Выбрать главу

Отряд йышĕ ӳссех пырать. Хĕçпăшал çеç сахалтарах. Çавă шухăшлаттарать-ха вăрманти ревкома.

Сурачăнтан разведчиксем — Спиркăпа Филька — нимсĕрех таврăнчĕç. Унта шуррисем те, хĕрлисем те çук халĕ. Рабочисем хăшĕ Блюхерпа кайнă, хăшĕ кайран вăрмана тарнă. Хĕçпăшал та тупма май çук унта.

Филька станцире пĕр çамрăк рабочипе туслашнă. Спирка çавăн пирки юлташĕпе вăрçса каяс патне çитнĕ-мĕн. Пĕр-пĕр провокаторпа çыхланса, тăшман аллине лекесрен хăранă. вăл; комиссар вĕсене асăрханма хушса янăччĕ. Çавăнтах тата вăл, Сурачăнта каç выртмалла пулсан, станци таврашĕнче хӳтлĕх шырама хушнăччĕ, рабочисене шанма пулать тенĕччĕ.

Отряда разведчиксем виççĕн таврăнчĕç. Çамрăксем хăйсемпе пĕрле Горшков юлташа ертсе килчĕç. Филька, ĕлĕкрех хывăх вĕçтерме юратаканскер, халь пĕртте мухтанмарĕ, Спиркăпа хирĕçни çинчен те шарламарĕ. Спирка комиссара пĕтĕмпе тĕрĕссипе каласа пачĕ. Вара Филька та тӳсеймерĕ.

— Спиридон пире конвойпа илсе килчĕ, — терĕ вăл, кула-кула. — Эпир Горшков юлташпа юнашар калаçса килетпĕр, вăл пĕр пилĕк-ултă утăм кая юлса пырать. Пăлахая персе уксахлама тытăнчĕ тата. Систермесĕр каялла çаврăнса пăхатăп та çакна — чиперех утать. Çул тăршшĕпе аллине кĕсйинчен кăлармарĕ. Эсир, Осокин юлташ, револьвер ан парăр ăна урăх. Вăл тепĕр чух мана персе вĕлерме пултарать.

Комиссар иккĕшне те мухтарĕ: Спиркăна сыхлăх çухатманшăн, Филькăна — кирлĕ çынна ертсе килсе ырă ĕç тунăшăн. Çапах та чапĕ ытларах Филькăна тиврĕ пулмалла. Анчах комиссар Спиркăна ытларах шанать, ахăр. Ана вăл разведкăна пĕччен те яркалать тата револьверне те туртса илмерĕ. Кайран çаван пиркн ӳкĕнмелле те пулчĕ… Спирка ревком заданийĕпе Мăкшăелне кайма тухнăччĕ. Ыхраçырминчен тавра сукмакпа иртсен, вăл çул çине васкарах тухрĕ. Çавăнпа ăна ялтан асăрханă: пĕр юланут çавăнтах хăваласа çитрĕ. Салтак. Çамрăкскер. Чех мар, вырăсах.

— Кам? Ăçтисем? Ăçта каятăн? — ыйтнă май мала тухса, лашине ун умне çавăрса тăратрĕ вăл.

— Весуккасем… Ниçта та каймастăп. Лаша шыраса çӳретĕп, — терĕ Спирка, куç айĕн пăхса.

— Ма йĕвенсĕр-нăхтасăр? Çаврăн каялла. Ялта тĕрĕслĕпĕр. Асту: суйрăн пулсан, персе вĕлеретпĕр.

Спирка, салтак ăна тĕпчеме тытăнсан, аллине мăкăрăлса тăракан кĕсйине чикнĕччĕ. Салтак çавна асăрхарĕ те:

— Руки вверх! — тесе çухăрса ячĕ, хăй çурăм хыçĕнчи винтовкине иле пуçларĕ.

Анчах Спирка та салтака кĕтсе тăмарĕ, револьверне кĕсйинчен вăштах туртса кăларчĕ те персе ячĕ. Пĕрре те мар, темиçе хут шанлаттарчĕ…

Пăшал сассине илтсе пулмалла, ялтан тата икĕ юланут вĕçтерсе тухрĕ. Пĕри аманнă юлташĕ патне васкарĕ, тепри тӳрех — хăвалăх енне чупакан Спирка хыççăн.

Тарăн вар çыранĕ тăрăх ӳсекен вĕтлĕхе çитсен, Спирка каялла çаврăнса пăхрĕ: юланут çывхарнăçемĕн çывхарса килет. Акă ĕнтĕ лаша йывăррăн сывлани те илтĕне пуçларĕ.

Салтак, ют çĕртен килнĕ çын, кунти вырăнсене лайăх пĕлмест. Хăй çулне чăнкă çыран пӳлессе сисмест-ха вăл, çыран айккипе ӳсекен йывăç тăррисене çеç курать. Вĕсем аякран хăвалăх пек курăнса лараççĕ. Çав хăвалăха çитес умĕн салтак хĕçне çӳле çĕклесе сулса яма кăна тăнăччĕ, сасартăк ун лаши, хартлатса илсе, сылтăмалла сиксе ӳкрĕ. Ана каллех хăвалăх енне çавăрсан, салтак тĕлĕнсе кайрĕ: куян пек вирхĕнсе пыракан çын, çыран айне сиксе, çухалма та ĕлкĕрнĕ.

Каратель çыран хĕрринче нумаях кулянса тăмарĕ. Çырана лашипе пĕрлех чикеленменшĕн пĕр хĕпĕртесе, пĕр çӳçенсе илчĕ те каялла вĕçтерчĕ.

Çыран айне сикнĕ Спирка тӳрех тĕм айне кĕрсе ӳкрĕ, юланут каялла кустариччен пĕр йăшăлтатмасăр выртрĕ. Анчах кайран та вырăнтан йăпăр-япăр сиксе тараймарĕ вăл, сикнĕ чух ури аманнă иккен. Тăма хăтланчĕ те… чутах кашкăр пек уласа ямарĕ.

Спиркăн вилĕмрен çăлăнасси темле пулатчĕ-тĕр, ун телейне, инçех те мар, вар леш енчи вир ани çинче хайхи «сезонниксем» ĕçленĕ. Вĕсем Спирка салтакран епле тарнине сăнаса тăнă.

Виçĕ Якурпа Хветюк, çыран айне анса, аманнă ачана шыраса тупрĕç те урăх çĕре, шанчăклăрах вырăна куçарчĕç. Мăкшăелне, пĕр ватă большевик йĕрне шырама, Хве-тюка ямалла пулчĕ. Хветюка хăрушă çула ăсатасшăнах марччĕ те Якур, комиссартан хăрарĕ: ревком сучĕ умне тăратма пултарать. Хăй Спиркăна каçчен сыхлама юлчĕ. Апат хутаççинче ун наган та, граната та пур…