Выбрать главу

… Пракань, вăрмантан апат илме таврăнсан, анкартинчи арпалăха кĕрсе ларать. Анкарти хыçĕнченех вăрман пуçланать. Хăрушлăх килсе тухсан, тарса пытанма ним те мар. Çакăнта канаш турĕç кĕçĕр виçĕ енчен тĕрлĕ çулпа килсе çитнĕ виçĕ çын. Рамаш малтанах Праканьрен вăрманти çынсен шухăш-кăмăлĕ мĕнлине пĕлесшĕн пулчĕ.

Вилмене хĕрĕх çын ытла пухăннă иккен. Вырăс та, чăваш та пур. Шухăш-кăмăлĕсем вара тĕрлĕрех. «Самани лăпланчĕ, киле таврăнас», — текеннисем те пур. Теприсем Весукка таврашĕнче отряд пуррине илтнĕ те çавăнта куçма хистеççĕ. Анчах Вилмен утравĕ — питĕ шанчăклă вырăн, ют çын унта кăпăр-капăр пырса кĕреес çук. Çавăнпа яла та таврăнас мар, урăх çĕре те куçас мар текеннисем ытларах иккен.

Рамаш чылай вăхăт шухăша кайса ларчĕ. Ун юлташĕсем, ним шарламасăр, вăл мĕн каласса кĕтрĕç.

— Кĕçĕр çамрăк арăмупа çывăраймастăн пуль, йысна, — терĕ Рамаш, ларсан-ларсан. — Çутăласса кĕтсе тăмăпăр, халех тапранăпăр. Сирĕн кĕтӳçсĕр кĕтĕвĕр саланса пĕтмесен те инкеке лекме пултарать. Карательсем каялла та таврăнма пултараççĕ. Вилменĕре вилнĕ туса хурĕç вара. Тен, эсĕ те, Трашук, пирĕнпе пĕрле каясшăн пуль? Çук, пирĕн кĕçĕрех уйрăлас пулать. Эсĕ çитес тенĕ çĕре çитех ĕнтĕ. Икĕ отряд хушшинче связной пекки пулăн. Халь кунта мĕн калаçнине илтрĕн, лере йĕркипе каласа парăн. Хрулкка мучие кĕтсе ан пурăн ялта, хăвăртрах вăрмана, ревкомсем патне çитме тăрăш. Вĕсем сана пирĕнпе çыхăнма хушсан, каялла килсе, мĕн калассине Верука каласа хăварăн.

Трашукĕ те савăннипе ниçта кайса кĕреймест. Вăл тусĕпе ытларах калаçса ларайманшăн çеç кулянчĕ. Наçтук пирки те каласа пĕтерме ĕлкĕреймерĕ, унăн тĕрленĕ ал тутрине те Рамаша кăтартаймарĕ. Рамаш юлашкинчен Темен куккăшне асăнчĕ:

— «Тĕве кукка» тăвар сутса çуйăхать тетĕн-и, Трашук? Революцишĕн ку та лайăх. Пире малашне пĕр çур пăт тăвар кирлĕ пулать. Ахалех памĕ-ха вăл пире çавăн чул тăвар. Туртса илме те юрамасть. Юрĕ-çке, эпĕ ку ĕçе кайран хамах майлаштарăп. Çур пăт тăвар чакнине хыт кукар сисмесĕрех юлĕ. Эсĕ халь, Трашук, хăвна валли пĕр-ик кĕрепенке те пулин тăвар ыйтса ил. Памасан, макăрса пăх. Апла та памасан — вăрла. Çав тăвар сан пуç-на çăлма пултарать. Тăвар илме халь çынсем таçта çитме те хатĕр. Çавăнпа сана карательсем-мĕнсем ăнсăртран чарсан та, сан пирки иккĕленсе тăмĕç: тăварна туртса илĕç те хăвна хăваласа ярĕç.

Шурă Пракань пултăрне савăнса итлесе ларчĕ.

«Пултарăм кун пек çын, хуньăм тата мĕнле-ши?» — тĕлĕнсе шухăшларĕ вăл.

Ирхине Трашук Весукка еннелле тухса утрĕ. Пĕчĕк хутаçĕнче хăйĕн ик-виçĕ кĕрепенке тăвар. Ана Темен куккăшĕнчен ыйтса та илеймерĕ вăл, вăрлама та май тупаймарĕ. Марье кинемей хăй темле майлаштарчĕ.

Весуккана çитсен тии пĕлчĕ Трашук: Мăрзабай ăйăрĕ çинчен сиксе юлса, вăл пĕркунхине чăнах та вилĕмрен хăтăлнă иккен — ун чух ăна хирĕç Весуккаран Ыхраçырмине таврăнакан карательсен ушкăнĕ пынă. Кунта вĕсем çывăхри вăрмана айĕн-çийĕн тустарнă, партизансене шыранă. Лешсем хăйсене халлĕхе палăртман.

Ревком паролĕ Трашука кирлех пулмарĕ, учитель пуртĕнче ăна Яхруш кĕтсе илчĕ. Осокин хушнипе Яхруш кунта, учитель «хурăнташĕ» пулса, «хăнара» пурăнать. Халь пĕччен пурнакан старикĕн пĕчĕк пӳртĕнче хуçа вырăнне юлнă вăл. Хăй ялти ĕçсене сăнать.

Тепĕр кунне тул çутăлнă-çутăлман Яхруш Трашука «кăмпана» ертсе кайрĕ. Вăрманта, пĕр виç-тăватă çухрăм кайсан, Яхруш шăхăрчĕ. Çавăнтах, çĕр айĕнчен тенĕ пек, пăшаллă икĕ çын килсе тухрĕ. Яхруш юлташне çавсемпе асатса ячĕ те хăй яла васкарĕ.

Партизансен тапăрĕнче

Тăватă çул вăрçă хирĕнче асапланнă, ĕçшĕн тунсăхласа çитнĕ вăйпитти арçынсем, çава туптаса, çурла шăлласа, кăрман юсаса, йĕтем тасатса, çуллахи тертлĕ те кăмăла тултаракан ĕçе хатĕрленнĕччĕ. Анчах еçлесси пулмарĕ. Улпутсем таврăнчĕç, хăйсемпе пĕрле карательсем ертсе килчĕç. Комуч влаçĕ çамрăкраххисене каллех салтака илсе фронта ăсатасшăн пулчĕ. Çынсем вара тепĕр вăрçа кайма васкамарĕç, кайсан та, улпут влаçĕшĕн мар, халăх влаçĕшĕн çапăçма каяс терĕç. Комуч влаçĕнчен пăрăнса, вăрмана тарнисем кашни ялтах тупăннă.

Чулçырмара чăмăртаннă отрядра малтан çĕр çын та çукчĕ. Кĕçех отряд йышĕ-хисепĕ икĕ çĕртен те иртрĕ.

Пали ĕçшĕн пуринчен ытла тунсăхланă курăнать. Сывалнă хыççăн вăл килне таврăнасшăн пулчĕ, анчах Кĕркури, халь чăвашсен командирĕ пулса тăнăскер, пиччĕшне чарчĕ. Шăллĕне те итлемĕччĕ Пали, Мишша-салтака итлерĕ.

— Ак мĕнле тăвăпăр, — терĕ комиссар. — Еçлессӳ килет пулсан, ĕçле! Ялти тăлăх хĕрарăмсене хир ĕçне тума пулăш. Юлташ туп.

Пали пĕр юлташ мар, иккĕ тупрĕ. Виçĕ Якурпа туслашрĕ вăл кунта. Вĕсем çумне тата пĕр вырăс хутшăнчĕ, Поликарп ятлăскер; чăвашсем ăна Пăликан тесе чĕнеççĕ. Пĕринчен пĕри пысăк та патвар çынсем хăйсем. Виççĕшĕ пĕр майлă пулса çапăçма тухсан, вунă-вунпилĕк çынна та парăнмĕç. Еç шырама Хветюк каять. Ана, ача тесе, шуррисем ниçта чарса тĕпчемеççĕ. Суйма тесен, вăл Спиркăран мар, Филькăран та ирттерет. Хветюк суйса эпĕ весуккасем тесен те, тĕрĕсех тухать: унăн аппăшĕ çакăнта качча килнĕ. Пурăнасса та Хветюк ытларах вăрманта мар, ялта пурăнать. Никама юратма пĕлмен Виçĕ Якур Хветюка хăйне çăлнăшăн юратса пăрахрĕ, ĕçе те ăна хăйпе пĕрле илсе çӳрет.