Авандеев вăрттăн штаб валли вырăн палăртнă чух çавăн пек пуласса та шута илнĕ. Хула çывăхĕнчи ту хушăкĕнче те çĕр хăвăлĕсем пур. Малтан çавăнта пытанма сĕннĕ ăна хула çыннисем: «Кирлĕ пулсан, хыр вăрманне тарма питĕ ăнăçлă», — тенĕ.
Анчах Кăяш Тимкки хуларан ăнăçлăрах тарас шухăшпа килмен кунта. Çавăнпа вăл пытанса пурăнма та, уесри икĕ ревкомпа çыхăну тытса тăма та шанчăклăрах вырăн урăх енче тупнă.
Хыр вăрманĕнчн ревкомпа та Авандеев вăрманлă ту хырçи тăрăх мар, çеçенхир урлă, чугун çулпа çыхăну тытса тăрать. Хĕвеланăçĕнчен килекен связнойсем поезд çинчен çывăхри разъездра анса юлаççĕ. Хĕвелтухăç енчен килекеннисем вара, çуран е лашапа, вăрмансем урлă, юлашкинчен — Тук тăршшĕпе çӳреççĕ.
Чи малтан Авандеев хĕвелтухăç енчен лайăх хыпар кĕтсе илчĕ; хыр вăрманĕнчен хыпар нумай вăхăт пулманччĕ. Çавах та кĕтнĕ хыпар çитрĕ-çитрех. Унта икĕ отряд тĕвĕлене пуçланă-мĕн: пĕри малтанах палăртса хунă вырăнта — хыр вăрманĕнче, тепри тата хĕвеланăçнерех, Пăслăк уесĕнче те мар, Самар уесĕнче — хура вăрман ăшĕнче ларакан Домашка ялĕнче. Халь ĕнтĕ пĕр уесри ĕçсене кăна мар, икĕ уесри ĕçсене пĕтĕçтерсе тăракан пулчĕ Авандеевăн штабĕ.
Пăслăк ревкомĕ хула çывăхĕнчех ĕçленине сисмеççĕ шуррисем. Çывăхри ту хушăкĕсене тĕрĕсленипех лăпланнă вĕсем. Кăяш Тимкки вара хулари ĕçсене пĕлсех тăрать. Малтанхи вăхăтра, Федотовăн ĕçĕ сасартăк татăлнă хыççăн, Тимкка, офицерла тумланса, хулара хăй пулкаларĕ. Каярах, унта пĕрне-пĕри палламан офицерсем сахаллансан, хăй çӳреме асăрханарах пачĕ. Çав сăлтавпах вăл Илюшăна хула таврашĕнче ытлашши чарса тăчĕ. Чугуновăн хула çывăхĕнчи Сухоречка ялĕнче тăванĕсем пурăнаççĕ. Лешсен вара тăванĕсем хулара пур. Илюша, Авандеев хушнипе, хулара «хăнара» пулкаларĕ.
Мăрзабай ывăлĕн ĕçне те пĕлсе тăрать ревком. Назар хăйне паллакан çынсемех сăнаса тăнине сисмест. Усал ĕмĕчĕсем унăн хăйĕнчен те пысăк. Вăл Питĕртен ытти офицерсемпе пĕрле кăнтăр еннелле кайманшăн ӳкĕнет халĕ. Унта вăл Красновăн е пĕр-пĕр Май-Маевскин адъютанчĕ пулма пултарĕччĕ.
Çав еннелле кайма хатĕрленнĕччĕ те ĕнтĕ — кĕтмен инкек чăрмантарчĕ. Мĕн çитменччĕ ăна? Вăл пĕр паллă купцан тăлăх арăмĕ патĕнче савăнса пурăнатчĕ. Анчах тачка майра йăлăхтарчĕ, те Назар юлташĕн çураçнă хĕрне ăмсанчĕ. Хитре. Пуян. Улпут хĕрĕ. Смольнăй институтĕнче вĕреннĕ. Çав чнперккерен ирсĕр чир туянасса кам шухăшланă? Хăйне те чир ертрĕ, ĕçтерсе, тăрантарса пурăнакан хĕрарăма та туянтарчĕ. Çитменнине тата, леш офицерĕ Николаев ун хĕрĕпе çыхланнине сиснĕ те ăна персе вĕлерме пулиă, тет. Вара Назар Питĕртен тухса тарчĕ те кăнтăралла мар, Самаралла вĕçтерчĕ. Кунта вăл, путсĕр чирне эмеллесе пурăннă хушăра, Самарти офицерсен вăрттăн союзĕпе çыхăнчĕ. Чехсем Самара илсен, офицерсен союзĕ Николаева контрразведкăра ĕçлеме сĕнчĕ. Çапла вăл хăй лайăх пĕлекен уеса килсе çитрĕ.
Хăйне контрразведка ĕçĕнчен пăрнăшăн ним чухлĕ те ӳкĕнмест Назар. Халь вăл хăй отрядĕнче чăн-чăн диктатор пулса тăчĕ. Çитменнине тата, комучсен «демократилле» влаçне пăхăнасшăн мар. Кăмăлпа офицер учредиловка еннелле мар, ытларах Оренбургри Дутов еннелле туртăнать. Чехсене те юратмасть Назар. Отряд темиçе çĕр çынна çитсен, уесра хĕрлисен тымарне кăкласа пĕтерсен, хăйĕн пысăк отрячĕпе, çук, хăйĕн çарĕпе, тӳрех Дутовпа пĕрлешме тухса каять вăл. Çав атаман-генерал хăйне хăй тивĕçлĕ тыткалать, чехсене те, Самарти комуч влаçне те пăхăнмасть…
Назар отрядне çырăнакансем сахал мар. Хулари паллă купца ывăлĕ Виктор Половинкин хăйпе пĕрле пĕр вуна йĕкĕт ертсе килчĕ. Пурте тĕкленсе çитеймен тискер кайăксем. Хăйсене хăйсем юнкер теççĕ. Кашнийĕнех икшер-виçшер револьвер. Назаршăн шанчăклă йĕкĕтсем.
Ялтан килекенсем те пур. Паллах, пуян ывăлĕсем. Тепĕр чух вĕсем хушшинче чухăнраххисем те — Зар Ехим йышшисем — пулкалаççĕ. Малтанах вĕсене Назар йышăнасшăн марччĕ. Чее Миття, «диктаторăн» адъютанчĕ, унăн тĕп советникĕ: «Илер, Назар Павлович. Халăх ячĕпе ĕçлер», — тесе канаш пачĕ. Назар генерал пек лехлетсе илчĕ. «Эсĕ, Дмитрий Макарович, Самарти эсерсене сыхласа пурăнса, ху та эсерланса кайнă. Ман отряда демократиллĕ сывлăш кĕртсе, ăна пĕр-пĕр представительнăй орган пек туса хурасшăн», — тăрăхларĕ вăл адъютантне. Кайран унпа килĕшрех вара.
Чее Миття Самартанах каратель пулса килнĕ. Назар карательсен пуçлăхĕ пулса тăрсан, вĕсем пĕр-пĕрне питĕ килĕшнĕ. Хăй йăмăкне Чее Миттяна качча пама Назар çавăн чух шухăш тытнă та ĕнтĕ. Лешĕ хирĕçмен, анчах хăй Наçтук пирки пĕртте шухăшламан. Хулара вăл темиçе купца хĕрĕпе паллашнă, хăй валли Мăрзабайран чаплăрах хуняçа тупма ĕмĕтленнĕ.