— Куртăн-и, малай, карательсем ялсем тăрăх мĕнле тустарса-кастарса çӳреççĕ? — ыйтрĕ ватти.
— Эс, бабай, карательсенчен хăратăн-им? Ма пытантăн? — шăл йĕрчĕ хĕпĕртенĕ Рамаш.
— Хамшăн мар, саишăн хăрарăм, — терĕ лешĕ. — Кам эсĕ — мана пĕлме кирлех мар. Тутарла шеп калаçатăн, çавăнтах эс хăшпĕр сăмахсене тутарла мар, пушкăртла çавăрса хуратăн. Çак отрядра пĕр-пĕр тутар пулнă пулсан, вăл сана тĕпчесе тинкӳне кăларнă пулĕччĕ… Пытанма та эс манран маларах упалентĕн-ха, — старик йĕкĕте куçран сăнаса пăхса илчĕ. Рамаш кулса ячĕ, унтан хăй те ваттине тĕлĕнтерсе пăрахрĕ:
— Тавтапуç, Хрулкка мучи! Халь ĕнтĕ пĕр-пĕринчен пытанмасăрах калаçар, — терĕ вăл чăвашла.
Çăмăлкка ача пек шăл йĕрсе каларĕ пулин те, ун шухăшĕ пĕртте çăмăлттай марччĕ. Чăнах та çав, Чулçырмана Хрулкка мучи, Куçминккана кĕрес мар тесе, тавра çулпа каять, карательсенчен Рамаш пекех хăрать, унтан, мĕн каласан та — ун ашшĕн тусĕ. Эппин, Хрулкка мучирен ытлашши асăрханма та кирлĕ мар унăн, вăл пурпĕрех Рамаш суя усламçă пулнине тавçăрса илнĕ. Йăнăшрĕ пулсан та — лешĕ ăна вăрманта пĕччен нимех те тăваяс çук.
Çакăн пек шухăшсем çиçсе иртрĕç Рамаш пуçĕнче хăй Хрулкка мучипе чăвашла калаçа пуçланă вăхăтра. Лешĕ ун сăмахĕсене илтсен, тĕлĕнсе, çӳçенсе кайрĕ. «Усламçă» куçĕнчен тепĕр хут шăтарас пек чăр пăхрĕ те:
— Эс, мыскараçă, ăçтисем, кам таврашĕ пултăн-ха çак? — терĕ. — Чулçырмасем мар пек, Весуккара та кун пек шĕвĕркке çук. Те тутарла вереннĕ чăваш ачи эсĕ, те чăвашла вĕреннĕ пушкăрт ачи…
— Чăваш ачи эпĕ, Хрулкка мучи! Рамаш эпĕ, Тайман Сахарĕн ывăлĕ. Паллаймарăн пулать апла? Эпĕ те сана паллаймастăмччĕ пулĕ те, уру çине пăхсан, калăпна аса илтĕм. Ун пек лаптак сăмсаллă атă калăпĕ тĕнчере урăх çук та пулĕ.
Ваттин хĕсĕк куçĕ, яр уçăлса, хĕвел пек ялкăшрĕ, хăй вара пĕчĕк ачалла савăнса ихĕрсе ячĕ, çамрăкки те унран юлмарĕ. Иккĕшĕ те кулма чарăнсан, малтан Рамаш хăй çинчен ним пытармасăр каласа пачĕ. Ватти ăна пӳлмесĕр, тимлĕн итлесе ларчĕ. Лешĕ калаçма чарăнсан та, труках чĕнмерĕ.
— Апла иккен, — терĕ вăл, ларсан-ларсан. — «Йывăççинчен улми аякка ӳкмест», — тенĕ ваттисем. Хальхи саманара урăхла та пулкалать: ывăлĕ ашшĕне хнрĕç тăрса çапăçать. Сан аçу манран маларах тĕрĕс çул çине тухнă. Эсĕ аçусăр та, хăв тĕллĕн, çав çулпах уттартăн пулать. Маттур! Эпĕ ак, ватсупнă, вăрманта нихçан аташманнине пурнăçра аташса кайнăччĕ. Çутă ăстăнлă çынсем тӳрĕ çул çине кăларчĕç… Юрĕ-çке! Аçу ăçта халь, хыпар илтĕн-и?
— Çук, Хрулкка мучи, хыпар илеймерĕм. Козин юлташ Самартан таврăнаймарĕ. Атте пирки ним те пĕлместĕп.
— Чехсем Самара кĕрес умĕн чугун çул кĕперне сыхлакан отрядра пулнă вăл. Кăяш Тимккине астăватăн пуль? Аçу пирки çав çын каласа пачĕ мана. Ан пăшăрхан, тен, сывах пуль-ха…
«Тен?.. Тен, сывах пуль, тен, ун чĕрине тăхлан сивĕтнĕ пуль», — хурланчĕ Рамаш.
— Эпĕ тĕрĕс çул çине тухни аттесĕрех пулмарĕ, Хрулкка мучи, — терĕ Рамаш, тимлĕ шухăшран татăлса. — Тимкка пиччене итлеме хушса хăварчĕ вăл мана хăй вăрçа кайнă чух. Аçта халь вăл, Тимкка пичче, Авандеев юлташ? Эс пĕлетĕнех ĕнтĕ. Ман ăна тĕл пуласчĕ! Атте вырăнне пулĕччĕ вăл маншăн.
— Ытла васкамасан, тен, тĕл пулăн та, — юптаруллă хуравларĕ ватти. — Емĕтленнĕ çĕре çитме тавра çулсем шанчăклăрах та пулаççĕ. Весуккаран Чулçырмана çитме миçе çухрăм, пĕлетни?
Çамрăкки ваттине куçран пăхса тутине кулăшла чалăштарчĕ.
— Камшăн епле? — юптарчĕ хăй те. — Сирĕншĕн тесен, паян тесен, — хĕрĕхрен кая мар.
— Çапла çав. Анкаруллă йĕкĕт эс, — ырларĕ ватти. — Çавăнпа ытлашши аи тĕпче. Сана мĕн пĕлме кирлине хамах калăп. Ак мĕн пирки иккĕленсе ларатăп-ха: сана Весуккана те тӳрĕ çулпа, те çапах та Якаль урлă кайтарас?
Пур хыпарсене те тăруках пелтересшĕн мар ватти çамрăккине. Çапах отряд пирки, ревком пирки каласах пулать — хăллĕхе ятсене ăсăнмасăр, ревком тĕлне палартмасăр.
Хăвалăх хушшинче тата калаçса ларчĕç тавра çулсемпе таçта васкакан çулçӳревçĕсем. Савăнăçлă хыпарсем те, ревкомăн пăшăрхантаракан ĕçĕсем пнрки те пĕлчĕ Рамаш. Карательсен отрячĕ Каменкăна кĕç-вĕç пырса çитме пултарать. Çавăн пирки хыпар пĕлме пер çын хулана кайнă, Ятрус хăй тăван яла васкать. Рамашăн усламçă çулĕ вĕçне çитрĕ темелле: е тӳрех, е Якаль урлă Весуккана каять ĕнтĕ вăл, унта Яхруша тĕл пулать. Кайран, тен, çамрăк туссене пурне те тĕл пулĕ… Шел, Трашук ялтах юлнă иккен.
— Итле-ха, Рамаш, — терĕ юлашкинчен Ятрус. — Эпĕ хам та ревком вет, эсĕ те революци вут-хĕмĕнче самаях пиçнĕ. Атя-ха, иксĕмĕр канаш тытса, ревком ĕçне васкатар. Якалĕнче те салтака каймалли çынсем карательсене кĕтсе тăман, вăрмана тарнă. Çавсемпе çыхăнаймарăмăр-ха. Вилутравра пытанса пурăнаççĕ имĕш. Шурлăх-путлăх варринчи çав типĕ утрав пирки илтнĕ-и эс? Чим-ха, эп хам ăна Вилутрав терĕм, çынсем Вилмен тесе чĕнеççĕ.