Выбрать главу

Вилмен ушкăнĕ шăпах сапаланса каяс патне çитсен, Шурă Пракань унта хăйĕн пултăрне ертсе килчĕ.

— Пирĕн пата ют ялсем хăнана çӳре пуçларĕç. Пире те çын вырăнне хуракан пур иккен, — терĕ пĕр вырăс, шӳт тунă пек пулса.

— Юланутлă, нухайккаллă хăнасем килесрен хăрамастăр-и? — тавăрчĕ ăна йĕкĕт.

Çак сăмахран пуçланчĕ те Рамаш ĕçĕ. Тунсăхласа, тарăхса çитнĕ çынсем кĕçех пурте çамрăк йĕкĕте сырса илчĕç. Рамаш, çĕнĕ хыпарсем пĕлтернĕ май, хĕрлисем хăш енче паттăррăн кĕрешни çинчен, Чапаев отрячĕн мухтавлă ĕçĕсем çинчен сăмахларĕ, пĕлменнине те пĕлнĕ пек туса каларĕ. Малтанах хирĕçекен-тавлашакан пулмарĕ, Рамаш сăмахĕсене пурте тимлĕн тăнларĕç. Мобилизацие тивĕç салтаксем — çамрăк çынсем: хăшĕ Рамашран виçĕ çул, хăшĕ икĕ çул çеç аслăрах. Çавах вĕсем унчченех салтакра пулса курнă. Пĕри çеç, питне-куçне хура сухал пусса кайнăран, ыттисенчен нумай аслă пек курăнать. Çӳллĕ те хитре вырăс. Куçĕ хăйĕн ялтăркка та çивĕч, — хушăран ылтăн хĕлхем çиçтерсе илет. Хăйне Миша тесе чĕнеççĕ. Воронин Миша. Çавă çынсене пуринчен ытла пăлхатать иккен. Ун пирки Рамаш, хăйне куричченех, йыснăшĕнчен ыйтса пĕлчĕ.

Рамаш каярахпа партизансен тивĕçĕ пирки сăмах хускатсан, хитре вырăс сăмахсене хуçкаласа хирĕçе пуçларĕ:

— Краснобайство! Чижик-пыжик. Хорошо поешь, да не знаю, где сядешь, — терĕ вăл йĕкĕлтесе тăрăхланă майлă.

Рамаш, Воронин сăмахне илтмĕш пулса, йĕри-тавра пăхса илчĕ. Лешĕн сăмахĕсене ырлакансем палăрсах каймарĕç. Ун çумĕнчи юлташĕсем çеç кăшт кулам пекки турĕç.

Рамаш пĕр самант чĕнмесĕр тăчĕ.

«Хĕрнĕ тимĕре сивĕтсе ярас мар, çийĕнчех туптас!» — çиçрĕ шухăш ун пуçĕнче.

— Эпĕ, юлташсем, сирĕн пата йысна хăни пулса е мобилизацирен тарса килмен, — терĕ вăл çирĕп сасăпа. — Хам пуçа çеç çăлас тенĕ пулсан, урăх çулпа кайнă пулăттăм. Революци хушнипе, ревком полномочийĕпе килтĕм эпĕ кунта. Кам-ха эсир халь? Учредиловка влаçне йышăнатăр пулсан, эсир — дезертирсем. Йышăнмастăр пулсан — партизансем, хĕрлĕ партизансем пулма тивĕç. Кашниех шухăшласа пăхăр: малалла дезертир пуласшăн-и эсир е партизан-и? Урăх çул çук сирĕншĕн. Лайăх шухăшлăр, сире никам та ирексĕрлемест…

Ун сăмахне пӳлекен урăх тупăнмарĕ. Вара Рамаш çынсене шухăшлама вăхăт пачĕ те пĕр тунката çине хăпарса тăчĕ.

— Юлташсем, ĕçхресченĕсем! — çĕнĕрен сăмах пуçларĕ вăл, кашни çынна куçран пăхма тăрăшса. — Кунта, пирĕн хушăмăрта, кулак таврашĕ çук. Мĕн кирлĕ-ха пире? Мир кирлĕ. Лăпкă пурăнăç кирлĕ. Тата килйыша савăнтарса ĕçлеме, тăранса пурăнма çĕр кирлĕ. Совет влаçĕ пире мир те, çĕр те пачĕ. Хулари буржуйсем, çĕр тытса тăракан улпутсем, ялти кулаксем — мир тунипе те, хресчене çĕр панипе те килĕшмерĕç. Пире мирлĕ пурăнма, хамăр телейшĕн савăнса ĕçлеме парасшăн мар вĕсем. Сирĕн ялти мирлĕ çынсене, Яшкинпа Дятловсене кам вĕлернĕ? Кулаксем тата улпутсен-буржуйсен тарçисем. Сире те вĕлереççĕ… Сирĕн мĕн, çакна кĕтсе тăмалла-и? Воронин юлташ, санпа калаçатăп. — Рамаш, сассине хытарса, хитре вырăса куçпа шыраса тупрĕ. — Ак, сăмахран, сана пĕр-пĕр кулак ывăлĕ хăлха чиккинчен тыттарсан, эс, мĕн, хитре хура сухална шăлкаласа пăхса тăрăн-и? Е тăшмана тавăрма тăрăшăн-и?

Халăх, калаçакана кăшт канма парас тенĕ пек, хускалса илчĕ. Пурте, кулкаласа, Воронин çинелле çаврăнса пăхрĕç.

— Мана-и? Мĕншĕн? Çыхланса пăхтăр-ха! — терĕ лешĕ, урăх ним калама аптраса. Сăнĕ çавах çиллес-ха хăйĕн.

— Хăвна тивсен, тавăрма хатĕр ентĕ эсĕ, — терĕ малалла Рамаш. — Юлташна тивсен вара мĕнле? Çăвар карса пăхса тăрăн-и е…

Хитре вырăс тӳсеймерĕ, оратора пӳлсе:

— Мĕн эс мана килсе çыхлантăн, çамрăк-ха мана вĕрентме! — тесе кăшкăрса пăрахрĕ. — Авлан малтан, арăмна ача тутар, вара килсе калаç пирĕнпе. Ун чух, тен, итлĕпĕр те…

— Пирĕн арăмсем çамрăк çав, — терĕ тепри. — Эх, киле таврăнса, арăмпа шăналăк ăшне кĕрсе выртасчĕ. Çапла-и, Миша?

Рамаш çынсен кăмăлĕ хăш еннелле çаврăна пуçланине сисрĕ те чĕлпĕре кăшт пушатма шутларĕ.

— Авланаймарăм çав, Воронин, — терĕ вăл, ĕнсине хыçкаланă пек туса. — Арăм çук-ха ман… Юратнă хĕр пур вара, кунтан инçех те мар. Çимĕк тĕлнех кĕтетчĕ вăл — каяймарăм. Савнă хĕре курас тесе, икçĕр çухрăм ытла çуран танккарăм. Çитме вунă-вунпилĕк çухрăм çеç юлнăччĕ — çитеймерĕм. Чăрмантарчĕç…

Рамаш сасартăк шăпланчĕ. Халăх та чĕнмерĕ. Хăшĕ, Рамаш пек, ĕнсине хыçкаларĕ, хăшĕ, шухăша кайса, ассăн сывласа. ячĕ. Пĕри тата, качча шеллесе, сăмах хушрĕ:

— Ма çитмерĕн вара хĕрӳ патне? Кам чăрмантарчĕ? Сан пек пулсан, эпĕ халĕ те кайса килĕттĕм. Сана мĕн? Салтака илме çул çитмен вĕт…