Выбрать главу

Пĕччен çынна инçе çулта юрă пулăшать. Чăваш юррисене сахал пĕлнĕшĕн ӳкĕнчĕ Рамаш, вырăс юррисене чăвашла куçарса юрлама тăрăшрĕ. Пĕр вырăсла, пĕр чăвашла юрла-юрла, Рамаш Якаль вăрманĕ патне çывхарчĕ. Хирти çулпа утнă чух мĕнле юрласан та пыратчĕ: хыçалтан е хирĕç килекен çын таçтанах курăнать. Вăрманта апла мар: «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă». Вăрманта «тутар усламçăн» тутарлах юрлас пулать…

Шăрăх пусса çитнĕ çĕре Рамаш вăрмана пырса кĕчĕ. Рамашăн мар, çутçанталăкăн та юррисем улшăнчĕç кунта. Хирти пек шăрчăксĕм чĕриклетни те, тыркассем шăхăрни те илтĕнмест. Шăрăх сисĕнми пулчĕ — сулхăн, ырă. Çĕр çинчи çăтмах çакă пулĕ ĕнтĕ вăл. Анчах халь вăрманта вĕçен кайăк юрри илтĕнмест, пĕчĕк кайăксем çеç чĕвĕлтеткелеççĕ.

Еç вăхăтенче çул çӳрекен сахал. Рамашшăн лайăх та ку, ытла меллех те мар: пĕр-пĕр лашаллă çынна тĕл пулсан, ларса кайма пулатчĕ-и, тен. Усламçă арчи пысăках мар, анчах вăл утнăçемĕн йывăрланса пырать. Ирхине вунă кĕрепенкке туртаканскер, халь пăта çитрĕ пулĕ, каç енне вара икĕ пăтран та иртĕ акă. Чăнах та, Рамаша канма та вăхăт çитрĕ пулĕ ĕнтĕ. Çакăнта таçта Илмен çырми пулмалла. Шывĕ шăнкăртатсах юхатчĕ унăн. Рамаш кăштах астăвать-ха ăна: ку таврана вăл пĕчĕк чух ашшĕпе пĕрле килсе курнăччĕ.

Акă çул анаталла ана пуçларĕ. Çырма айлăмĕ пуçланмасть-ши?

Çырми те, кĕперĕ те Рамаша пĕр кĕтмен çĕртенех курăнса кайрĕç. Шывĕ ку тĕлте шăнкăртатсах юхмасть иккен, хăвалăх хушшинче аран çеç курăнса, лăпкăн сарăлса выртать.

Кĕпер урлă каçсан, Рамаш унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ. Канма ырă, тӳлек вырăн. Вăл, çултан сылтăмалла пăрăнса, пĕр-ик утăм ярса пуснăччĕ кăна — такам ăна тутарла чĕнсе илчĕ.

Хăва тĕмĕ айĕнчен пушкăрт сăнлă çын тухрĕ. Шĕвĕр сухаллă, лутра та сарлакарах старик. Мĕшĕлтирехскер. Тата пушкăрт сăнлă пулин те, хăй чăваш пек туйăнать. Ырă çын пулмалла: куçĕсем кăмăллăн пăхаççĕ. Еç çынни ĕнтĕ, анчах хресчен мар пек: кĕпи-йĕмне пиртен мар, пусма-тавартан çĕленĕ. Уринче те çăпата мар, атă.

«Ку, ман атте пек, пĕр-пĕр атă ăсти мар-ши? Аттине хăй çĕленĕ пуль», — шухăшларĕ Рамаш; ун ашшĕ те çакăн евĕрлĕрех лаптăк сăмсаллă атăсем çĕлетчĕ, унăн калăпĕсем çаплаччĕ.

Атă калăпне аса илсен, çыннине те çавăнтах палларĕ Рамаш: лаптак пуçлă калăпсене çав çын парса янăччĕ ун ашшĕне. Вăл: «Хрулкка мучи!» — тесе кăшкăрса ярасшăнччĕ…

«Çыннине палларăм пулин те, кăмăлне пĕлместĕп-ха. Учительте ĕçлекенскер, эсер таврашĕ пулса кайман-ши?» — шухăшларĕ те хăйне хăй чарма ĕлкĕрчĕ асăрхануллă «усламçă».

Çын, ватăлас енне кайсан, сăнран сахал улшăнать. Ача вара ӳснĕçем улшăнса пырать. Ятрус Хрулкки Рамаша пĕчĕк чух курнă. Курнă кăна мар, хăлхине те пăркаланă. Çапах ватти çамрăккине паллаймарĕ, тутар усламçă пирки вăл малтан ним чухлĕ те иккĕленмерĕ. Шлепке, кунчасăр атă пуçĕ. Шăрăх вăхăтра пачах кирлĕ мар жилетка… Тутар ачи пулмасăр, кам пултăр?

Старикпе йĕкĕт шыв хĕрне, хăва тĕмĕсем айне, пĕрле апат çиме ларчĕç. Пĕрне-пĕри сăйлаççĕ хăйсем. Ватти сарăхнă хут çине хура çăкăр, хăяр, çăмарта унчченех сарса хунăччĕ-ха. Çамрăкки вара арчинчен шурă пашалу кăларчĕ. Кун пек кăпăшка пашалу пĕçерме пушкăртсем кăна пĕлеççĕ.

«Пушкăрт ялĕсем витĕр килет ĕнтĕ ку. Тăлăх ача пуль. Çамрăк пуçпах усламçă арчи йăтса çӳреме пуçланă», — шухăшларĕ ватти.

Рамаш, ăна сăнакаласа, тутарла çаптарса ларать. Çавăнтах шикленет хăй. Ку чее старик тутарла калаçма унран та ăстарах пуль, эсрел. Ахальтен мар мулла тесе те чĕнетчĕç ăна. Хăйне тӳрех паллатармалла мар-ши Рамашăн? Ун ашшĕпе туслăччĕ вĕт вĕсем, эсер пулсан та, тен, ытлашши хаярлансах çитмен пуль-ха.

Çапла шухăшласа ларать Рамаш. Ватти пăшăрханни палăрмасть, тĕрлĕ хыпарсем ытларах пĕлме тăрăшать вăл, йĕкĕте çав шутпа калаçтарать. Рамаш Стсрлитамакри ĕçсем çинчен каласа пачĕ. («Çынсем каланине илтрĕм», — терĕ вăл.) Лешĕ сăнран тĕксĕмлеичĕ пек, хăй çавах хĕрлисемпе шуррисен ĕçĕсене сасăпа каласа ырламарĕ те, хурламарĕ те.

Весуккара ӳчительте ĕçлекен Чулçырма çынни ăçта кайма тухнă-ши паян? Весуккаран Чулçырмана ку çулпа çӳремеççĕ — ытла тавра.

«Ман пек юриех тавра çулсемпе çӳрекен çын пулмарĕ-ши ку? Мĕн хайлапа çӳрет-ши? Аçта кайнине ыйтас мар-ши?»

Рамаш хăй шухăшне вĕçне çитерсе ĕлкĕреймерĕ, Якаль енчен утлă ушкăн тăпăртаттарса çывхарни илтĕнчĕ. «Усламçă», хăй те сисмесĕр, кĕлеткепе хăвалăх ăшнелле туртăнчĕ. Ватти те кăртах сикрĕ, йĕкĕте, алăран тытса, хăвалăха шаларах туртса кĕртрĕ.

Кĕпер урлă пилĕк-ултă юланут тĕпĕртеттерсе каçса кайрĕ, çырма леш енчи шултра вăрман хушшинче çухалчĕ.