Выбрать главу

— Мурзабайкин хаяр-и? — йĕрĕннĕ пек, тутине пăрчĕ Фальшин. — Сĕрĕнкĕ çын. Хăнана чĕнмест вăл сире. Хăналама унран шанчăклăраххисене тупăпăр.

— Николаев шанчăклă мар-им? Интереснă! — тесе, офицер атă кунчине нухайккапа çатлаттарса илчĕ.

— Йӳтенĕ вăл. Çынпа ĕçме юратмасть, пĕччен ĕçет, — терĕ Фальшин.

— А-а! Виççĕмĕш Александр патша пек пуласшăн апла, — тесе, уссине пĕтĕркелерĕ офицер.

Сухоречка пуянĕсем карательсене чаплăрах çуртра — Медведев патĕнче — хăна тăвас терĕç. Чулçырмаран Хаяр Макарпа Смолякова чĕнсе илчĕç. Ĕçнĕ-çинĕ хушăрах ыранхи ĕç пирки канаш турĕç. Еçĕ çăмăлах мар. Пĕр ĕç те мар-ха, икĕ ĕç. Помещик çĕрĕшĕн укçа тӳлеттермелле тата йризыва тивĕç çынсене çара ăсатмалла. Мобилизаци пирки пĕлтернĕренпе эрне иртнĕ пулин те, Каменка ялĕнчен призыв пунктне пĕр çын та пыман. Çыхланасшăн мар пулас.

— Чăвашран пуçлар, — терĕ Фальшин. — Унта вĕсем халĕ те Совета пăхăнаççĕ. Малтанах, кунта чĕнтерсе илсе, Совет членĕсене хупса лартас пулать. Унтан призыва кайма тивĕç çынсене, пĕрерĕн чĕнсе, пĕр çĕре пуçтарас. Куç-минккана питех каясшăн пулмасан, конвойпа хăваласа кайăпăр. Еçĕ те пĕтнĕ. Укçа тӳлеттерес пирки кусене ăсатнă хыççăн тин сăмах хускатăпăр. Сирĕн шухăшпа мĕнле пек? Тĕрĕс каларăм-и?

— Сана, Никон Иванович, староста мар, губернатор тăвас пулать, — терĕ хĕрĕнкеленнĕ офицер.

Çав вăхăтра Филька, каçпулттипе чăваш енне каçса, Кĕркурипе курса калаçрĕ те Чугун авăрне çуйăн вăлти яма кайрĕ. Пысăк вăлтана пĕр шыва ывăтса, пĕр кăларса тем вăхăт аппаланчĕ вăл. Вăрманта «тыркас шăхăрни» илтĕпсен, пуш вăлтана юлашки хут ывăтрĕ те хирĕç шăхăрса илчĕ, унтан, çырана хăпарса, Тикĕтпуссине кĕрсе çухалчĕ.

Ирхине Елĕм-Чĕлĕм хапхине такам шанлаттарма тытăнсан, Пали хапха уçма васкамарĕ. Вăл малтан, тăм лаççа кĕрсе, Кĕркурипе калаçрĕ:

— Карательсем çитрĕç. Эс хыçалти хапхаран тухса пăрăн. Совет членĕсене шыраççĕ вĕсем. Эп хам тухса калаçăп.

— Хăçанччен пăрăнса çӳрес вара? Эс чарса тăман пулсан, тахçанах хĕрлисем патне çитнĕ пулăттăм.

— Пыр, пыр! Тавлашса тăма вăхăт çук, пытан халлĕ-хе, кайран курăнĕ, — терĕ те Пали, хапха уçма кайрĕ.

— Эсĕ мар, шăллу кирлĕ пире, — терĕ Фальшин. Хăй, Палирен шикленсе, салтак хыçне пытанчĕ.

Пали, хăйне хăй чарса, пăлханмасăр калаçма тăрăшрĕ.

— Шăллăм килте çук. Вăл ĕнерех арман авăртма кайрĕ.

— Шăллуна халех чĕнтерме хушса хăвар, ху пирĕнпе пыратăн. Асту: Кĕркури тупăнмасан, эсĕ те киле таврăнаймастăн, — терĕ Фальшин.

— Ан хăрат, эпĕ хăравçă мар. Хăрама эп япала вăрламан, çын вĕлермен, — терĕ Пали, Фальшина куçран пăхса.

Унтан вăл Праские чĕнсе илчĕ те, ăна армана кайма хушна пек туса, чăвашла урăх сăмахсем каларĕ. Фальшин чăвашла калаçма вĕренменшĕн питĕ ӳкĕнсе илчĕ.

Палине илсе кайсан, Ермишке мучи чĕлĕмне паклаттарнă май чылайччен пуçне пăркаласа ларчĕ:

— Ырра мар… у ĕç, ай, ырра мар. Фальшинпа çыхлансан, ырри пулмасть. Çавсемех мана… айттăм… алаçакан турĕç. Çавсемех ĕнтĕ хура халăхран кулса пурăнаççĕ.

Хуняшшĕн сăмахĕсене илтсен, Хвекле урамра илтĕнмеллех хӳхлесе макăрса ячĕ. Хĕрарăм хӳхленине илтсе, Ĕлĕм-Чĕлĕм нӳрчĕ патне кĕçех халăх пухăна пуçларĕ.

Селĕп Кирилине Шатра Миккана, кусем йăваш çынсем тесе, Лешеккине пĕр салтакпа ăсатнă иккен. Палирен хăракан Фальшин Ĕлĕм-Чĕлĕм хапхи патне виçĕ çынна ертсе пынă.

Фальшинпа Медведев çурчĕсем тĕлĕнче офицер уткаласа çӳрет, хушăраи çутă атă кунчине нухайккипе çатлаттара-çатлаттара илет. Çавăнтах, Медведевăн урамра ларакан чул кĕлечĕ умĕнче, Селĕп Кирилепе Шатра Миккана пĕр салтак сыхласа тăрать.

Палине те çав чул кĕлет патнех илсе пычĕç.

— Кăна шăллĕ вырăнне илсе килтĕмĕр, — терĕ Фальшин, офицер патне пырса. — Унăн шăллĕ — советчик, халь вăл килте çук.

— Хăй вăл мĕнле çьш? Тен, шăллĕ пек мар пуль? Ку упана хамăра май çавăрсан, лайăхрах пулмĕ-и? — ыйтрĕ офицер, сассине пусарса, хăй каллех Палин улăп кĕлеткине сăнаса пăхса илчĕ.

— Тискер çын. Ашчикĕ хĕрлĕ унăн, шăллĕнчен те хăрушăрах, — тавăрчĕ Фальшин.

— Юрĕ. Ашчикĕ хĕрлĕ пулсан, çурăмне те хĕретĕпĕр. Офицер салтаксене хатĕр тăма хушрĕ, хăй çавăнтах, кĕлет умĕнчех, допрос пуçларĕ.

— Эс, шĕвĕр сухал, мĕн шухăшлатăн? — пуринчен малтан Селĕп Кирилерен ыйтрĕ вăл. — Ма чĕнместĕн, чĕлхӳ çук-и е вырăсла калаçма пĕлместĕн-и? Эс Совет влаçне юрататни? Ма Совет членĕ пулма килĕшрĕн, кала.

— Ман саклаçе ыйтмарĕç. Эп ним те пĕлместĕп, — терĕ Селĕп Кириле чĕтрекен сасăпа.