Выбрать главу

— Кулаксем е ытти тăшмансем ялти партизансен çемйисене хĕсĕрлеме тытăнсан, заложниксене суд тумасăрах персе вĕлеретпĕр, хамăр каллех Якальне революци ячĕпе суд тума таврăнатпăр. Ан пăшăрханăр, юлташсем! Шуррисене пурне те кĕçех аркатса тăкатпăр. Курăр, ав, революцишĕн çапăçма мĕнле маттур йĕкĕтсем каяççĕ…

Рамаш Верук шăллĕ иккенне пĕлекенсем пулмарĕç. Верук отрядпа пĕрле кайма та, вăхăтлăха Чулçырмана куçма та килĕшмерĕ, чирлĕ хунямăшне пăхма юлчĕ. Чее Миття персе вĕлернĕ шĕвĕр сухаллă старик унăн хуняшшĕ, Шурă Праканĕн ашшĕ пулнă иккен.

Епле васкамалла пулсан та, пĕр хушлăха çитсен, Рамаш отряда чарчĕ, виçĕ партизана чĕнсе илсе, Куштан Темен патне кĕме хушрĕ. Лешсем Рамашăн «Тĕве куккăшне» пӳртрен сĕтĕрсе тухрĕç те витене хупса лартрĕç. Рамаш пӳрте чупса кĕчĕ, хăраса ӳкнĕ карчăка ыталаса чуптурĕ.

— Рамаш эпĕ, Марье кинемей, анхăра, куккана ним те тумастпăр, — терĕ вăл. — Тăвар кирлĕ манаг, пĕр çур пăт тăвар. Пĕлетĕп: вăл хыт кукар вĕлерсен те хăй ирĕкĕпе парас çук. Спаççипă сана, Марье кинемей! Эс пире питĕ пулăшрăн, революци ячĕпе тав тăватăп сана!

Марье кинемей Сахар ывăлне вăл калаçма пуçласанах палласа илчĕ, вара те савăнса, те хурланса, макăрса ячĕ.

— Пехил, ачам, пехил! Аçу ăçта çӳрет? Пуçне хуман-ши? — хыпаланса мăкăртатрĕ карчăк.

— Пĕлместĕп, Марье кинемей, ннм те пĕлместĕп. Верука упра! Хăрушлăх килсе тухсан, пытар. Хунямăшĕ сывалсанах, Весуккана Ятрус учитель патне е Чулçырмана ăсат. Трашук килсе тухсан, ялта мĕн пулнине каласа кăтарт, хыпарсем пĕлкелетĕр те тӳрех каялла таврăнтăр.

Карчăк, хутаç тытса, тĕпсакайне кĕрсе кайрĕ.

«Тăварĕ кĕлетре, тенĕччĕ Трашук. Кунта та пытарнă иккен чее старию» — кулса илчĕ ăшĕнче Рамаш. Тухса каяс умĕн вара карчăка:

— Эпир кайсан, кăлар стариккӳне. «Мана тав ту, эп пулмасан, сана та персе вĕлеретчĕç. Кулаксемпе ан çыхлан, эп сана çăлма та, пĕтерме те пултарап» тесе хăрат, — терĕ.

Карчăк йĕкĕте каллех ыталаса илчĕ:

— Эх, Рамаш, ачам! Вутлă ĕçе кĕтĕн пулин те, шӳт тума çавах манмастăн. Кăмăлпа яланах ырă пул. Хăвăн пуçна та сыхла. Верукшăн ан пăшăрхан…

Кăмăллă карчăк Рамаша та хĕрес хурса ăсатрĕ.

Тапăрта лаша тулхăрать

Хăйĕн ĕçне Пысăк ревкомпа килĕштерсе тума вăхăт пулмарĕ Рамашăн. Малтан иккĕленмерĕ вăл, анчах халĕ, утлă отрядпа таçталла кайма тапрансан, çамрăк командир шухăша кайрĕ.

Чăнах та çав, Якалĕнчи ĕçсем пирки хыпар хулана паян-ыранах çитĕ. Шуррисем вара ку ĕçе ахаль хăварасшăн пулмĕç. Çавăнпа Весукка таврашне утлă отрядпа пырса кĕме юрамасть — хатĕрленсе çитмен тĕп отряд енне тăшмана çул кăтартса парас мар…

Революци çулĕсемпе лашапа вĕçтерсе çӳреме хăнăхнă Рамаш утлă отряд пирки ĕмĕтленетчĕ. Халь унăн отрячĕ çурри утлă темелле. Карательçен йĕнерленĕ лашисем паттăр партизансене питĕ килĕшрĕç. Отрядра ĕнтĕ кавалери те, пехота та пур. Капла кансĕртерех те — халлĕхе пырĕ-ха. Васкаман чух çураннисем лашаллисемпе ылмашкалĕç, васкамалла чух пурне те икшерĕн лаша çине лартма пулать.

Ялтан тухса, вăрмана кĕрсен, Рамаш хăйĕн Пĕчĕк ревкомĕпе канаш турĕ. Хăш еннелле кайсан лайăхрах пулĕ-ши? Самлейпе Весукка хушшинчи вăрмана кайма юрамасть, ун пирки Ятрус Рамаша малтанах асăрхаттарчĕ. Çапах Самлей вăрманĕ чăннипех сĕм вăрман. Праканьпе Ларка вара çакăн пек канаш пачĕç: Самлей таврашне Весукка енчен çывхарма юрамасть пулсан, Тарăнвар еннелле çул тытас. Кайран хĕвелтухăç енчен Самлей таврашне те пырса тухма пулать. Унта шанчăклăрах вырăнсем пур. Рамаш килĕшрĕ. Мĕн тесен те, тĕп отряд инçех мар. Тата Самлейри Совет влаçĕпе те çыхăнма пулать. Çапла канашланă хыççăн отряд çĕнĕрен çула тапранчĕ.

«Хуларисем пире йĕрлеме тухиччен пĕр-ик кун та иртĕ-ха. Çав хушăра Пысăк ревкомпа çыхăнса, хаяр тăшмана кĕтсе илме хатĕрленес», — шухăшларĕ командир.

Ун пуçĕнче тата романтикла çăмăлкка шухăшсем те вылякалаççĕ. Сăмахран, вĕсен халь пĕр çирĕм юланутпа «карательнăй отряд» пулса тăрасчĕ, карательсен ĕçне пĕтĕм уесĕпе арпаштарса ярасчĕ. Е хулари рабочисемпе, вăрттăн ĕçлекен коммунистсемне çыхăнса, хулана пырса кĕресчĕ те унта революциллĕ пăлхав çĕклесчĕ… Çук, ун пек ачалла хăтланма юрамасть çав. Вăл командир, ун аллинче хĕрĕх икĕ партизан пурнăçĕ. Шанаççĕ вĕсем çамрăк командира. Ун хыççăн халь Ларкăпа Шурă Пракань кăна мар, Воронинпа Чашкин та таçта кайма хатĕр.

Каçпа отряд Самлей çывăхне тухăç. енчен пырса чарăнчĕ. Весуккана çын ямалла. Кама ярас? Дятловпа Праканьрен шанчăклăраххи никам та çук. Тепĕр чух урăххисене те яма пултарĕччĕ Рамаш — кусем кунта питĕ кирлĕ çынсем, ревкомсем, анчах ĕçĕ ытла та ответлă: сасă кăлармасăр вилме хатĕр çын кирлĕ…