Выбрать главу

Трашук та черет вĕçне пырса тăнăччĕ — такам ăна алăран çаклатса аяккалла пăрăнтарчĕ те:

— Ан тив, семинаристсемпе гимназистсем хĕрес чуптуччăр, сана вăл кирлех мар, — терĕ.

Хайхи Ятрус учитель пулчĕ-ха çынни, Трашука похвальнăй лист параканни. Ун чух вăл Лешеккинче вĕрен-тетчĕ, халĕ Весуккана куçнă. Çавăнта ачасене вĕрентет, халăха эмеллет. Чулçырмаран инçерех те — ытти чăваш ялĕсене çывăхрах.

Фрол Тимофеевич халь кăна хуларан таврăннă та шăп молебен пуçланнă самантра чиркӳ умне пырса тăнă.

— Патшасăр пурăнма пуçланăранпа эрне çитрĕ ĕнтĕ, вĕсем тин çак «вак-тĕвеке» асăрханă, — мăкăртатрĕ чăвашла. — Ăçта, кам патĕнче пурăнатăн?

Трашук каласа пачĕ.

— Юрать. Маттур. Хаяр таврашĕнчен уйрăлни лайăх. Хăвăн хваттерне ертсе кай, эппин. Чей ĕçсе ăшăнам кăшт. Уншăн эп сана пĕр ырă хыпар каласа парăп.

Трашук хăнисене хуçасем хапăл йышăнаççĕ. Ятрус лекĕре вара пĕлмен çын çук. Кашни килте вăл — кĕтнĕ хăна. Хуçа майри куççуль кăлармасăр тӳсеймерĕ:

— Ырă çынсен сăмахне итлемерĕм, ухмах, ывăлăма сан патна илсе каймарăм. Кунти тухтăрсем çул çинче вилме пултарать терĕç. Вăл авă, мĕскĕн, кунта та пульницарах вилсе кайрĕ.

— Турă çапла пӳрнĕ ăна, — сăмах хушрĕ ытлашши ваклама юратман упăшки те.

Учитель вĕсене йăпатма-лăплантарма тăрăшрĕ.

Пăртакран Ятрус Трашука хулара пĕр ырă çынпа, Тимккапа, тĕл пулни çинчен, кайран Белянкинпа вăрçса кайни çинчен каласа пачĕ:

— Мана Фадей «большевик» сăмахпа хăртасшăн пулчĕ…

Ватти тăрук шăпланчĕ. Сăмахне каласа çитермесĕрех чĕмсĕрленчĕ. Трашук чухларĕ: ыттине ăна ача тесе каласшăн мар иккен. Юрĕ. Тарăхакан учителĕ пулăшас кăмăлпа йĕкĕт пĕр-пĕр кирлĕ-кирлĕ мар ыйту хускатса, калаçăва урăх еннелле пăрса ярас тенĕччĕ, анчах ватти сăмахне каласа çитерчĕ-çитерчех:

— Большевик ятне илтнĕшĕн кӳренмерĕм. Мĕншĕн тесен Авандеев, урăхла каласан Кăяш Тимкки, ĕлĕкрех эсер пулнăскер, халь чăн-чăн большевик пулса кайнă.

— Усал сăмах мар-и вара вăл, большевик тени?

— Усал мар çав. Питĕ лайăх, питĕ хитре сăмах, — терĕ учитель савăк сасăпа, унтан кăшт салхуланчĕ: — Çынни те лайăх, сăмахĕ те аван, анчах ман белянкинсемпех айкашма тивет ĕнтĕ. Кусем те революционерсемех вĕт…

Юлашки сăмахĕсене Трашука мар, хăйне хăй хуравласа каларĕ пуль ватти.

Шăматкунччен эрнекун пулать

Трашук — Çăпата Михалин пĕртен-пĕр ывăлĕ. Унăн пиччĕшĕ-аккăшĕсем те, шăллĕ-йăмăкĕсем те пулнă, анчах нумай пурăнайман вĕсем: хăшĕ чирпе пĕчĕккĕ чухнех вилнĕ, хăшĕ — выçлăх çулсенче, чылай пысăклансан. Çăпата Михалипе унăн карчăкĕ самаях ватăла пуçланă ĕнтĕ, урăх ача тăвасси çинчен шухăшламан, çавăнпа вĕсем Трашука ачаш пăхса ӳстернĕ. Çапах ачи ачашланса, пăсăлса кайман. Кăмăлпа йăвашскер, урамра ытлашши нумай чупса çӳремен вăл. Шкула кайиччен юмах-халап юратнă. Кăшт вулама вĕренсенех, кĕнекерен хăпа пĕлмен. Вара Çăпата Михали, Ятрус учительпе Мăрзабай сăмахне итлесе, хăйĕн пĕртен-пĕр ачине малалла вĕрентес тенĕ. Çын пултăр, ашше пек, ĕмĕрне çăпата туса ан ирттертĕр.

Чухăн çемьĕре пĕртен-пĕр ача та ытлашши ачашланса пăсăлса каяймасть çав. Тĕрлĕ ĕç тума тиветех. Çын ĕçне те ашшĕпе пĕрле ĕçлесе курнă Трашук. Пурпĕр йывăр ĕçех тăратман ăна ашшĕ. Ялти ачасем вунтăваттăра та утă çулаççĕ. Трашук та çава тытса сулкаларĕ те, ашшĕ чарчĕ:

— Хресчен ĕçне вĕренме ăсах кирлĕ мар. Елкĕрĕн-ха, нуша кйлсен. Халĕ, эп пур чух, хăвăн ĕçне лайăхрах вĕрен. Тăватă хырăма тăрантармалăх вăйăм пур-ха. Эс вĕренсе тухсан, пирĕн пурнăç та кăшт çăмăлланĕ. Пире, тĕттĕм тăванусене, манмăн-ха теп. Е манăн та-и? — Юлашки сăмахне куçне вылятса каларĕ ашшĕ.

— Пирвайхи шалу укçипех лаша илсе парăп сана, — ырă кăмăлпа çунатланчĕ ывăлĕ.

Ашшĕ ăшри ăшă куллине сухалпа витрĕ, ывăлне кă-тартмарĕ. Вăл ывăлĕ Куçминккаран вĕренсе тухичченех укçа çитерсе лаша туянма ĕмĕтленет иккен.

Трашук вĕренме хастар. Тăнлă ача, лайăх вĕренет. Шкулта мĕн вĕрентни сахал уншăн, çавăнпа вăл кашни кун тенĕ пекех библиотекăна чупать. Тĕнче хĕрри уншăн куллен-кун сарăлса пырать. Пĕлĕтри çăлтăрсем çине те ача урăх куçпа пăха пуçларĕ ĕнтĕ, çĕр çинчи пурнăçа та лайăхрах сăнакан пулчĕ. Вуланăçемĕн пуçра çĕнĕрен çĕнĕ шухăшсем тапранаççĕ, чуна кансĕрлеççĕ.

Турă пур-и, çук-и? Хăçантанпа çак шухăш ăса пăтратать! Малтанах тĕнче йĕркеллĕччĕ. Çӳлте — турă, çĕр çинче патша этем пурнăçне тытса тăнă. Мĕн пĕчĕкренех илтнĕ Трашук: «Эй, турăçăм, пӳлĕхçĕм!» «Пурăннă, тет, пĕр патша», — тесе юмах пуçланă çынсем. Халĕ ак патшасăр пурнăç пуçланчĕ. Патшасăр пурăнма пулать пулсан, турăсăр та пурăнма юрать мар-и? Турри те тата миçе-ха вăл? Вырăсăн — пĕр турă, тутар-пушкăртăн — пĕр турă, Чăвашăн — икĕ турă е ытларах та…