Трашук çул юппинче урхамахне ташлатса тăрать: сылтăмалла пăрсан — хула çулĕ, сулахаялла пăрсан — Весукка çулĕ.
«Çук, карательсене пулăшакан çулпа каймăпăр, Рамаш çулĕпе кайăпăр!»
Рамаша питĕ вырăнлă аса илчĕ Трашук. Айăра сулахаялла Рамаш алли пăрнă пекех туйăнчĕ ăна.
Весукка çулĕ çине пăрăнасса пăрăнчĕ йĕкĕт, анчах ăйăра чуптарма васкамарĕ-ха. Тепĕр шухăш аптратать ăна: ултавçăран пуçне лаша вăрри пулатăп-çке капла. Айăра пăрахса, çуран таккас мар-и? Рамашĕ хыçрах ларать пек, хăлхараи пăшăлтатать: «Ан иккĕлен, ухмах. Икĕ çул çăвĕпе Мăрзабайшăн ĕçлесе лаша хакне татрăн эс. Сан ăйăру вăл».
«Мĕне кирлĕ çак тулăксăр ăйăр? — Рамаша хуравланă пек шухăшлать Трашук. — Весуккана çитсен, кирлех мар вăл мана. Чим-ха, Весуккана çитсен, Çимун пиччене тупсан, лаша вăрри пулмастăп вара. Мăрзабай ăйăрне Мăрзабай таврашĕ хуть хăй утлантăр, хуть мучăш патне тавăртăр. Еçĕ те пĕтнĕ. Çапах ырă хуçана улталарăм, ун ывăлне, Наçтукăн пиччĕшне, сутрăм пулать… »
«Çук, улталамарăн, никама та сутмарăн, — пăшăлтатать Рамаш. — Хуçана хирĕç, карательсене хирĕç пăлхав çĕклерĕн эс. Революци çулĕпе пĕр иккĕленмесĕр вĕçтер».
Ак çапла пурăнать-пурăнать те çын пĕр майлă, ним шухăшламасăр, ун умне сасартăк юплĕ çул килсе тухать. Хăш юппипе каймалла, пурнăç шăпине мĕнле татса памалла? Çав самантра вара этем кăмăлĕнчи чи шалти туйăмсем çиеле тухаççĕ, вăйлăраххи çĕнтерет.
Трашукăн мăраланчăк кăмăлĕ паян хытă кисренсе хумханчĕ. Питĕ йывăр самант пулчĕ уншăн çав çул юппинче. Анчах иккĕленчĕк тапхăр иртсен, вăл калама çук çăмăллăн сывла пуçларĕ. Тин вара хĕр парни те аса килчĕ. Тутăра кĕсъерен кăларса, саркаласа пăхрĕ вăл, унта тĕрлесе вырăсла çырнине вуларĕ: «Кого люблю, тому дарю». Иăлашăн çеç тĕрленĕ тутăра кăмăлĕ хушнипех парнелерĕ-ши Наçтук е чĕри вăрканипе çеç пырса тыттарчĕ-ши?..
Трашук шурă тутăра, ачашшăн хуçлатса, кĕсйине чикрĕ, тимĕр кăвак ăйăра пирвайхи хут нухайккапа тивертрĕ те Весукка çулĕпе сĕм вăрман еннелле вĕçтерчĕ.
III. Вутлă ункăра
Тавра çулсем
Рамаш, арча йăтса çӳре-çӳре, çитмĕл çиччĕмĕш çул юппине çитсе чарăнчĕ. Хальччен пĕр çул юппинче те иккĕленсе тăманччĕ-ха вăл. Теветкеллĕ йĕкĕте иккĕлентерекен çул юппи те тупăнчĕ-тупăнчех иккен.
«Вăтам çулпа кайсан — пуçсăр юлан, сулахаялла пăрăнсан — лашасăр пулан, сылтăм еннелле кайсан — савнине çухатан… »
Ку — юмахра çапла. Пурнăçра та çавнашкалрах мар-ши? Хăш çулĕ вилĕм, хăшĕ телей сунать-ши? Рамаш умĕнчи çул юпписем те виççĕ: сылтăм юппи — Чулçырма çулĕ, вăтамми Куçминккана илсе каять, сулахаййи Якаль еннелле пăрăнать.
Сылтăм юппи илĕртмеллипех илĕртет йĕкĕте.
«Тăван ял çывăхне тинех килсе тухрăм. Тепĕр виç-тăватă сехетрен Ольăна курма пулать, — шухăшларĕ Рамаш. — Кĕтет вăл мана, пĕлтĕрхи çимĕкренпех кĕтет. Эп ун патне çывхарнине сисет-ши ун чĕри? Телейĕм инçех те мар вĕт, мĕнпурĕ те çирĕм çухрăмра çеç… »
Анчах Рамаш çакна та пĕлет: телей çулĕ нихçан та тӳрĕ те çывăх пулмасть. Телей çулĕ — кукăр çул, тавра çул. Тепĕр чух çирĕм çухрăм вырăнне çĕр е пин çухрăм тавра кайма тивет, çакă вара шанчăклăрах та пулать.
Çук, Чулçырма еннелле пăрăнмарĕ йĕкĕт, сулахаялла, Якаль еннелле пăрăнчĕ. Аçта çити кайма шухăшлать-ши Рамаш? Якальпе Самлей урлă кайсан, Сурачăна çитме пулать. Чăваш ялĕсенче чăвашла пĕлекен «усламçă тутар» çынсене тĕпчемесĕрех хыпар пĕлме пултарать. Тен, Чулçырмапа Лешекки хыпарĕсем те хăлхана пырса кĕрĕç. Сурачăн çулĕ уншăн шанчăклăрах та: пушанса пыракан арчапа вăл унта тавар илме каять; таврари сутуçă-усламçăсем ăна туянма пурте çавăнта çӳреççĕ.
Арчи тахçанах пушанпă пулĕччĕ те… «усламçă» ăна пушатма васкамарĕ. Стерлибаша та, Пасарлăяла та кĕмерĕ Рамаш — тавра çулсемпе иртсе кайрĕ. Усламçă арчи хӳтĕлерĕ те ăна, хыпарсем пĕлме те пулăшрĕ. Хыпарĕсем савăнтармарĕç Рамаша: Оренбург каллех Дутов аллине лекнĕ, кăнтăр енчи Урал казакĕсем Атăла çити тапăнаççĕ. Çапах унта шуррисемпе çапăçакан çар Атăл ку енче те пур теççĕ, — Хĕрлĕ Çар! Сурачăнран кăнтăрпа хĕвеланăç енче Чапаев шуррисемпе паттăрла çапăçать имĕш. Çавăнпа Сурачăна тĕллерĕ Рамаш.