Выбрать главу

«Якальне, Темен куккасем патпе те пулин çитесчĕ паян… »

Тӳрех çулпа утма хăрарĕ хăй, асăрханса, вăрман хӳтлĕхĕпе пычĕ.

Çапла, вăл Якальне тĕттĕм пулнă çĕре тин сĕтĕрĕнсе çйтрĕ.

— Ыхраçырминче, Нехвет йыснасем патĕнче, хăнара пултăм. Таврăннă чух, вăрмана хурлăхан татма кĕрсе, аташса кайрăм, — суйрĕ Трашук куккăшне. — Тарçа кĕрĕшме вырăн шыратăп, кунта тупăнмасан, Весуккана каяс пулĕ, — терĕ.

Куштан Теменшĕн пурпĕрех: кирек ăçта кай. Кăшт хăва пулса пурăн та кай. Карчăкĕ хирĕçмен пулсан, вăл ку харам пыра виçĕ кунран ытла пурăнтармĕччĕ те. Юрать-ха, Марье кинемей вашават карчăк. Ахаль чух йăвашскер, хăна килсен, куштан старикне те парăнмасть вара.

Верук упăшкине Шурă Пракань тесе чĕнеççĕ. Трашук куккăшсем патне килкеленĕ чух курнă çав шурă çӳçлĕ, ырă кăмăллă качча. Вăл таврăнсан, Верук Трашука килсе систерме пулчĕ. Кĕçĕр килмеллех, тет. Çавăнпа Куштан Темен хăни хуçана: «Ыран каятăп», — тесе савăнтарчĕ.

Упăшки таврăнасса кĕтсе, Верук таркăнсем валли апат-çимĕç хатĕрлетчĕ. Çав самантра урамран ун патне кӳршĕ хĕрĕ чупса кĕчĕ.

— Верук инке, урама тухса кур-ха, усламçă килнĕ. Майра йĕпписем, хитре лентăсем пур. Эс майралла тумланатăн вĕт. Илсе юл, атту çынсем илсе пĕтереççĕ, — сывлăш çавăрса илмесĕр тенĕ пек каларĕ вăл.

Верук, хăй мĕн тунине çын ан куртăр тесе, кӳршĕ хĕрĕпе пĕрле урама тухма васкарĕ.

Шлепкеллĕ усламçă тавра халăх пухăннă. Верук та пычĕ. Унăн чĕри темшĕн кăрт! та кăрт! сике пуçларĕ. Чăнах та, мĕн пулчĕ-ши паян ăна? Ытла тунсăхланипе пулмалла, кашни иртен-çӳрен çамрăк яш Рамаш пек курăна пуçларĕ. Усламçă хăтланкаларăшĕ те Рамашăнни пекех. Уйрăмах сасси…

Рамаш Ятрус Хрулккипе уйрăлнă хыççăн Якаль çывăхĕнче, вăрманта, икĕ чăваша тĕл пулчĕ. Вырăсла вĕсемпе тутар пекрех калаçрĕ. Чĕлхе хуçма юратакан йĕкĕт вырăс сăмахĕсене савăнсах пăскаларĕ. Кĕтмен çĕртен вĕсене пирус турттарчĕ. Лешсем тапаксăр аптраса çитнĕччĕ пулмалла, хĕпĕртерĕç. Пирус туртнă хушăра хăйсем хушшинче, ют çынран асăрханса, чăвашла калаçрĕç. Рамаш кусем хăйсем те хыпар пĕлесшĕн çуннине тавçăрса илчĕ. Вăл юриех карательсем иртсе кайни çинчен асăнчĕ.

— Иртсе кайрĕç пулсан, кĕçĕр хăрамалли çук. Çапах та тĕттĕмччен тăхтар-ха, — терĕ пĕри чăвашла, юлташне куçран пăхса. Кĕçех иккĕшĕ те, Рамаша тав туса, услам сунса, вăрмана кĕрсе çухалчĕç.

«Вилутрав çыннисемех пулчĕç пуль-ха кусем», — шухăшларĕ Рамаш, çапах палламан çынсемпе халех калаçма асăрханчĕ, малтан яла кĕрсе аппăшне курас та хыпар ытларах пĕлес терĕ вăл.

Верук, урама кӳршĕ хĕрне пӳртрен кăларса ярас шухăшпа кăна тухнăскер, тавар илме пырса перĕнмерĕ, çапах пӳрте каялла кĕме те васкамарĕ. Тем тытса тăрать ăна. Тутар усламçă мар-и? Ак усламçă Верук еннелле пăхса: «Сарынь, на кичку!» — тесе кăшкăрчĕ. Рамаш «кулачкăра» çапăçнă чух çапла кăшкăратчĕ. Тата килте те, ачасем ытла алхасса кайнă вăхăтра, ашшĕ киле таврăннине курсан, çаплах асăрхаттаратчĕ. Халь ĕнтĕ Верук Рамаша палларĕ, вăл мĕншĕн çапла кăшкăрнине те тавçăрса илчĕ. Сыхланма хушать. Ана паллама кирлĕ мар иккен. Трашук Верука Рамаш пирки хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа панăччĕ. Шуррисенчен çапла тарса-пытанса çӳрет пулас, мĕскĕн.

Тавар сутса пĕтерсен, Рамаш, кулкаласа, шӳтлесе, Верук патне çывхарчĕ.

— Чи хитре лента хăвартăм, сутмарăм. Кам мана чей ĕçтерет, çавна парнелетĕп, — терĕ вырăсла.

Верук ăнланчĕ.

— Ара, çул çӳрекене лентăсăрах такам та чей ĕçтерĕ, — терĕ те вăл, усламçа хăйпе пĕрле ертсе кайрĕ.

Хĕрарăмсем тĕлĕнмерĕç. Верук вырăсла та, тутарла-пушкăртла та шеп калаçать. Пасарлăял хĕрĕ усламçăсемпе калаçма вĕреннĕ ĕнтĕ.

Темен куккăшсем патне мар, таçта ют киле ертсе кĕчĕ шăллĕне Верук. Тĕлĕнтермĕш те савăнăçлă хыпарсем çине-çине хупăрларĕç вара вăрттăн çулçӳревçĕ пуçне. Верук ашшĕпе шăллĕне кĕтсе тăман, куккăшсем пехилленипех çырлахнă, хăй ăссĕн тенĕ пек, качча тухнă. Упăшки ун никам та мар, хайхи, вăрманти Шурă Пракань! Паçăр тĕл пулнă таркăнсенчен пĕри шурă çӳçлĕччĕ, çав мар-и? «Çавă пуль», — терĕ Верук та, вăл ăна кĕçĕр кĕтетех иккен. Çитменнине тата… Трашук кунта Весуккана кайма хатĕрленнĕ те — кĕçĕр çав Шурă Праканьпе курса калаçасшăн. Саванăçсем нумай та… . хуйхи те пур-ха: чей ĕçме хапха-ран кĕнĕ çыннăн, кăшт тăрсан, хапхаранах тухса каймалла. кӳршĕсем курччăр.

— Ак мĕнле тăвăпăр, — терĕ Рамаш. — Эс, аппа, халех кӳршĕсем патне кайса кил. Усламçă ыран Сурачăна кайма лаша шырать, те. Сурачăна çитм кайма хатĕр çын тупăнмĕ, çавах та эп кунта ирччен юлнине пĕлсен, хапха умĕнчи карма çăварсем лăпланĕç.

Рамаш телейне, Верук халь килте пĕчченех иккен. Хуняшшĕ арман авăртма Куçминккана каç выртмалла кайнă. Хунямăшĕ, чирлĕрехскер, сарайĕнче, шăналăк хыçĕнче, выртать.