Выбрать главу

Урăх ним те пĕлтереймерĕç ачасем Кĕтерие. Санькăпа Ехим кĕпер урлă каçса Лешеккине кайнине урăх ачасем курнă, тет. Вара Кĕтери Наçтукпа курса калаçас терĕ…

Наçтук çĕнĕ çын пулни иккĕмĕш эрнене çеç кайрĕ-ха. Вăл çĕнелнине курма пушшех йывăр. Унăн майралла тумĕ пĕртте улшăнман. Кăмăлĕ пăтрана пуçланине çынна кăтартмасть вăл, хăйне хăй тытма пĕлет. Паян Наçтук та, Кĕтери пекех, упăшки çухалиă пирки пăшăрханса ларать. Халăхри пек каласан, çамрăк мăшăрăн чуп-чуп уйăхĕ пулать. Санькăпа Наçтукшăн çав уйăх пулмарĕ.

Хирĕçӳ мĕнле ытла час пуçланса кайрĕ-ха? Наçтук нумай шухăшлакан пулнипе упăшкине ытла салхуллă пек курăнчĕ. Санька çавăн пирки çĕтĕлсе тĕпчеме пикенчĕ. Вара Наçтук хăй шухăшне упăшкине каласах тере.

— Мĕнле пурăнма шухăшлатăн, Саня? — ыйтрĕ Наçтук.

Санька ун пирки нихçан та шухăшламан. Вăл кулса ячĕ те арăмне ыталаса чуптурĕ:

— Ак çапла пурăнма шутлатăп, — терĕ.

Арăмĕ куншăн савăнсах каймарĕ: упăшки çумне çыпçăнмарĕ те, ăна тĕртсе те ямарĕ. Малашлăх пирки пăшăрханса калаçнăран вĕриленсех кайрĕ:

— Ялан çапла пĕрне-пĕри чуптуса кăна ларăпăр-и? Мĕнле пурăнăпăр: аçусемпе пĕрле-и, уйрăм-и? Аçун çемйи пысăк: шăллусем, йăмăкусем пур. Аçу лавкка тытса пурăнать. Эсĕ лавккаçă пулас тетĕн-и? Çĕр ĕçне пĕлместĕн, хура ĕçе хăнăхман, учитель пулмалăх вĕренеймен. Самани пăтранчăк халь, тем еннелле каять-ха. Хăш еннелле кайсан та, хамăра тăранмалăх ĕçлес пулать. Эпĕ хальччен ĕçре питех пиçмен, çапах пĕр ĕçреи те хăрамастăп. Санăн, тата кăшт вĕренсе, учитель пулма тăрăшасчĕ.

Санька тĕлĕнсе кайрĕ. Наçтук ашшĕ килĕнче те тĕрĕ тĕрлесе е кĕнеке вуласа çеç ларатчĕ. Халь мĕн кирлĕ-ха ăна? Мĕн ухмахланать вăл? Çăмăлттай Санькăна хальччен кун пек шухăшсем аптратманччĕ. Авлансан, шухăшлама та тивет иккен. Самана шăршине тин туйса илчĕ-мĕн лавккаçă ывăлĕ. Ахальтен мар Назар хаярланса çитнĕ. Вăл пуянсен, лавккаçăсен çăмăл пурнăçне хӳтĕлет. Осокинсем, Чугуновсем çĕнтерсен, унăн та Наçтукпа çĕр ĕçне ĕçлеме тивет-и? Пирвайхи хут çапла шухăшласа, малашлăхран хăраса ӳкрĕ Санька. Тата ак Санькăпа пĕр çулхисене те салтака илмелле, теççĕ. Чăнах та, Назар отрядне кайса кĕмелле мар-и?..

— Пире учредиловка салтака илет, теççĕ. Çавăнпа эпĕ булдыр отрядне кайса çырăнас тетĕп, — терĕ Санька, чылай вăхăт сăмах чĕнмесĕр выртнă хыççăн. Наçтук ирĕксĕрех кулса ячĕ:

— Арăмун пиччĕшĕ пултăр мар, хунчăкам пулать. Чăваш чĕлхине ан пăс. Вырăслах калаç ĕнтĕ, — терĕ.

— Шуйттан пĕлсе çитерĕ кунта сирĕн чăваш чĕлхине, — аллине сулчĕ Санька. — Хурăнташ ытла нумай сирĕн: булдыр, хунчыгам… Вырăсла шурин — и все. Назар Павлович халь ман çывăх хурăнташ пулать тесе каласшăн эп. Ун патĕнче мана лайăхрах пулĕ. Тепре каласан, унта шанчăклăрах. Салтака кайсан, вăрçа лекетĕн. Карательсене вăрçа ямаççĕ. Упăшкуна вăрçăра вĕлерттересшĕн мар пуль те эсĕ?

Санька çапла каланă хыççăн хирĕçсе кайрĕ те ĕнтĕ Наçтук. Малтан вăл пиччĕшне хурласа пăрахрĕ. Унтан упăшкине: «Эс хăравçă, Чее Миття хăраххи», — тесе намăслантарса пĕтерчĕ. Санька кăмăлсăрланчĕ. Анчах шарла-марĕ, ашшĕ вĕсем хирĕçнине ан илттĕр тесе, çывăрма сарайне, урапа çине, кайса выртрĕ.

Наçтукăн пĕркунтанпах ăш вăркать. Çакна вăл малтан асăрхаманçи пулчĕ. Çĕнĕ çын пулнă хыççăн, хăйне хăй ул-таласа та пулин, пĕр тĕрлĕ лăпкă кăна телей тупма ĕмĕт-ленчĕ вăл. Пулмарĕ. Юрату савăнăçне те туйсă илеймерĕ вăл. Анчах мĕн-ха вăл çав, юрату тени? Пур-и вăл, çук-и? Хĕве хупнă каç Наçтука йĕрĕнтерчĕ кăна. Хĕрарăм телейĕ çапла иккен вăл! Ача тума та çăмăл мар, теççĕ. Çапах тӳсес пулать. Çитменнине тата, хĕрарăмăн савăнăçĕ те ачара çеç пуль. Çапла шухăшларĕ ун чух савăнăç куркине тутанайман хĕрарăм. Çавăнпа, ытлашши тарăхмасăрах, Наçтук ĕмĕрне чăтăмлă, упăшкипе килĕшӳллĕ пурăнса ирттерме хатĕрленнĕччĕ. Çук килĕшӳллĕ пурнăç хăвăнтан çеç килмест иккен, ытларах мăшăр кăмăлĕнчен килет. Санька кăмăлне унччен пĕлсех кайман çав Наçтук.

«Çăмăлттай, кахал, хăравçă çын, — шухăшларĕ вăл халĕ. — Çитменнине тата, хăй, пичче пек хаяр кăмăллă мар пулин те, унпа пĕрле ирсĕр ĕçе хутшăнма хатĕр. Атте пиччене ырламарĕ, Чее Миттяна юратмарĕ. Çавăншăнах мана васкаса качча пачĕ. Халь тата унăн кĕрӳшĕ, ман упăшка, çавсен хăраххи пуласшăн. Салтака ирĕксĕр илеççĕ. Салтака илсен, хуйхăрăттăм, çапах тарăхмăттăм. Ку вара чыссăр ĕçе хăй ирĕкĕпе хутшăнасшăн».

Ак хăçан Наçтук чунĕ ыратмаллах ыратма пуçларĕ. Упăшки ирхине сăмах чĕнмесĕр килтен таçта тухса кайрĕ. Аш вăркать, никампа калаçас килмест. Еçре канăç пулмĕ-ши?

Наçтук кĕпе çума хатĕрленнине курсан, хунямăш, уçă кăмăллă мăнтăр майра, кăмăлсăрланчĕ.

— Мăрзабай хĕрĕ, лавккаçă кинĕ, çĕнĕ çын, кĕпе çутăр-и? Ан хăтлан. Намăс ан кăтарт пире, — терĕ вăл.