Кĕпер тăвакан чăвашсем ахăлтатса кулма тытăнчĕç. Вырăссем те кулмасăр тӳсеймерĕç. Пали умне таçтан Филька килсе тухрĕ.
— Хисеплĕ Павел Ермилович, сана Илья Чугунов ячĕпе тата Филимон Лапшин ячĕпе тавтапуç, — тесе, ăна алă пачĕ.
Пали, тĕлĕнсе, малтанах ним тума аптрарĕ, унтан тавçăрса илчĕ, вырăс ачи аллине тытса чăмăртарĕ. Лешĕ йытă çури пек çухăрса ячĕ, сылтăм аллине аран туртса илсе, татса пăрахас пек силлеме тытăнчĕ. Халăх каллех кула пуçларĕ. Пĕрле ĕçлекен çынсем харăс кулма тытăнсан, ĕç ăнать вара…
Фалынин йĕс тăхине арча тĕпĕнчен ахальтен мар туртса кăларнă. Суя хыпарсем хыççăн Чулçырмана тĕрĕс хыпарсем те çитрĕç. Самарти влаçа чăнах комуч тесе калаççĕ иккен. Учредительный съезд пухăвĕн членĕсен комитетне кĕскетсе çапла ят панă пулать. Еçхалăхĕ вăл ята йышăнмарĕ, шуррисен влаçне учредиловка тесе ят паче.
Куçминккара та власть улшăннă. Сутăнчăк Белянкин ĕлĕк сулахай эсер ячĕпе Совет влаçĕ çумне çыпăçнăччĕ, халĕ вăл, «сылтăм» енне куçса, çĕнĕ влаçа юрама пĕлнĕ. Тĕрĕссипе вара вăл ĕлĕк те Совет влаçне шалтан сиенлеме тăрăшнă. Çавăнпа ăна халĕ старшина туса хунă.
Совет влаçĕ пĕтĕм таврара та пĕр Чулçырмара çеç юлнă. Ана Виçĕ Якур никамран хăрамасăр тытса тăрать. Совет членĕсем те харсăр çынсем. Пĕр Селĕп Кириле çеç, хăравçăрахскер, ниçта та тухмасть. Шатра Миккапа Кĕркури хăрасах каймаççĕ-ха.
Кунта тата пĕр мерекке пулса иртрĕ. Хаяр Макарпа Смоляков пуху пухрĕç. Чулçырмара староста суйласшăн вĕсем, земствăна та чăвашран пĕр çын суйласа ямалла теççĕ. Анчах пухăва фронтран таврăннă çынсем ытларах пухăнчĕç те Хаяр Макарсене ытлашши калаçтармарĕç.
— Камвучне йышăнмастпăр. Пирĕн хамăрăн власть пур, Совет влаçĕ. Урăххи кирлĕ мар, — терĕç вĕсем.
Хаяр Макар вара ытлашши шăрчăкланма хăрарĕ. Смоляковĕ те шӳт тунă пек калаçа пуçларĕ:
— Мĕн пулать ара капла, шухăшласа пăхар-ха. Иĕри-тавра çĕнĕ власть, комуч влаçĕ. Эпнр ăна йышăнмастпăр… Пирĕн ял уйрăм патшалăх пулать-и вара?
— Пулать! — кăшкăрчĕ сасартăк Самана Тимĕркки — Чулçырма республика пулать. Пирĕн хамăрăн совнарком пур, Егор Егорчă Егоров — совнарком пуçлăхĕ. Замана! Сывă пултăр Чулçырма республики!
Халăх кула-кулах пухуран саланчĕ. Виçĕ Якур пая ним хирĕçмесĕр-кăшкăрмасăрах халăх мĕн калаçнине итлесе ларчĕ. Тимĕрккен ӳсĕр пуçпа каланă сăмахĕ пит килĕшрĕ ăна.
Чулçырма «республикин» ирĕк пурнăçĕ вăрăма пымарĕ. Кĕçех яла Белянкин килсе çитрĕ. Пĕччен мар вăл, унпа нĕрле Киселев улпутăн управляющийĕ тата пĕр офицерпа виçĕ салтак килнĕ.
Чулçырмана мĕн ĕçпе килсен те, Белянкин яланах пĕр хапхаран, Мăрзабай хапхинчен, пырса кĕрет.
— Савăнăçлă хыпар пур сан валли, Павел Алексеич, — терĕ вăл кĕнĕ-кĕменех. — Ывăлу, Назар Павлович, хулара. Карательный отряд командирĕ. Хитре офицер. Пĕтĕм уесĕпе йĕрке туса çӳрет. Кĕçех кунта та килсе çитĕ.
Çакна илтсен, савăнчĕ те, хурланчĕ те Мăрзабай, анчах хăй туйăмне çынна палăртмарĕ: «Хыпаршăн тавтапуç, Фадей Панфилович», — терĕ.
Кăмăшка ĕçсе кăшт калаçкаласа ларнă май Белянкин хăйсем кунта мĕн çăмăлпа килнине каларĕ, Мăрзабайран кĕркунне помещик именине кам-кам çаратни çинчен ыйтрĕ,
— Пурне те пĕлсех каймастăп. Пуян пуяна çаратнă терĕç ун чух, — терĕ хуçа шӳтленĕ пекрех.
— Пуянсем пирки калаçмăпăр. Вĕсем помещике мĕн чул сиен тунине хăйсемех, хăйсен ирĕкĕпе тӳлĕç. Пуян маррисем пулнă унта.
— Фадей Панфилч, чипертерех калаç-ха эсĕ. Эпĕ суд умне тăнă çын мар вĕт, эсĕ ху та прокурор мар. Пĕлесех тетĕи пулсан, кунта пирĕн Совет влаçĕн пуçлăхĕ пур. Çавна тĕпче. Хĕлле çав влаçа тума эс ху килменччĕ-и-ха?
Мăрзабай çапла тĕртсе хуни эсер кăмăлне каймарĕ пулас. Кăштах чĕнмесĕр ларнă хыççăн Белянкин авалхи тусĕн куçĕнчен тӳррĕн пăхрĕ те:
— Ку сăмаха эс сивлесе каларăн-и? — терĕ. — Эх, Павел Алексеич, хăвах пĕлмелле: эпĕ вĕт çĕр ĕçлекенсен интересĕшĕн вĕтеленетĕп. Ун чух хресчен большевиксем хыççăн кайрĕ, эпир те вара вăхăтлăха Совет влаçĕпе килĕшрĕмĕр. Халĕ самана улшăнчĕ. Тĕреклĕрех мужик тырă пирки большевиксене тӳртĕн çаврăнса тăчĕ. Паллах, пире çав кăна кирлĕччĕ. Большевиксем тата тепĕр енчен те хăйсемех пулăшрĕç пире — парти ятне улăштарчĕç. Халь коммуна, коммуннст сăмахпа хресчене мар, такама та хăратма пулать.
Калаçу ку йĕрпе кайни халь ĕнтĕ хуçана килĕшмерĕ. Белянкинăн юлашки сăмахĕсене илтмен пек:
— Сире сивлеме ăс çитереймĕп эп, Фадей Панфилч, — терĕ вăл. — Сивлес тесе мар, пирĕн енчи пĕр мыскара пирки каласа култарасшăнччĕ çеç эп сана. Кунта пирĕн уйрăм республика вĕт. Совета суйланă Виçĕ Якур ятлă çынна астăватăн пуль? Çавă ĕнтĕ Чулçырма республикин премьерĕ.