Выбрать главу

— Ак тамаша! Çĕнĕ çынсем тăваттăн пултăмăр мар-и? — ихĕрчĕ Мулла Анукĕ.

— Чипер калаç, Анук акка, — терĕ Кĕтери чăвашла. — Майра хĕрне нимсĕрех кӳреитерме пултаран.

— Кӳренмест. Хăех эп Рамаш арăмĕ тесе çӳрет. Çĕнĕ çын мар-и вара?

— Вăл апла пултăр, — кулса ячĕ Кĕтери те. — Эс ху, Анук аппа, çĕнĕ çын шутне кĕрейместĕн пуль. Кăшт кивелнĕ мар-и?

— Ăçтан пĕлен, тен, каллех çĕнелнĕ пуль…

Кусем ихĕрсе чăвашла калаçнă хушăра Наçтук, капла вырăс хĕр умĕнче ырă мар пулать тесе, Ольăпа вырăсла калаçа пуçларĕ. Хăйсен хуйхи пирки асăнчĕ.

— Вĕсем пирĕн енчисемпе пурте пĕр лашапа тиенсе кайрĕç, — терĕ Оля. — Ман ĕлĕкхи каччăм, Фальшин Васьки: «Хамăр ирĕкпе салтака каятпăр», тенĕ пулать.

Çавна илтсен, Анук та вырăсла калаçа пуçларĕ.

— Вăт эсир те тăлăха юлтăр пулать. Упăшкăрсене курас килсен, систерĕр пире. Эпир Ольăпа хулана кайма хатĕрленетпĕр. Пĕрле кайăпăр, — терĕ те Анук, Оля ăнлантăр тесе, куçне хĕссе илчĕ.

Оля ăнланчĕ. Ку уçă кăмăллă та чее хĕрарăм йĕр çухатас тесе çапла калаçать иккен. Унпа паллашнăранпа, ытла савăннипе, ларма-тăма та пĕлмест Оля. Яла çитиех ăсатса ячĕ вăл чăваш хĕрарăмĕсене.

Мулла Анукĕ Наçтука хăйсем хурăнташлă пулнине астутарчĕ, ашшĕсем туслă пулнă пирки те асăнчĕ, хăй патне калаçса ларкалама пыма чĕнчĕ. Çавăнтанпа Наçтук Кĕтери патне те, Мулла Анукĕ патне те час-часах çӳрекен пулчĕ.

Çапла икĕ эрне хушшинчех Наçтук салтак араме пулса тăма та ĕлкĕрчĕ. Пуçа çĕнĕ хуйхă-суйхă сырса иле пуçларĕ. Арлă арăм пулни чăнахах çĕнĕ çын пулни мар-и вара?

Якалĕнче

Рамаш çул юппинче асăннă юмахри сăмахсем шăп та лăп Трашука пырса тивнĕ. Трашук, сулахай çул юппипе кайса, Мăрзабай ăйăрне те çухатнă, хăй те вилĕмрен аран хăтăлса юлнă. Тата çитес çĕре те çитеймен. Халĕ вăл эрне ытла ĕнтĕ Якалĕнче Темен куккăшне кӳрентерсе пурăнать. Темен куккăшĕ — ватă та кутăн çын. Ялта ăна Куштан Темен тесе чĕнеççĕ: пуян пулнăран мар, кăмăлĕ киревсĕртен.

Якаль Чулçырмаран вуникĕ çухрăмра. Çапах вăл Чулçырмашăн кӳршĕ ял. Чăваш ялĕсенчен унран çывăххи çук. Çавăнпа якальсемпе чулçырмасем пурте пĕр-пĕринпе хурăнташлă. Темен старик Трашук асламăшĕн шăллĕ пулать. Елĕксенче вăл час-часах Чулçырмана хăнана çӳретчĕ. Рамаш асламăшĕ те Темен аппăшĕ пулнă. Трашукпа Рамашăн хурăнташлăхĕ çак тымартан кайнă иккен.

Куштан Темен килкартинче çĕтĕлсе çӳренĕ чух Трашук, куккăшне сăнаса, шăппăн кулса илет. Рамаш ăна «Тĕве кукка» тесе чĕнетчĕ. Чăнах та тĕве сăнарĕ пур çав унăн. Хăй хыткан та вăрăм. Çурăмĕ пĕкĕрĕлчĕк, мăйĕ вăрăм та пĕркеленчĕк, сухалĕ янах айĕпе кăна кăштах ӳсет. Хăй çулла та çанăсăр пиншакне хыва пĕлмест. Пиншак çийĕ çĕтĕлсе пĕтнĕ. Çĕтĕк вырăнсенче сарăхса кайнă ваткă муклашкисем чăнах та тĕве çăмĕ пек курăнса тăраççĕ.

Ял тăварсăр аптра пуçланă. Куштан Теменĕн кĕлетĕнче пĕтĕм яла тăрантармалăх тăвар пур. Чее старик çуркунне, кăркăс енне кайса, пĕр лав тăвар илсе килнĕ. Халь Темен тăвар сутса çуйăхать. Вăл, тăвар хакне пĕрмай ӳстерсе пынипе, хаклашакансемпе çавăнтах вăрçса каять. Килĕшсен вара, тăварне виçнĕ чух тинкене кăларать. Писмен пуканне çӳлелле кăшт та хăпарма памасть сутуçă. Çиппине те, çын курман чух, пукан еннелле шутарса илет. Тăвар чашки кирлĕ таран туртма пуçласан, пухут пама мар, хуçа виçнĕ тăварне кăшт та пулин каялла чĕпĕтсе илет. Тăвар илме килекенсем — ытларах хĕрарăмсем. Вĕсем сутуçăпа хирĕçеççĕ-хирĕçеççĕ те, аптранă енне, кулма тытăнаççĕ.

Трашук çак кунсенче Рамаша пĕрре мар аса илчĕ. Рамаш пулсан, «Тĕве куккăшпе» калаçма пĕлĕччĕ, пĕр-пĕр мыскара туса хурĕччĕ. Трашук Рамаш мар çав… Паян та ак хыт кукар:

— И-и-и, ачам, хăна пултăн ĕнтĕ. Каях, ачам, килне, каях, аннӳ кĕтсе аптрарĕ пуль, — терĕ.

Трашук хирĕç ним те чĕнеймерĕ.

Виçĕ кун та пурăнмĕччĕ кунта Трашук, ăна пĕр япала чарса тăрать-ха. Якалĕнче вăл Рамаш. «йăмăкне» тĕл пулчĕ. Верук пĕвĕпе Рамашран та пĕчĕккĕ пулиăран, аппăшне «йăмăк» тесе, çынсене яланах, арпаштаратчĕ Рамаш. Трашук хăй те арпашса кайнăччĕ. Аташса калаçса, вăл Верука самаях култарчĕ. Кĕлеткипе пĕчĕк пулсан та, ăстăнпа «пиччĕшне» парăнас çук Верук. Кĕркунне Якальне ларма килнĕскер, вăл çур енне качча кайса çĕнĕ çын пулнă. Унăн упăшкине Трашук кураймарĕ-ха. Малтанах Верук тĕрĕссипе каламарĕ иккен. Кайран тин систерчĕ: Якалĕнчи çамрăксем те комуч мобилизацине пăхăнман: вăрмана тарнă. Верук упăшки те Вилмен утравĕнче пытанса пурăнать иккен.

— Вилмен тени мĕн пулать тата? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Трашук.

Верук кĕркуннеренпе Якалĕнче пурăнса та кунти чăвашсем пек калаçма хăнăхса çитеймен. Хăнăхса çитме мар, якальсем калаçнине хăй тиркет.