Выбрать главу

Кĕçех тăван ялтан та Назар патне «харсăр йĕкĕтсем» килсе çитрĕç. Тăваттăнччĕ вĕсем — виççĕш çеç юлчĕç. Куншăн никам та мар, Назар хăй айăплă. Пĕр йĕкĕте хаяр кăмăлне чарайманнипех çухатрĕ. Смоляков ывăлĕ хăйĕн пултăрĕпе уйрăм калаçасшăн пулчĕ. Назар килĕшрĕ, Санькăна штаб çумĕнчи хăйĕн пӳлĕмне ертсе кĕчĕ. Кунта карательсенчен Чее Миттяпа Виктор Половинкин çеç кĕрсе курнă. Чее Миття, кусем пӳлĕме кĕнине курсан, кĕвĕçсе, алăк патне нырса итлерĕ. Лайăх илтĕнмест. Санька йăвашшăн та хуллен калаçать. Миття «хурăнташ» сăмаха çеç уйăрса илчĕ. Ак диктатор сăмахлама пуçларĕ. Лайăх илтĕнет халь:

— Политикансем çаплах калаçаççĕ. Отряда кĕнĕ-кĕменех тӳрех чи аслă офицерпа хурăнташланасшăн иккен эс, Смоляков. Хăвна ĕçре кăтарт, офицер пул, вара тинманпа танлашма пултарăн. Тата мĕн каласшăн?

Санька хăраса ӳкнипе аран сасă кăларать… Çав вăхăтра тулалла тухмалли алăкран Зар Ехимĕн хĕрлемес пуçĕ курăнчĕ.

— Санька ăçта кайса кĕчĕ, ма тухмасть? — ыйтрĕ вăл. Чее Миття та Назартан хаяр сасăна кăшкăрма вĕреннĕ. Вăл кайри алăк патне чупса пычĕ:

— Марш каялла! Чĕнмесĕр нихçан та ан кĕр, — тесе кăшкăрчĕ.

Зар Ехиме тĕртсе кăларнă хыççăн Чее Миття каллех шалти пӳлĕм алăкĕ патне ыткăнчĕ. Кунта тем мыскари пуçланнă иккен. Санька çари! çухăрса яни илтĕнчĕ. Шалтан такам алăка пырса перĕнчĕ. Алăкĕ, карт! уçăлса, Миттяна чутах çамкаран çапмарĕ.

— Ак сана кĕрӳ, ак сана туй! — тесе, нухайккапа питрен-куçран лектерет диктатор кĕрӳшне.

Санька каллех алăк патнелле ыткăнчĕ. Ура сарса, алăк умĕнче капланса тăракан Назар ăна, чышкăпа çапса, тĕпелелле сирпĕтрĕ. Ура çине тăрсан, Санька алăк пысăкăш чӳрече яри уçă выртнине курчĕ пулас. Çав чӳречерен ялт! сиксе, вăл пӳрт çумĕнчи пахчана чăмрĕ. Назар чӳрече патне чупса пычĕ, сăран йĕнĕрен револьверне кăлара пуçларĕ.

«Ку ытлашши пулать ĕнтĕ», — шухăшларĕ Чее Миття.

Вăл алăка тĕртсе хупрĕ те, кĕме ирĕк ыйтнă пек, хытă шаккаса илчĕ. Шăпах вăхăтлă шаккаса уçрĕ иккен. Браунингне çĕкленĕ диктатор чӳрече патĕнчен варт çаврăнчĕ те пĕр сăмах чĕнмесĕр пӳлĕмрен тухса кайрĕ.

Чее Миття чӳрече патне пырса тăнă çĕре Санька пахча карти урлă каçма та ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Назар хăйĕн кĕрӳшне мĕншĕн хĕненине Миття лайăх ăнланчĕ. Лешĕ ун умĕнче те хăй Мăрзабай кĕрӳшĕ пулнипе мухтанма ĕлкĕрнĕ. «Диктатор» кăмăлне пĕлсе çитеймен «адъютант» Санька ун вырăнне йышăнасран хăраса ӳкнĕччĕ. Хăрама кирлĕ пулман иккен.

— Санька, чим-ха, таврăн! — кăшкăрчĕ Чее Миття уçăлса кайнă сасăпа.

Леш таврăнма мар, çаврăнса та пăхмарĕ, урам вĕçнелле тапса сикрĕ. Вара Мăрзабай хĕрĕнчен хăтăлнăшăн пит савăннă йĕкĕт Санькăн урайĕнче йăваланса выртакан карттусне çĕклерĕ те, кула-кула, чӳречерен вăркăнтярчĕ.

Мобилизацирен хăраса, офицер пулма килтен тарса килнĕ айван Зар Ехим хăйĕн тусĕ чӳречерен тухса тарнине сисмесĕрех юлчĕ. Санькăпа васкаса калаçмалли пурччĕ ун. Фальшин Васьки хулана кайма илĕртнĕ чух улталанă-мĕн вĕсене. Ехимпе, Санькăпа пĕр çулхисене салтака илмеççĕ те иккен. Кунĕпе кĕтсе те Санькăна кĕтсе илеймерĕ Ехим. Киле тарма шухăшла пуçларĕ хĕрлемес айван пуç. Васька хăратать, уншăн тĕрмене хупаççĕ, тет. Пĕччен киле тарма та хăрушă çав. Кĕтери сăмахĕсене тинех асăнчĕ, мĕскĕн. Вара кил хушшинчи нушника кайса чылайччен макăрчĕ.

Назара тахçантанпах Весукка таврашĕнчи партизансем тупăнманни хăрататчĕ. Паян пер Якаль çынни çĕнĕ хыпар илсе килчĕ. Комуч таркăнĕсем Якаль вăрманĕнче пытанса пурăнаççĕ иккен. Çавăнтах Самлейĕнчен те хыпар çитрĕ. Унта халăх çĕнĕрен Совет суйланă имĕш.

Назарăн икĕ адъютант. Чее Миттяна вăл пысăк отрядпа Якальне ăсатас терĕ, Виктор Половинкина пĕчĕкреххипе — Самлейне.

Революци ячĕпе

Чее Миття тахçантанпах командир пулма, офицер пек, хăй тĕллĕн ĕçлеме ĕмĕтленетчĕ. Халь вара унăн ĕмĕчĕ çитрĕ-çитрех.

Çирĕм юланутпа Якальне тухса каяс умĕн Назар ăна мĕнле ĕçлемеллине вĕрентрĕ.

Хаяр Макар ывăлĕ, Назарпа çӳресе, мĕнле ĕçлемеллине хăй те лайăх чухлакан пулнă-ха. Ку ĕçре хĕçпăшалсăр та çырлахма пулать. Ытларах нухайкка, шомпол е чĕрĕ хулă кирлĕ. Çавах отряд тени хĕçпăшалсăр çӳремест ĕнтĕ. Чее Миттян тесен, хĕçĕ те пур, пăшалĕ те пур — вăрăмми те, кĕски те.

Аристарх Дятлов хăйĕн юлашки усал ĕçне те вăрттăн туса ирттересшĕнччĕ. Анчах вăрттăнлăх çиеле тухрĕ. Карательсен командирĕ тӳрех ун патне пырса кĕчĕ. Хуçа сăмахне итлемерĕ вăл, вăрмана таркăнсене шырама каймарĕ, ялти хыпарсене пĕлсен, хăйсемех килĕç терĕ.

Карательсем чăн-чăн карательсем пекех ĕçлеме тытăнчĕç ĕнтĕ. Кашни таркăн килĕнчен пĕр çын — е таркăн ашшĕне, е арăмне, е амăшне — Дятлов килкартине хăваласа пухрĕç те нухайккапа ăс кĕртме тытăнчĕç.