Выбрать главу

Çук, ку енчен чăрмав пулмарĕ. Яланах кутăнланакан Укахви, упăшкине тĕлĕнтерсе, хальхинче пĕр турткаланмасăр килĕшрĕ. Еçне хăех майлаштарма пулса, çийĕнчен çапла та каларĕ:

— Шăппăн, вăрттăн хăтлансан та, йăлиие тумаллах. Евчĕ яччăр. Хĕрне ху чăлах вырăс патне кайса сĕнеймĕн ĕнтĕ. Ан хăра, никам сиссе юлаймĕ. Еçне хамах Тимук урлă майлаштарăп. Вăл пире юрасшăн чĕлхине çыртса татса çăтса ярĕ. Лавккаçăпа кĕркуннерение питĕ туслă вăл.

Ак хăçан упăшкин кăмăлне тупрĕ Укахви. Унпа пĕрлешсе ывăлне хирĕç пăлханчĕ. Тĕлĕнчĕ, савăнчĕ Мăрзабай, анчах карчăк ма апла хăтланнине тавçăрса илеймерĕ. Укахви хăй упăшкине хирĕç пăлханма вăрттăн хатĕрленет иккен. Виççĕн каварлашса кил хуçине ура хума шухăш тытнă вĕсем: Укахви, Тимук тата… Кулине. Ахальтен мар юлашки вăхăтра Кулине Трашук еннелле пăхми пулчĕ.

Çапла вара Чулçырмари икĕ килте вăрттăн пĕчĕк туя хатĕрленме пуçларĕç (халь венчетие çеç çырлахса, пысăк туйне кĕркуннене хăварас терĕç). Смоляков пĕртте турткаланмарĕ. Тимук мĕн каланипе пĕтĕмпех килешрĕ:

— Венчет тăвиччен ялта сăмах сарни пулмĕ, — терĕ.

Лавккаçăпа ун карчăкне шанма пулать, — çынран вăрттăн хăтланма тахçанах хăнăхнă вĕсем. Каччипе мĕн тăвас-ха? Çăмăлттай Санькăн чĕлхи шăмăсăр, хăй ăссĕнех çын умĕнче мухтанса пакăлтатма пултарать. Ăна венчете каяс умĕн тин каласан? Юрамасть, каччин кăмăлне пĕлесех пулать.

— Каласси кала, — терĕ вара Тимук, — хăйне венчете кайиччен пĕр-пĕр чăлана е кĕлете хупса ларт.

— Юрĕ, — тавăрчĕ Смоляков, — урама тухма памăп эп ăна. Хамăн килтен тухса çӳремелле пулсан, чăнах та хупса хăварăп.

Наçтукĕпе ашшĕ хăй калаçрĕ. Чее Миттяран çапла майпа çеç хăтăлма пулнине пĕлсен, хĕрĕ те вара турткаланса тăмарĕ. Хăй çапах, пĕччен юлсан, шухăша кайрĕ. Ытти хĕрсем пек качча кайма васкаманччĕ Наçтук, ашшĕ килĕнче тата пĕр-ик çул пурăнасшăнччĕ. Мĕн тăвăн, çапла-тăр çав вăл хĕр шăпи. Ху васкамасан та, атте-анне васкатать.

«Санька çăмăлттайрах пулин те, йăваш каччă. Унпа пурăнма йывăр пулас çук», — шухăшлать Наçтук. Акă вăл арчара чăлт-шурă алă тутри шыраса тупрĕ. Хулара пурăннă чухнех тĕрленĕччĕ. Хула хĕрĕсене кура, тутăрăн тăватă вĕçне тăватă сăмах тĕрлесе хунăччĕ: «Кого люблю, тому дарю». Халь çав тĕрĕ ç.ине пăхса, хăйĕнчен хăй хурлăхлăн кулчĕ хĕр. Кам валли тĕрленĕ-ши, айван, кама юратнă вăл е юратать-ши? Никама та. Пур-ши вăл чăнахах юрату тени? Ун пирки кашни кĕнекерех çыраççĕ. Юрату çинчен юрăра та асăнаççĕ. Пурах пуль çав. Вырăсла та, чăвашла та пĕр савăнса, пĕр хурланса юрлаççĕ ун пирки.

Çураçнă хĕр, шухăша кайса, тĕрленĕ ал тутрине сăтăркаласа ларать. Хăйĕн ирĕкĕпе, савăнсах, каччине юратсах — кама кайĕччĕ-ши вăл? Кама?! Таçтан, тĕтреллĕ инçетран куç умне çепĕç йĕкĕт сăнĕ килсе курăнчĕ. Пĕлтĕрхи хăна сăнĕ мар-и вăл? Çавă. Леонид, пиччĕшĕн ĕлĕкхи тусĕ. Тен, çавна юратма пултарĕччĕ Наçтук? Кĕтмен çĕртен хайхи Леонид Трашукпа пĕр сăнлă пек курăнса кайрĕ… Кĕтмен çĕртен-и? Пĕлтĕр те пĕррехинче çапла курăнманччĕ-и?..

«Мĕскĕн Трашук ман пата çыру çырнă тенĕччĕ Кĕтери, — тинех ун пирки çунакан качча аса илчĕ Наçтук. — Эпĕ ун чух тăрăхласа култăм çеç. Кĕтери уншăн савăнчĕ. Вăл хăй юрататчĕ Трашука. Кама юратсан та — Зар Ехимех тухрĕ.. Апла юратнинчен никама юратманни лайăх, — унтан пĕлтĕр юмăç пăхнине аса илчĕ хĕр. — Суйрĕç пирĕн кĕлеткесем. Кĕтери те пуян килне каймарĕ, эпĕ те вилмерĕм-ха, качча тухатăп ак… »

Пӳлĕме Кулине пырса кĕчĕ.

Наçтук алă тутрине хăпăл-хапăл хуçлатса кĕсйине чикрĕ.

Çул юппинче

Мирски Тимук хуçа хушнипе Хăмăшлана Трашука илме кайрĕ. Тимук хăй кăмăлне çынна палăртмасть, хăй вара Мăрзабай килĕнчи кашни çын кăмăлне питĕ лайăх пĕлет. Трашук кăмăлне те туять вăл. Хăюсăр каччăпа пĕр урапа çинче ларса кнлнĕ чух ним сăлтавсăрах Кулинене хурла пуçларĕ. Трашук пĕр шарламасăр итлесе пычĕ. Хăть хурла, хăть мухта — уншăн пурпĕрех темелле. Хăй вара яла таврăнма хĕпĕртесех килĕшрĕ. Кĕтери качча кайнă, теççĕ, унран халь хăрамалли çук. Наçтука вара питĕ курас килет. Мăрзабай темшĕн чĕнтернĕ-ха Трашука. Телей кунĕ çывхарса килмест-ши?

Тутлă ĕмĕтпе йăпанса пыма намарĕ ăна Тимук.

— Сан пек çамрăк пулсан, эп юлташсенчен юлман пулăттăм, Совет влаçĕшĕн çапăçма кайăттăм, — терĕ вăл. — Сан тусусем пурте кайнă: Яхруш, Унтри; Хветюк та вĕсенчен юлман. Мăрзабай патенче ĕçлесе ыррине кураймăн. Эпĕ те çамрăк ĕмĕре ун патĕнчех ирттертĕм. Улталарĕ вăл мана. Сана та улталарĕ. Кала-ха, Трашук, хуçа сана кĕрӳ тăватăп тесе каламарĕ-и?

Трашук Мирски Тимукпа чĕре уçса калаçма шухăшламанччĕ, халь акă ирĕксĕрех калаçмалла пулчĕ. Тунмарĕ.

— Мана та çапла улталарĕ, — терĕ Тимук, Трашука ирĕксĕрлесе калаçтарнă хыççăн. — Кулине патне киле кĕртĕп терĕ. Халь сана çапла каласа йăпатать иккен. Пĕр ватăлса ларнă хĕр валли икĕ каччă пултăмăр. Эс, айван, Наçтук пирки ĕмĕтленетĕн. Ун хӳрине тытаймăн. Наçтука качча паратпăр. Туя чĕнтерчĕ сана Мăрзабай хуçа. Туйĕнче пулни те саншăн пысăк чыс. Анлантăн-и халь?