Выбрать главу

— Ывăлу ăçта, упăшку ăçта, кала! — тесе хĕнеççĕ.

Мĕскĕн çамрăк хĕрарăмсем хăшĕ «тупата туршăн, пĕлместĕп» тесе çухăраççĕ; хăшĕ «вĕлерсен те каламастăп» теççĕ. Ваттисем шăл çыртса, сасă кăлармасăр тӳсеççĕ.

Хĕрĕх тăватă çын. Кашнинех нухайккапа пилĕкшер хут тивертме те мĕн чул вăхăт кирлĕ! Халлĕхе командир пĕччен тенĕ пек тăрăшрĕ. Карательсем, ял тăрăх çӳресе, кирлĕ çынсене пурне те пухса çитернĕ çĕре тĕттĕмлене пуçларĕ. Чее Миття ывăнса çитрĕ. Юлашкинчен сĕтĕрсе килнĕ пĕр шĕвĕр сухаллă старике ик-виçĕ хут çеç тивертсе илчĕ те чул кĕлете ыттисем патне тĕртсе кĕртрĕ.

Хăй отрядне Чее Миття ял тăрăх сапаламарĕ. Вунă çын Аристарх Дятлов патне хупса лартнă заложниксене хураллама хăварчĕ, ыттисене те çав тавранах вырнаçтарчĕ. Хăй пĕр пуян чăваш патне хăнана кайрĕ. Хĕрлĕ Ваç-çа — Хаяр Макарăн пуçанăшĕ. Унăн карчăкĕ Миттян мăнаккăшĕ пулать.

Чее Миття шухăшĕсем те чее. Таркăнсене вăрманта шыраса тупаймăн, тупсан та — тытаймăн. Малтан вĕсен вăй-хăватне ялта тĕпчесе пĕлес пулать. Пуян килĕнче кăшт сăйланнă хыççăи — хăна кăмăшкана пĕр черккерен ытла ĕçмерĕ — Чее Миття мучăшпе вăрттăн калаçрĕ. Хĕрлĕ Ваççа та айван çын мар. Карательсене ертсе килнĕшĕн Аристархне ырламарĕ вăл, çапах хăнапа калаçнă чух ун пирки асăнмарĕ.

— Сыхланакана турă сыхлать теççĕ. Вăрманта отряд таврашĕ пулни илтĕнмест. Нумайăшĕ яла таврăнас пек калаçаççĕ курăнать. Çавах пĕлме çук. Дятлов таврашĕсем чăрсăр. Унта та пĕр кутăн Дятлов пур — Ларка. Çавă пăтратать пуль çынсене. Вăрмана каймасăрах таркăнсене тытас терĕр эппин. Хăтланса пăхăр, — терĕ Хĕрлĕ Ваççа, хĕрлĕ сухалне шăлкаласа. Унтан кăшт шухăшласа ларчĕ те пăшăрханнă пек хушса хучĕ: — Салтакусем шанчăклă-и? Чулçырмари пек ан пултăрччĕ. Унта икĕ çынна хĕненипе çĕр çынна хирĕçтернĕ. Кунта, хĕрĕх çынна хĕнесе, халăха пăлхатасран хăрамастăр-и?

— Халăха тивместпĕр эпир, хамăр халăх ячĕпе ĕçлетпĕр, — хуравларĕ Чее Миття. — Дезертирсене шыратпăр. Закон хушнипе ĕçлетпĕр. Хĕнессе те тулăксăр хĕнеместпĕр. Паян кăшт тутанмалăх çеç нухайккапа паллаштартăм. Чăн-чăн ĕç ыран пуçланать. Пĕр пиллĕкĕшин чĕр юн юхмалла пултăр. Вара тăванĕсене вăрмантан ертсе килме те килĕшĕç.

— Çынна ун пек тусан, епле вăрмана çиттĕр вăл?! — тĕлĕнчĕ те, пăшăрханчĕ те Хĕрлĕ Ваççа.

— Ĕçе кăшт чеерех тăвас пулать. Ахальтен мар мана ялта Чее Миття тесе чĕнеççĕ, — Назар пек лехлетрĕ карательсен командирĕ. — Ирхине кашни таркăн килĕнчен тата тепрер çын чĕнтеретпĕр. Тăванĕсене хĕненине пăхса тăччăр. Пăхса тăраканнисем тӳсеймĕç, хăйсемех вăрмана чупĕç. Лешсем те, хыпар илтсен, чăтаймĕç, хăйсемех чупса килĕç.

— Эх, самана! — текелесе тĕлĕнтерчĕ Якаль пуянĕ карателе. — Çапла пухнă çартан тулăкĕ пулмасть пуль. Халăха иăлхатни çеç.

— Эс, Ваççа мучи, Аристарх Дятловран та хăравçăрах иккен, — терĕ Миття, кулкаласа. — Ничево, самани сана та вĕрентĕ-ха. Тулăкне тупăпăр. Тăваттăшне персе вĕлерсен, хĕрĕхĕшĕ ай-яй лайăх салтак пулĕç. Иккĕшне халех палăртса хутăм: Лариван Дятловпа Шурă Пракань. Тата иккĕшне ыран палăртăп.

Хĕрлĕ Ваççа хĕремесленсе ӳкрĕ. Тем-тем каласа кӳрентерĕччĕ вăл ку çăмăлттая хăйне тăрăхланăшăн:

«Тупнă ерой! Аристарх сире айне янипе çеç ертсе килчĕ. Ку ĕçе хам пуçланă пулсан, урăхла тунă пулăттăм».

Анчах çак сăмахсеие хăнана каламарĕ вăл. Пĕр сăмах çеç: «Хăтланăр», — терĕ те, ерçмен çын пек таçта васкаса, пӳртрен тухса кайрĕ. Урамра вăл хăйĕн тусне, Куштан Темене, тĕл пулчĕ. Вара çавăнпа калаçса ăшне кантарчĕ.

Верук, армантан тин кăна таврăннă хуняшшĕне карательсем сĕтĕрсе кайсан, Темен куккăшсем патне чупрĕ, Марье кинемейпе калаçса пăхас терĕ. Ырă кăмăллă карчăк ăна киле таврăнма хушмарĕ, сентре çине хăиартса вырттарчĕ те. минтерсем айне турĕ.

Çĕрле, упăшки таврăнсан, карчăк ăна юриех вăлтса калаçтарчĕ. Лешĕ хăй Хĕрлĕ Ваççаран мĕн илтнине карчăкне йăлтах каласа пачĕ. Верук итлесе выртрĕ.

Хăйĕн куштан старикне карчăк шансах каймасть. Çавăнпа Верук пирки асăнмарĕ те. Шурăмпуç палăра пуçласан, вăл çамрăк хĕрарăма упăшкине систермесĕр кăларса ячĕ. Пĕрне-пĕри сăмах каламасăрах, иккĕшĕ те пĕр шухăшлă пулнине лайăх туйрĕç вĕсем.

— Кукку мĕн калаçнине нлтрĕн-и? — ыйтрĕ карчăк, пӳртрен тухсан.

— Пĕтĕмпех илтрĕм.

— Вăрмана каятăн пуль?

— Урăх ăçта каяс? Упăшкам кăна мар, шăллăм та çавăнта вĕт.

Карчăк тĕлĕнмерĕ те, тĕпчемерĕ те. Верука хĕрес хурса, çамкинчен чуптурĕ те:

— Ырăран ырă пултăр, чуп эппин, — терĕ.

Аристарх Дятловăн чул хӳмеллĕ çурчĕ аслă урам юпленсе кайнă тĕлте, шăп ял варринче, ларать. Çакăнтан пĕр çĕр утăмранах вăрман пуçланса каять. Аристархсен хыçĕнче, вăрман хĕрринче, çĕр çулхи юман кашлать. Çав юмана Аристарх пăхсах тăрать, никама та кастармасть, «ман юман» тет.