Выбрать главу

Чăнах та майĕ кĕтмен çĕртен тупăнчĕ. Икĕ урок хыççăн аслă классенче вĕренекенсене киле ăсатрĕç. Учительсем хăйсем хушшинче тем пăшăлтатаççĕ. Ачисем те саланасшăнах мар, шкул умĕнче кĕпĕрлĕне-кĕпĕрлене тăчĕç. Вĕсем хушшинче Чее Мнття иуçне каçăртса çӳрет. Паян таçта темĕскер пулнине сисеççĕ пек ачасем, анчах тĕплĕн пĕлекеннисем çук. Трашук киле гаврăнма васканипе классем мĕн пирки пăлханнине тавçăраймарĕ.

Пăсланса тăракан çĕрулми шăтăкне кĕрсе ларчĕ те Трашук витре хыççăн витре тултарса парать. Хуçи хăй шăтăк умĕнче чикарккă туртса ларать. Вăл хушăран çеç, аялалла кармашса, хăрах аллипе тулли витре туртса кăларать те майрине тыттарать, унтан каллех чикарккă паклаттарма тытăнать…

Сасартăк вĕсем патне Вася Черников хашкаса чупса пычĕ.

— Троша! Троша!.. Трофим Петров, ăçта эсĕ? Тух часрах, сана шкул пуçлăхĕ чĕнет! — кăшкăрчĕ вырăс ачи.

— Мĕн пулчĕ вара? — ыйтрĕ дядя Степа. Хăй, Вася мĕн хуравласса кĕтмесĕрех, Трашука шăтăкран тухма пулăшрĕ.

Ачасем тухса чупрĕç, хуçи йăсăрланакан шăтăк анине витме пикенчĕ.

— Эх, Троша! Эс ним те пĕлместĕн. Мĕн тĕрлĕ хыпарсем! Шкул пуçлăхĕ чĕнтерет тесе хуçу умĕнче юри каларăм, — тет Вася хашкаса чупнă çĕртех.

Хушлăхран аслă урама пырса тухсан, Трашук тĕлĕнсе кайрĕ: урам сăнĕ пĕтĕмпех улшăннă.

Ялавсем урамра вĕлкĕшнине Трашук халиччен курман мар. Пĕррехинче Куçминккари çуртсем çинче иртен пуçласа каçченех ялавсем çакăнса тăчĕç. Пирĕн çарсем Перемышль хулине илнĕшĕн ун чухне пĕтĕм Раççей савăнать терĕç. Ялавĕсем пурте ула-чăлаччĕ. Халь хăмач пек хĕрлисем те пур. Ун чух ялавĕсем пĕр вырăнта, çуртсем çумĕнче лăпкăн чӳхенетчĕç. Паян вĕсем урам тăрăх вĕçрен веçе вĕлкĕшеççĕ.

Пасар вĕçĕнчен шкул еннелле халăх çывхарать. Урам тулли халăх. Те юрлаççĕ çынсем, те тем кăшкăраççĕ — Ӳйăрса илме те хĕн. Çавăнталла чупрĕç ачасем. Трашук Чупнă çĕртех асăрхарĕ: кашни хапха умне çын тухса тăнă — ватти те, вĕтти те. Хĕрарăмсем йĕреççĕ. Айвансем, упăшкисене, ывăлĕсене, тăванĕсене кĕтсе пурăнаканскерсем, «мир» сăмахран урăх сăмах пĕлмеççе вĕсем. Тем пек кĕтеççĕ çав мире. Çавăнпа паян мĕн пулнине тĕплĕн пĕлмесĕрех мир пулнă пуль тесе савăнса макăраççĕ. Анчах мирĕ килсе çитмен иккен-ха. Çак пĕтĕм халăх антăхса кĕтсе тăракан сăмах вырăнне тепĕр сăмах сарăла пуçларĕ халăх хушшине: революци. Ку сăмах мĕне пĕлтернине Трашук чухлаймасть. Чее Миття пĕлет пулас, патак çине хĕрлĕ тутăр çыхса ялав туна та çухăракан халăх хушшинче кĕçĕн кĕрӳ пек тапăртатса çӳрет.

Ялавсем йăтса, тем çухăрса пыракан халăх шкул патне çывхарчĕ. Кунта хресченсем çук — лавккаçăсем, учительсем, тĕрлĕ чиновниксем кăна. Пуринчен ытла кăшкăраканнисем иккĕн: пĕри мишавай Белянкин, тепри пуп ывăлĕ, семинарире вĕренекенскер. Хуларан киле таврăннă гимназистсем те лăках.

Чее Миття, хăйпе пĕрле икĕ ачана ертсе, шкул пусмипе чупса хăпарса кайрĕ. Черников Вася та Трашука çавăнталла сĕтĕрчĕ. Пĕчĕккисем вĕренекен класра урок пырать иккен. Чее Миття класс алăкне яр уçса ячĕ. Çăварĕсене чана чĕппи пек карса ларакан ачасемпе учительницăна пăхмасăрах, вăл, тем тĕрлĕ паттăр ĕç тăвакан çын пек, парта çине хăпарса кайрĕ те стена çумĕнче çакăнса тăракан патша портретне туртса антарчĕ, унтан патша сăнне ура айне пăрахса тапта пуçларĕ. «Долой Николашку, да здравствует революция!» — тесе кăшкăрать хăй. Чее Миття ашкăннине курас мар тесе, Трашук урама чупса тухрĕ.

Урамра та: «Долой! Да здравствует!» — тесе кăшкăраççĕ. Пуп ывăлĕ пукан çине хăпарса тăнă та, аллине çил арманĕ пек çавăркаласа, çăварне шапа пек карса, темĕскер кăшкăрать. Тĕлĕнмелле: приставĕ те кунтах, анчах никама та чармасть вăл. Çĕтĕкрех пальто тăхăннă мишавайпа йăпăлтатса калаçса тăрать. Хăйĕн çутă тӳмеллĕ тумтирне, çунатлă кокардăллă карттусне тăхăннă почта пуçлăхĕ, йăл-йăл кулкаласа, пуринпе те шӳт тукаласа çӳрет.

Шкул умĕнче митинг туса ирттернĕ хыççăн мишавай хĕтĕртнипе пурте земски пурăнакан чул çурт умне кĕпĕр-ленсе тăчĕç. Алăкран, чӳречерен шаккаса хуçине халăх умне тухма хушрĕç. Никам та тухакан пулмарĕ. Хуçи килте çук терĕç. Вара пуп ывăлĕ хăй кĕрсе тĕрĕслес терĕ. Халăх шавласа кĕтсе тăчĕ. Семинарист пӳртрен тухсан: «Земски начальник хулана тарма ĕлкĕрнĕ», — терĕ. Çак хыпара пĕлсен, пурте чиркӳ еннелле туртăнчĕç.

Халăха пуп урама тухсах кĕтсе илчĕ. Çанталăк ăшă тăнине кура, урамрах молебен ирттерес терĕ. Чиркӳ карти уине пысăк сĕтел кăларса лартрĕç, чиркӳрен турăшсем илсе тухрĕç. Пупĕ революци ăнăçлă пулса иртнĕшĕн турра тав туса молебен пуçласă ячĕ. Чее Миття кунта та ĕлкĕрнĕ. Вăл тиечукпа юнашарах тăрать. Хĕрлĕ ялавне таçта пăрахса хăварнă. Халь унăн пĕр аллинче ылтăн хупăллă евангели, тепер аллинче кадило — пупне те, тиечукне те пулăшать иккен. Молебен пĕтсен, пуп халăха лаша хӳринчен тунă мелкепе çветтуй шывĕ пĕрĕхрĕ, унтан ылтăн хĕресне сĕтел çинчен илсе çӳле çĕклерĕ. Халь çеç хĕрлĕ ялав йăтса çӳренĕ çынсем ылтăн хĕрес чуптума черетлене пуçларĕç.