеннĕ. Тăшман пулисенчен сахалăшĕ кăна хăтăлнă.

Рамаша вилĕмрен хулара пурăнакан пушкăрт çемйи хăтарчĕ. Кил хуçи, сăран заводĕнче ĕçлекен рабочи, ăна тӳрех палласа илчĕ. Кайран вара пытанса пурăнакан çамрăк коммуниста вăл хула хыпарĕсене тăтăшах пĕлтерсе тăчĕ, хурлăхлă ĕçсемшĕн Рамашпа иĕрле хурланчĕ. Рамаш пушкăрт ачи пулса уйăха яхăн пурăнчĕ ун çемйинче. Çамрăк каччă самаях шăтса тухнă уссине хырма пуçланăччĕ ĕнтĕ, халь вара юриех хырмарĕ. Тути усси айне пулсан, Рамаш сăнĕ палламалла мар улшăнчĕ.

Çапах хулара ăна сасăран паллакансем тупăнĕç. Ырă çынсем патĕнче ĕмĕр пытанса пурăнаймăн, ăçталла та пулин тухса каясах пулать. Хĕвелтухăçнелле кайма çул татăлчĕ, унта, кĕпер патĕнче те, çыран тăрăх та — яланах патрульсем çӳреççĕ.

«Хĕвеланăçнелле танккас», — терĕ вара пĕччен юлнă çамрăк коммунист.

Чăнах та, Стерлибаш ялне çитесси çеç, лерелле вара чехсем пулас çук. Кам та пулин ăнсăртран палласа илесрен те хăрамалла мар. Çапах та хуçасем Рамаша кăпăр-капăр кăларса ярасшăнах пулмарĕç. Ана тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшрĕç.

Пĕркун урама ĕне хăваласа кăларма ĕлкĕрнĕ ватă кинемей чăваш ачине хăйĕн мăнукĕ вырăннех хура пуçларĕ. Рамаш пушкăрт маррине вăл ниепле те ĕненесшен мар. Харсăр пушкăрт ачи Афзал Рамаша пичче тесе чĕнекен пулчĕ.

Хуçасем пулăшнипе Рамаш инçе çула хатĕрлене пуçларĕ. Кĕççе шлепке тупрĕ, жилетка тăхăнчĕ, — тутар усламçисем çулла пиншаксăрах жилетка тăхăнса çӳреме юратаççĕ. Урана мĕн тăхăнсан та пырать, çăпата çеç сырмалла мар. Пĕр-пĕр кĕлесĕр пушмак е кунчасăр атă пуçĕ кирлĕ. Тата арча тупас пулать, усламçăсем йăтса çӳрекен пĕчĕк арча.

Кунчине касса атăран пушмак турĕ Рамаш. Хуçа ăна çĕмĕрĕлсех пĕтеймен кивĕ арча тупса пачĕ. Арчана юсанă май пулас усламçă ун тĕпне икĕ хут хăма сарчĕ, хăмасем хушшине парти билетне тата Оля çырăвĕсене хĕстерсе хучĕ. Хăйĕн хĕçпăшалĕ тăшман аллине лекнĕшĕн Рамаш питех пăшăрханмарĕ. Пĕччен пурпĕрех ним те тăваймĕччĕ вăл. Юлташсене тупсан, пăшалĕ те пулĕ.