Выбрать главу

Халь ĕнтĕ арчана тултарма вак-тĕвек тавар кирлĕ. Кăна тупма хĕнтерех. Пушкăрт килĕнчи япаласене пуха пуçларĕç: çип-йĕп, булавка, тĕрлĕ кашăк-кĕшĕк. Тата темиçе аршăн тĕрлĕ тĕслĕ лента тупăнсан, урăх ним те кирлĕ мар. Ана лавккана кайса сутăн илмелле. Укçа кирлĕ. Укçине те таçтан тупрĕ хуçа, Афзала лавккана темиçе хут чуптарчĕ. Лента çеç мар, тата чĕнтĕр, шпулька çиппи, çĕрĕ тавраш илтерчĕ. Вăл хăй те çамрăк чух усламçă пулса курнă иккен.

Çапла, çын пулăшнипе Рамаш, çĕнĕрен чĕрĕлсе тенĕ пек, вăхăтлăха усламçă тутар пулса тăчĕ. Тĕрлĕ чĕлхе пĕлни кĕрешӳре пĕрре мар пулăшнăччĕ-ха ăна, халĕ, тен, тепĕр вилĕмрен те çăлĕ, çĕнĕ юлташсем тупма та пулăшĕ.

Ытларикун Стерлибашра пасар. Пирĕн «усламçă» çула тухрĕ. Çурăмĕ хыçне вăл арча çакса янă, аллинче — туя. Рамаш шăллĕпе, Тараспа, пĕр çулхи Афзал ăна хуларан тухичченех ăсатса ячĕ. Хула хĕрринче вĕсене икĕ салтак тĕл пулчĕç. Макăрса пыракан ачапа унăн «усламçă пиччĕшĕ» çине вĕсем çаврăнса та пăхмарĕç.

Анархистпа монархист тата сулахай эсер

Хуларан хăрушă хыпарсем киле пуçларĕç: Самарта Совет влаçне пĕтернĕ, патша каллех вырăнне ларать имĕш. Çакăн пек хыпар сараканни Лешеккинче — Фальшин, Чулçырмара — Хаяр Макарпа Смоляков пулчĕç. Пуçĕсене каллех çĕклеççĕ çав çĕленсем. Виçĕ Якур пушшех анархистланса кайнă. Ана чаракан, ас кĕртекен çук. Салтакран таврăннă çынсем асăрхаттаркаларĕç — итлемест. «Эпĕ — власть, мана халăх суйларĕ», — тет. Юлашки вăхăтра чăвашпа вырăс пĕр ушкăнран пулни палăрми пулчĕ. Виçĕ Якур Чулçырмара хăй тĕллĕн уйрăм пухусем пухать, хăйне хăй ял Совечĕн председателĕ вырăнне хуракан пулчĕ.

Тĕнчери лару-тăрусем мĕнле пулсан та, Тук шывĕ урлă кĕпер хывмаллах. Вăл ĕç кăçал ăнăçлă иртмелле пек: ялта арçын нумай, вĕсене пĕрлештерсе килĕшӳллĕ ĕçлеттерме ял Совечĕ пур.

Кĕперне, тен, пĕр хирĕçмесĕрех туса пĕтеретчĕç, анчах каç еннелле унта Фальшин пырса çитрĕ. Вăл ĕлĕкхи пекех çутă атă, сатин кĕпе тăхăннă, мăйран йĕс тăха — староста палли — çакнă, аллинче тимĕр туя. Ана курсан, Виçĕ Якур урсах кайрĕ, темтепĕр каласа хăртма пуçларĕ. Фальшинĕ вара тӳсеймерĕ — туйине çĕклерĕ. Виçĕ Якур вырăса хăлхаран тыттарса чикелентерчĕ. Çавăнтах çынсем пырса хутшăнчĕç — ĕлĕкхи пек çапăçма мар, çапăçаканнисене чарма. Вырăссем — Фальшина, чăвашсем — Виçĕ Якура алăран тытса тăраççĕ.

— Эп сана, патша йыттине, хупса лартатăп… персе вĕлеретĕп, — сурчăк сирпĕтсе кăшкăрать Виçĕ Якур. Фальшин çĕлен пек чашлатать:

— Пĕтрĕ сирĕн йытă влаçĕ. Самарта власть комуч аллине куçнă. Сан пек урнă йытăсене персе вĕлернĕ унта, Чехсем престола Михаля патшана лартаççĕ. Эпĕ халь кунта — патша влаçĕ. Сана, Егоров, ыранах Çĕпĕре ăсататăп…

Вырăссем те, чăвашсем те патша старости мĕн калаçнине тĕлĕнсе итлесе тăраççĕ. Те чăн, те суя ĕнтĕ ун сăмахĕсем. Куç умĕнчех çĕнĕ влаçпа кивĕ власть йытă пек харкашаççĕ, пĕрне-пĕри кăшласа тăкма хатĕр.

Тук леш енче пĕр улăп пек пысăк та тĕреклĕ çын кунта мĕн пулнине сăнаса тăрать… Ку вăл — Ĕлĕм-Чĕлĕмĕн аслă ывăлĕ Пали. Тăчĕ-тăчĕ те çак улăп чĕнмесĕр, туса пĕтермен Хĕперĕн юписемпе каштисем тăрăх циркач пек çăмăллăн сиксе, ку енне чупса каçрĕ. Пали кĕпер тума çара уран килнĕ. Ура лапписем хăйĕн кĕреçе пек.

Фальшин хăраса ӳкрĕ.

— Вырăссем! Мĕн пăхса тăратăр? Сирĕн старостăра вĕлереççĕ вĕт чăвашсем. Кăраву-у-ул! — çухăрса ячĕ хăй çавăнтах.

Пали малтанах Виçĕ Якур патне çывхарчĕ:

— Эсĕ, Якур Якурчă, власть пулас тесен, капла ан пуçтахлан. Халăх сăмахне ытларах итле, — ӳкĕтлерĕ вăл ăна, унтан вырăс енне çаврăнчĕ: — Ан çухăр, эсремет. Сана вĕлерсе, çылăха кĕмĕпĕр. Самарта мĕнле влăсть тетĕн-ха? Кам вучĕ тетĕн? Камăн вутне эпĕр хамăрах пĕлетпĕр. Сана хăвна тахçанах Çĕпĕре ăсатмалла. Çăпата Михалине эсех çапса вĕлернĕ теççĕ, шуйттан…

Фальшина тытса тăракан вырăссем сирĕлчĕç. Пали старостăн йĕс тăхине туртса татрĕ те шыва ывăтрĕ, унтан кивĕ влаçăн тимĕр туйине те çавăнталлах вăркăнтарчĕ.

— Туяпа та, йĕс тăхупа та халь пире хăратаймăн. Ху вилĕмрен хăратăн пулсан, кĕпер патне ан çывхар. Пыр, чуп часрах. Самарта мĕнле власть пулсан та, кунта пирĕн Совет влаçĕ, çавна ан ман.

Çапла каланă хыççăн Пали вырăса ял еннелле çавăрса тăратрĕ те çăмăллăн çеç тĕртсе ячĕ, унтан кĕреçе урипе кутран тапрĕ. Лешĕ, хытă тапман пулин те, чикеленсе кайрĕ. Ура çине тăрсан, çаврăнса та пăхмарĕ, малалла вĕçтерчĕ. Пĕр çĕр хăлаç чупрĕ те чарăнса тăчĕ, çынсене чышкипе юнаса темскер кăшкăрчĕ.