Выбрать главу

Тĕп отрядăн та ĕçе тытăнма вăхăт çитнĕ иккен: хула хыпарĕсем васкатаççĕ. Çак кунсенче шуррисем хуларан Оренбург енне пĕр вакун хĕçпăшал ăсатаççĕ-мĕн. Партизансем, ятсăр разъезда çитсе çав пуйăса кĕтсе илсен, революцишĕн усăллă ĕç тума пулать. Пломбăланă вагон площадки çинче кондуктор та темиçе салтак çеç пулмалла. Машинист — хамăр çын. Вагонне шуррисем юриех ыттисенчен уйăрса палăртасшăн мар. Разъездра кĕтсе илме май пулмасан, пуйăсне хиртех чармалла, паллă парсан, машинист хăех чарĕ. Отрядăн малтанах разъездри çынпа çыхăнмалла. Хăш пуйăса чармаллине çавăн урлă çеç пĕлме пулать. Çынни мĕн таран шанчăклă пуласси паллах мар, ăна тĕрĕслесси — отряд ĕçĕ.

Филька Сурачăнтан ертсе килнĕ рабочи ак хăçан кирлĕ пулчĕ. Разъездри çын Горшковăн тăванĕ иккен. «Тарпа ĕçлекен» виçĕ улăп та халь кирлĕ пулчĕç.

Аллă партизан суйласа илчĕ Осокин. Тата темиçе лав кирлĕ пулать. Разъезд Весуккаран пĕр çирĕм пилĕк çухрăмра. Ревкомшăн халĕ задача паллă ĕнтĕ. Планĕ те палăра пуçларĕ. Отряд, çĕрле чугун çул таврашне çитсе, вăрмана пытанать. Горшковпа тепĕр шанчăклă çын тӳрех разъезда каяççĕ. Харсăр, вăрт-варт, вăйлă çын кирлĕ. Виçĕ Якур юрăхсăр, вырăнсăр пуçтахланса, ĕçе пăсма пултарать. Кĕркури хăй кайма килĕшнĕччĕ, ăна Осокин ямарĕ, эс урăх çĕрте кирлĕ пулатăн терĕ.

Тапăртан тухса каяс умĕн тепĕр ĕçе те манмарĕ Осокин. Кăяш Тимкки пĕр çын ыйтса янăччĕ. Çĕр е темиçе çĕр çухрăм кайса, шуррисем аллине лекмесĕр Атăл çине çитме пултаракан çын кирлĕ-мĕн. Илюшăна Авандеев тиркенĕ. Оеокин çавăнтах Рамаша аса илчĕ: лешĕ, Стерлитамакран Якальне вăрттăн çитме нултарнăскер, хуларан Атăл таврашне те çитме пултаратех ĕнтĕ.

Комиссар, унпа хăйпе курса паллашман пулин те, ун çинчен нумай лайăх сăмах илтнĕ. Вăл Трашукпа кунта килме васкаман, ав, Ятрус сăмахне итлесе, вăрмана таркăнсенчен отряд тума кайнă. Чăнах та, çакнашкал пултаруллă йĕкĕт кунта та пит кирлĕ çын, анчах кĕпĕрне ревкомĕпе шанчăклă çыхăнас ĕç отряд малашлăхĕшĕн темрен те хаклăрах…

Рамаша ревком халех Трашук урлă чĕнтерсе илме шутларĕ. Вилмен отрядне ун вырăнне урăххине ямалла турĕ. Кĕркури ак ăçта кирлĕ пулса тăнă иккен.

Çапла вара, Рамаш хăйĕн отрядне Самлей еннелле пăрнă вăхăтра, Трашукпа Кĕркури Тапăртан Якальне тухса кайрĕç. Палипе Горшков разъезд еннелле çул тытрĕç. Осокинпа Федотов чылай пысăк отряда кăнтăралла, чугун çул вăрман çумне çывхаракан тĕле ертсе кайрĕç. Ревком вырăнне, комиссарпа командир вырăнне, Тапăрта Мăрзабай Çимунĕ юлчĕ.

Çимун халиччен пĕр ĕçре те пуçпулса курман-ха. Çавăнпа вăл Тапăрта командир вырăнне юлма та тăруках килĕшмерĕ.

— Революци ирĕкĕпе вилме хатĕр эп, командир пул-малăх вара ăс та, сасă та паман мана атте-анне, — турткалашрĕ вăл. — Хăвах мана «кăвакарчăи сассиллĕ» тесе тăрăхлатăн вĕт. Кунта арăслан сассиллĕ çын кирлĕ.

— Уру çине ĕне пуссан, пуçу та, сассу та улшăнĕ, — терĕ Осокин.

Çимун сисрĕ: ку ĕçре турткаланса тăни аван мар. Вара пуçне усса, ĕнсине хыçкаласах килĕшрĕ.

«Ик-виçĕ кун епле те пулин иртсе кайĕ-ха. Комиссар-па командир таврăниччен Тапăрта темех пулас çук», — хăйне хăй йăпатма тăрăшрĕ вăл.

Чăнах та, темех пулмарĕ пек, анчах кĕтмен япаласем пурпĕр çине-çинех килсе туха пуçларĕç. Кашни ыйтăва татса пама ăçтан ăс çитерес? Яланах çутă сăнлă Çимун сăнĕ тепĕр иртенех тĕксĕмленсе кайрĕ.

Çав ирхине Трашукпа Кĕркури каялла таврăнчĕç, Якалĕнчен тĕлĕнмелле хыпарсем илсе килчĕç. Мĕн тăвас ĕнтĕ? Рамаш отрядне ăçтан тупас? Отряд пирки тăхтама та пулĕччĕ, Рамашĕ хăй нитĕ кирлĕ-ха. Ана, Осокинсене кĕтмесĕрех, хулана ăсатмаллаччĕ. Халь тата тепĕр хуйхă. Шуррисем Якаль ĕçне ахаль хăвармĕç. Партизансен тĕп Тапăрне те çавăрса илме пултараççĕ. Çак шухăшпа тарăхса вĕтеленнине çавах çынна палăртмарĕ Çимун. Мĕн тумаллине пĕлекен çын пек, çул çӳресе ывăннă юлташĕсене выртса канма хушрĕ. Хай Шатра Миккана таврари патрульсене улăштарма ăсатрĕ, çĕнĕрен патруле тăмалли çынсене сыхлăх пирки хытă асăрхаттарса ячĕ.

Трашукпа Кĕркури çывăрма выртрĕç. Çимун тăрă çăлкуç патĕнче пуç çĕмĕрсе ларать. Рамаш йĕрне хăш енче шырас? Шырама кама ярас? Хветюка ярĕччĕ, лешĕ Мăкшăелĕнчен таврăнман-ха. Командир пĕр-пĕр мел шыраса тупиччен Осокинсем те килсе çитĕç капла. Намăс! Нивушлĕ ним ĕçе те юрăхсăр çын-ши вара вăл? Иăнăшрĕç пулать юлташĕсем ун пирки.

Çавăнтах тата тепĕр хуйхă сиксе тухрĕ. Яхруш ялтан çын ертсе килнĕ. Ют çын. Шурă çӳçлĕ çамрăк чăваш. Якальсем, Шурă Пракань ятлă, тет. Хайхи Рамаш çынни пулать-мĕн. Рамаш тупăннăшăн савăнасчĕ кăна, халĕ командир савăнма та пĕлмерĕ: «Тен, ку шурă чăваш тăшман лазутчикĕ? Парольпе килнĕ, тет. Кивĕ парольпе килнĕ çав… »