Выбрать главу

Рамаш кам юманне ыйтса-туса тăмарĕ, вăрмантан асăрханса тухрĕ те юман тăррине упăте пек йăпăрт-япăрт хăпарса кайрĕ. Сăнама питĕ лайăх вырăн. Ял вĕçрен вĕçе курăнать. Куçминкка еннелле чăвашсем пурăнакан урам вĕçĕ тăсăлса выртать, Самлей еннелле — вырăссем пурăнакан икĕ юплĕ урамăн вĕçĕ.

Воронин ним тĕплĕн пĕлеймесĕр, сехĕрленсе каялла чупнă. Çавăнпа Рамаш яла разведка хăй кайса килме шухăш тытнăччĕ. Кĕçех Верук чупса çитрĕ. Унăн хыпарĕсем пĕртен-пĕр тĕрĕс шут тытма пулăшрĕç. Хĕçпăшаллă партизансене Рамашпа Ларион Дятлов çакăнта илсе килчĕç. Хĕçпăшалсăррисене Шурă Пракань ялăн чăвашсем пурăнакан вĕçне ертсе кайрĕ. Вĕсенчен улттăшĕ вăрман енчи ретре пурăнаççĕ. Партизансен виçшерĕн-тăватшарăн çав килсене кĕрсе пытанмалла. Карательсем икшерĕн çӳреççĕ. Икĕ каратель учĕсем çинчен анса килкартинв кĕрсен, партизансен вĕсене çавăнтах тыткăна илмелле. Урăхла тума май çук: отрядра хĕçпăшал сахал. Кирек миçе каратель тыткăна лексен те лайăх: вĕсен вăйĕ чакать, партизансен — хутшăнать.

Лăп та шăп кирлĕ вăхăтра хăпарса ларчĕ Рамаш юман тăррине. Чее Миття, унăн планне пĕлсе, ăна пулăшас тенĕ пекех, чăваш вĕçне сакăр юланут ăсатрĕ, тепĕр вĕçе — ултă юланут. Саккăрăн кайнисен те Рамаш планĕпе ĕçленĕ пекех пулса тухрĕ: улттăшĕ, икшерĕн уйрăлса, вăрман çумĕнчи рете тĕллерĕç, иккĕшĕ — хир енчи рете. Рамаш сăнать. Акă, икĕ юланут Шурă Праканьсем тĕлне çитсе чарăнчĕ. Карательсем çуранланса хапхаран та, чӳречерен те пырса шаккарĕç. Никам тухманнине курсан, килкартнне кĕрсе кайрĕç, «Кусем лекрĕç ĕнтĕ», — шухашларе Рамаш, Шурă Иракань ахаль каларса ямĕ.

Кĕçех Аристарх килкартинче хĕрарăм çухăрни илтĕнчĕ: Чее Миття ĕçе тытăнчĕ пулмалла. Пĕр сасă лăпланичченех тепри янăраса кайрĕ. Рамаш çыннисем тӳсеймерĕç, темиçен вăрман хĕррине килсе тухрĕç. Командир вĕсене каллех пытанма хушрĕ: вăхăт çитмен-ха.

Рамаш сăнать.

Вырăссем пурăнакан вĕçе кайнă карательсем каялла таврăнни курăнчĕ. Вĕсем тата виçĕ çынна нухайккапа хăваласа килеççĕ. Тепĕр вĕçрен те икĕ юланут таврăнчĕ. Ыттисен йĕнерлĕ лашисем çаплах хапха умĕнче тăраççĕ, хăйсем курăнмаççĕ. Кĕçех лашисем те куçран çухалчĕç. Рамаш савăнать, малалла мĕн пулса иртнине тӳсĕмлĕ сăнать. Карательсем тепĕр хут ял вĕçнелле кайччăр, вара операци пуçлама та юрать.

Ариетарх килкартинче Чее Миттяпа пĕрле виçĕ каратель «ĕçлеççĕ». Иккĕшĕ уçă хапха умĕнче тăраççĕ, хăваласа килнĕ çынсене тухса тарасран сыхлаççĕ.

Юланутсем каллех ял вĕçнелле кустарчĕç. Вăхăт çитрĕ. Рамаш шăхăрма хатĕрленнĕччĕ — чул хӳмеллĕ килкартинче сасартăк пăшал пени илтĕнсе кайрĕ. Партизансем çав самантрах вăрмантан чупса тухрĕç. Рамаш та вара юман çинчен çĕре сиксе анчĕ.

Чее Миття хăй те хаярланса ӳкессе кĕтменччĕ. Тен, хаярлăхран та мар, сехĕрленсе ӳкнĕрен çапла пулчĕ-ши ку? Тем тесен те, вăл пеме шухăшламанччĕ. Йăваш сăнлă, шĕвĕр сухаллă старик нимсĕрех тенĕ пек урса кайрĕ. Йĕмне антарса вăрăм сак çине выртас вырăнне карательсен командирĕ çине сиксе ӳкрĕ. Çакна кĕтменскер, Чее Миття пăрăнса ĕлкĕреймерĕ. Ватăпа çамрăк вара çĕре тĕшĕрĕлчĕç, çăмха пек йăвалана пуçларĕç. Анчах çамрăкки вăйлăрах та, йăрăрах та ĕнтĕ. Ытти карательсем мĕн пулнине ăнланса та ĕлкĕреймерĕç, вĕсен командирĕ револьверне туртса кăларчĕ те старике тӳрех пуçран печĕ.

Малалли Чее Миттяшăн тĕлĕкри пек пулса иртрĕ. Кĕлетри çынсем кăшкăрса, уласа ячĕç, килкартинчисем те, çари! çухăрса, хапха еннелле ыткăнчĕç. Хапхари карательсем вĕсене чарас тесе тĕрмешеççĕ. Чĕр юн пулса выртнă хĕрарăмсемпе арçынсем ура çине тăра пуçларĕç. Пăшалне ним шухăшламасăр-тумасăр персе янă Миття тата хытăрах сехĕрленсе ӳкрĕ. «Молчать!» — тесе кăшкăрчĕ те, ниçта тĕллемесĕрех, тепре нерсе ячĕ. Пĕр хĕрарăм крыльца çине упаленсе хăпарса кайрĕ, Чее Миття ăна çивĕтрен ярса тытрĕ. Çывăхрах темиçе хут пăшал пени илтĕнчĕ, такам Чее Миттяна пилĕкрен çавăрса тытрĕ те çĕре персе антарчĕ. Çав самантрах уп çине такамссм иккĕн-виççĕн тиенчĕç…

Кăнтарла тĕлнелле Якалĕнче революци ячĕпе суд пулчĕ. Ревком пуçлăхĕ халăх умĕнче приговор вуласа пачĕ. Çапла Якалĕнче Чее Миттяна, Аристарх Дятлова тата пилĕк карателе ревком сучĕпе, революци ячĕпе персе вĕлерчĕç. Тăватă карательпе икĕ партизан тытăçура пĕтнĕ. Пилĕк каратель, урамăн вырăссем иурăнакан вĕçĕнче пулнисем, Самлей еннелле тарса хăтăлнă. Икĕ карателе, хальтерех отряда кенĕскерсене, тытăçу вăхăтĕнче алă çĕклесе тыткăна парăннăшăн ревком ирĕкрех хăварчĕ. Тепĕр виçĕ карательпе ялти икĕ кулака — Хĕрлĕ Ваççапа пĕр Дятлова — ревком, заложник туса, хăйсемпе пĕрле илсе каймалла турĕ. Вĕсем пирки халăха ăнлантарса панă чух Рамаш çаила каларĕ: