Выбрать главу

Чан вĕçĕмсĕр танлатать пулин те, карательсем ашкăнма çаплах чарăнмаççĕ. Офицер хĕçпăшалсăр халăхран хăрамасть. «Пухăнччăрах. Эпĕ ун пеккисене нумай куркаланă», — терĕ вăл Палне хĕненĕ май.

Çирĕм çын, пур енчен те харăс ыткăнса, тăшмана пĕр самантра çавăрса илчĕç. Офнцер маузерне туртса кăларчĕ, анчах пеме ĕлкĕреймерĕ.

Чан çаплах кĕрлет те кĕрлет. Филька, чан çапнă май мăйне пăркаласа, йĕри-тавра пăхкалать. Акă Медведевсем тĕлĕнчи халăх — вырасĕ те, чăвашĕ те — пăтранса кайрĕ. Карательсене чул кĕлете хупса лартрĕç.

Филька Чӳккукри еннелле çаврăнса пăхрĕ. Унта, шарлак урлă, тăватă юланут каçма пуçланă. Вара вăл чан вĕренĕ-кантрисене ярса тытрĕ, мункун çитнĕ пек, пысăк-пĕчĕк чансене пурне те калаçтарса-тĕнкĕлтеттерсе илчĕ те яусмапа аялалла вăркăнчĕ. Спирка — ун хыççăн.

Халăх пухăннăçемĕн пухăнать. Хирте ĕçлекенсем те ĕç пăрахсах яла чупрĕç. Пурте пĕр чарăнми шавлаççĕ:

— Халь мĕн тăвăпăр ĕнтĕ?

— Куншăн пире каçармаççĕ.

— Укçине те тӳлеттерĕç, салтака та пурпĕрех илсе кайĕç…

— Илсе каймĕç, — терĕ Кĕркури. — . Эпир чунлă, ураллă çынсем. Хăш еннелле каймаллине хамăрах пĕлетпĕр.

Тăллисене салтсан, Пали хăех ура çине тăчĕ. Шатра Микка тăнсăр выртать.

— Карательсене çапса вĕлермелле. Малтан хăйсене теçапла асаплантармалла, — кăшкăрать халăх.

Пали калаçма тытăнсан, пурте шăпланчĕç.

— Çапса пăрахма ан васкăр. Кайран çавăншăн карательсем пĕтĕм яла кастарĕç, çунтарса ярĕç, — терĕ Пали.

— Сана çапла хĕненĕшĕн спаççипă калас мар-и? — çĕтĕлчĕ Кĕркури.

— Ун пирки ан пăшăрханăр. Ку йытăсемпе мĕн тумаллине ревком иирĕнсĕрех пĕлет, — терĕ чиркӳ патĕнчен чупса килнĕ Филька.

— Ревкомсем пĕлеççĕ, анчах кунта çук-ха вĕсем. Эсĕ ревком вырăнне пулсан çеç, — терĕ те вăйсăрланнă Пали çĕрелле чикĕнчĕ. Темиçе алă ăна, пур енчен те тĕрелесе, ӳкме памарĕ.

— Ревком пур. Вăл пире пăрахса хăварме, — кăшкăрчĕ тин чупса çитнĕ Спирка. — Акă, пăхăр, курăр, савăнăр!

Халăх Спирка алă тăснă еннелле çаврăнса пăхрĕ. Тăватă юланут юртăпа çывхарса килет.

— Чăнах та ревком. Пĕри Осокин…

— Тепри Леонид мар-и? Çавă, тиечук ывăлĕ. Вăл та ревком-и?

— Ха! Чугунов Илюша та вĕсемпе, — терĕç вырăссем.

— Мишша-салтак!

Халăх Совет влаçĕшĕн кĕрешме харăс çĕкленсен, çав вăхăтрах комиссарпа командир тупăнсан, партизан отрячĕ пулатех вара.

Мăрзабай килĕнчи пăлхавăр

Ялта пăлхав пулса иртнĕренпе Мăрзабай та канăç çухатрĕ. Çитменнине, хăйĕн килĕнче те унăн темĕнле пăтăрмах пуçланса кайрĕ. Килйышсем — тарçăсем таран — пĕрне-пĕри вăрттăн ура хума пикенчĕç.

Чан сасси янрама, халăх шавлама чарăнсан, ял, Тук икĕ енĕпе те, сасартăк лăпланчĕ. Ревкомсемпе пĕрле вăрмана комуч мобилизацине тивĕç çынсем çеç мар, ыттисем те çул тытрĕç. Совет влаçĕшĕн кĕрешме Тук шывĕн икĕ енĕпе нумай вăйпитти арçын çĕкленчĕ. Чугунов «гвардийĕ» те пăлхавçă салтаксенчен юлмарĕ. Палипе Шатра Миккана та Осокин, карательсенчен асăрханса, ялта хăвармарĕ, Медведевăн рессорлă тăрантасĕпе тӳрех Весуккана, Ятрус Хрулкки патне, ăсатрĕ.

Çамрăк салтак арăмĕсем каллех тăлăха юлчĕç, çапах хальхинче хӳхлемерĕç вĕсем: вăрçа каймарĕç вĕт упăшкисем, — вăрçăран тарчĕç. Кĕркунне, çанталăк сивĕтсен, хăйсемех киле таврăнĕç-ха. Халь тепĕр тĕрлĕ вăрçă пуçланнине сисеймерĕç, апăршасем.

Лăпланчĕ-шăпланчĕ ял. Анчах аслатиллĕ çил-тăвăл умĕнхи шăплăх мар-и ку? Ялта юлнă арçынсем, темле хăрушлăх пуласран шикленсе, пĕр-пĕринпе калаçми пулчĕç. Ермишке мучи те шарласшăнах мар. Вăл хăйĕн кĕмĕл чĕлĕмне шăппăн паклаттарнă май чĕмсĕр шухăша каякан пулчĕ. Ял çыннисене, вырăспа чăваша, юханшывна чĕлхе мар, пуянлăхпа власть уйăрса тăнине тинех тавçăра пуçларĕ вăл. Ывăлĕсене ватти пĕртте сивлемерĕ. Сивлеме мар, халăх çинче вĕсен паттăрлăхĕпе мухтанма та хатĕр пулчĕ вăл, çав вăхăтрах халлĕхе килте чĕлхе çыртса, хӳрене хĕстерсе лармаллине те лайăх туйса тăчĕ.

Таçта пытанса пурăннă Фальшин пăлхавăр иртсен ик-виç кунран тин килне таврăнчĕ. Ăçтан пĕлен, тен, пăлхавçăсем çывăхрах пуль. Ял çумĕнчи вăрман нысăках мар та — çапах вăрман. Пăлхавçăсем карательсене çыхса хăйсемпе пĕрле илсе кайнине пĕлсен, тепĕр май хăраса ӳкрĕ староста. Пăлхавçă яла кастарма карательсен тепĕр пысăкрах отрячĕпе Мăрзабай ывăлĕ хăй килме пултарать. Старостăна та айăп туса хумĕ-и вăл? Назар чи малтанах Фальшина ялти ĕçсем пирки çийĕнчех систерменшĕн айăплĕ. Çапла шухăшларе те сехĕрленнĕ староста, хут çырса, ывăлне хулана ăсатрĕ.

Çапах та Назар яла килесрен пуринчен ытла ашшĕ — Мăрзабай — сехĕрленсе ӳкрĕ. Ялта мĕн пулса тăнине çав кунах, чан танлаттарма чарăничченех, тавçăрчĕ вăл, çавăнтах урăла пуçларе. Тепер кунне мухмăр та чĕртмерĕ, Лешеккине кайса, ĕçсем мĕнле-мĕнле пулса иртнине ыйтса пĕлчĕ. Вара сасартăк урăлса йĕри-тавра урлă-пирлĕ пăхса илнĕ çыннăн ăшчикĕ вырăна ларайми хускалчĕ. Тĕреклĕ хресченпе чухăн хушшинче вилес пек курайманлăх, тытăçу пуçланчех иккен. Вĕсем (большевиксем) ялта тырă тăпăлтарнипе чарăнмарĕç тата тĕрлĕ харпăрлăха та хуçаран туртса илеççĕ. Паян лаша, урапа кирлĕ вĕсене, ыран, тен, çурт-йĕр кирлĕ пулса кайĕ. Пурнăç никĕсне ишеççĕ… Çук, халь ĕнтĕ куç хупса, алăк питĕрсе, пĕччен кăмăшка сăрăхтарса ларнине ирттерсе яраймăн, саманаран пытанса юлаймăн. Алăкран, чӳречерен килсе шаккать вăл, пӳрт тăррине тăпăлтарса пăрахма хатĕр. Урса кайрĕ самани, чĕвен тăчĕ. Кĕç-вĕç ялăн лăпкă пурнăçне, халăхăн ĕмĕрхи йăлисене таптаса пĕтерĕ, Мăрзабайăн ырă ятне те ура айĕнчи пылчăкпа хутăштарса ярĕ. Ак Назар пысăк отрядпа яла кастарма-çунтарма килĕ те юнлă çырма юхтарĕ. Икĕ çыран хушшинче путмасăр юлаймăн, путас мар тесен, е сылтăм енчи, е сулахай енчи çырана хăпарма тапаланăн…