Выбрать главу

— Ĕнер арпалăхра виççĕн канаш тытнă чух каларăм-çке. Халь эпир виççĕн пĕчĕк ревком пек пултăмăр терĕм. Халĕ эсĕ те ревком членĕ ĕнтĕ. Çавна та сисмерĕн-и? Лере — пысăк ревком, кунта пирĕн пĕчĕк ревком пулĕ. Халь, ак, каллех, канаш тытмалла пирĕн. Пире тепĕр çын кирлĕ. Эп пĕлсех çитместĕп-ха, сана шанатăп. Аслă та шанчăклă çын пур-и?

— Пур. Дятлов, пĕрремĕш отделени командирĕ. Ларка тесе чĕнетпĕр. Лариван Çтепанчă Дятлов. Нумай калаçма юратмасть. Анчах эпĕ чăвашсене яла таврăнма чарнă вăхăтра вăл вырăссене ӳкĕтлерĕ. Çапла эпир унпа эс киличченех пĕр шухăшлă пултăмăр.

— Каллех Дятлов! — аптраса ӳкрĕ Рамаш, Лариванĕ пирки хальччен илтмен пек пулса. — Миçе Дятлов сирĕн кунта?

— Вырăс хушшинче çур ял ытла.

— Вăрат эппин. Ерипен, çынсене ан пăлхат. Командир ура çине тăрса карăнкаларĕ те унтан часовой тăракан çĕрелле утрĕ.

— Эс, Чашкин-Ложкин, ху та юлташу хыççăн сăптăрма шухăшламастăн-и? Епле вара Воронин тарнине сисмен эс? Юрĕ, ним те ан кала, тепĕр хут суйса çылăха ан кĕр. Каях, эппин, сан пек çынна шанса часовоя тăратма пултараймастпăр. Çывăр, ыран калаçăпăр, — терĕ командир ним тавăрса калама пĕлмен часовоя.

Чашкин, те тĕлĕнсе, те хăраса ӳкнипе, пĕр хушă вырăнтан хускалмасăр тăчĕ. Командир, çурăмран лăпканă пек чышса, уçăрах сасăпа: «Кайса çывăрах. Е Воронин пек яла тарас тетĕн-и? Кай, чармастăп», — тесен тин, лешĕ вăрăммăн сывласа, мăшлатса илчĕ те сăмах чĕнмесĕрех юлташĕсем çывăракан еннелле сулăнчĕ.

— Ларса канашлар-ха, Дятлов юлташ, — терĕ Рамаш лешĕ те вĕсем патне пынă хыççăн. — Часовойсем çывăрччăр. Тен, çынсене кĕçех тăратмалла пулĕ.

Ларка ятлă Дятловĕ чăн та тулăклă çын. Унпа нумай калаçмалла та пулмарĕ. Шурă Пракань, пултăрне юратса пăрахнăскер, Рамаш мĕн каласан та килĕшет. Вырăс та Рамашпа килĕшрĕ.

— Аристарх Дятлов ахальтен мар хулана кайнă теççĕ. Пирĕн ĕçпе кайнă вăл. Коммунистсене сутнăскер, пиртен хăрать вăл. Карательсем кĕç-вĕç килсе çитме пултараççĕ. Мĕн пулсан та, ку вырăнтан хăвăртрах куçас пулать, — терĕ Ларка.

Куçасси паллă-ха. Кун пирки Рамаш Ятрус учительпе калаçнă чухнех ăнкарчĕ. Халĕ командир урăхларах шухăшла пуçларĕ. Вилменрен тухсан та, ытлашши аяккалла кайма кирлĕ мар. Сукмак çывăхĕнче сăнавçа хăварас. Пĕр енчен, Трашук халех таврăнса, ревкомран кăтарту илсе килессе ĕмĕтленет вăл. Тепĕр енчен… Ку шухăша Рамаш сасăпах каларĕ:

— Тĕрĕс шухăшлатăн, Ларион Степанович. Санпа пĕр хушаматлă тăшман, чăнах та, карательсене систерме кайнă пулмалла. Пĕр ик-виçĕ кун тăшмана çакăнтах, Вилмен таврашĕнчех, кĕтсе пурăнар. Пире тупайманнипе карательсем партизансен çемйисене шар кăтартĕç. Тен, çав усалсемпе пирĕн халех çапаçмала пуле. Асăрханма тивет.

Иăнăшмарĕ Рамаш. Ик-виç кун кĕтсе пурăнмалла та пулмарĕ.

Отряд тул çутăлнă çĕре, Вилмен утравĕнчен тухса, вăрман ăшнелле çул тытнăччĕ — кайрисем çын чупса килнине курах кайрĕç. Командир, Шур Праканьпе Ларкана мала ярса хăй хыçала юлнăскер, таркăн вырăса палласа илчĕ те отряда чарма хушрĕ. Халтан кайса çитнĕ Воронин, командир умне пырса ӳксе, макăрнă пек сасăпа, такăна-такăна:

— Часрах!.. Карательсем килнĕ, çемьесене пĕр киле пухса, хупса лартнă. Пирĕн пирки тĕпчеççĕ, нухайккапа хĕнеççĕ. Эп аран тарса хăтăлтăм, — терĕ.

— «Часрах!»

Çак сăмаха мĕн шухăшпа каларĕ-ши куян чĕреллĕ этем? Тен, вăл: «Часрах тарар, пире килсе тытма пултараççĕ», — тесе каласшăнччĕ пуль? Çук, партизансем ăна урăхла ăнланчĕç. Енер тĕрлĕрех шухăшпа сĕмленнĕ çынсем паян командир тавра пурте пĕр шухăшлăн кĕпĕрленчĕç, шăтарас пек куçран пăхса, вăл мĕн каласса кĕтсе тăчĕç…

«Пĕчĕк диктатор» штабĕнче

Малтанхи вăхăтра Пăслăкри шуррисен хушшинче «пĕчĕк диктаторсем» ытларах та алхаснă. Контрразведкăна лекнĕ хула çыннисене Назар сутсăр-следствисĕрех пере-пере вĕлернĕ. Ансăртран комиссара тартнипе çеç вăл кăштах хӳрине уснă. Тен, вăл ытларах та шар курнă пулĕччĕ те, комиссар епле майпа тарнине унран хăйĕнчен пуçне пĕлекенсемех пулман. Конвойри салтаксене вара Назар шарлама хушман, «персе вĕлереп» тесе хăратнă. Тен, тревога çĕклесе, таркăнсене шырама та тухман пулĕччĕ вăл, анчах Леонида тытса пуçхĕрлĕ çакас кăмăлпа урса кайнă. Хăй. асăрхаманнине пулах вара кайран пысăкрах пуçлăхсем Николаев «пĕр арестанта» тартни çинчен пĕлнĕ.

Таркăнсене иккĕшне те тытасса шаннă çав Назар. Çамрăк чухнех хулара пурăнса курнăскер, тавралăха лайăх пĕлет вăл: тăпра купаласа тунă пĕртен-пĕр çул ниçталла пăрăнмасăр ту хушăкне илсе каять…

Хаяр офицер çав ту хушăкне ирччен хурал хăварса та, çурçĕрелле каякан хыр вăрманне çити йĕрлесе те таркăнсене тупайман. Лешсем кăнтăр еннелле тарса пытанма пултарасса вăл пĕрре те кĕтмен.