Выбрать главу

Ним тума аптранипе Çимун Трашука вăратма шутларĕ. Çав вăхăтра тата, йĕпе çине сапа тенĕ пек, тепĕр инкек тупăнчĕ.

Весукка çулне сыхлакан Филька икĕ юлташĕпе Тапăра таврăнчĕ. Таврăнни лайăх, вĕсене улăштарма Çимун çын хăех янăччĕ. Тулăксăр Филька пĕр карателе тыткăна илнĕ тата. Ун пек ĕç тума никам та хушманччĕ ăна, хăй ăссĕн çапла хăтланнă.

— Карателĕ мана кирлех марччĕ, — тĕре Филька, тӳрре тухма хăтланса. — Эп Трашука унăн ăйăрне тупма сăмах панăччĕ. Пăхап, çулпа пĕр çын тимĕр кăвак урхамахпа килет. Пĕчченех. Эпир виççĕн. Лаша вăрри тесе тытрăмăр ăна. Чăнах та, пăхма каратель пек те мар хăй: хресчен ачи пек чухăн тумланнă, лăпкă. АнчаХ унăн кĕсйинче акă мĕн тупрăмăр. — Филька Çимун умне маузер тата пĕр пĕчĕк хытă хут татăке кăларса хучĕ.

Çимун шурă та çутă хут татăкне çавăркаласа пăхрĕ. Пĕр енĕ тап-таса, тепĕр енне вара ылтăн саспаллисемпе «Виктор Иванович Половинкин» тесе çырнă. Ку вăл хулари купца ячĕ, Çимун ăна Трашукран та илтнĕччĕ. Вара лешне вăратмаллах пулчĕ. Вăл вăраннă çĕре Филька, командиртан ыйтмасăрах, допрос та пуçланă иккен.

— Чăннипе каламасан, сана хăван револьверӳпех персе вĕлеретĕп. Сан пеккисем татах пур пирĕн. Тунмасăр каласа парсан, пеместĕп.

Яштака та хитре йĕкĕт каялла çыхса лартнă аллисене турткаларĕ, йĕри-тавра салхуллăн пăхса илчĕ те пуçне каллех усрĕ.

— Тунмастăп, тĕрĕсне каЛарăм. Каратель мар эпĕ, хресчен ачи. Хулара, купца патĕнче, тарçăра ĕçлерĕм. Пĕлессĕр килсен, револьверие унăнне вăрларăм эпĕ, — терĕ вăл шăл витĕр.

— Юрĕ. Кала-ха, эппин, хресчен ачи, куица тарçи, — куçне хĕссе илчĕ Филька. — Тĕрĕс каласан, ĕненĕп. Кала-ха, пужалăстă: выртакан ĕне, кашкăра курсан, ура çине тăнă чух малтан пуçне çĕклет. Лаша урăхла хăтланать — малтан хыçне çĕклет, кайри ури çине тăрать. Ма апла? Тĕрĕс ответ парсан, эс хресчен ачи пулнине ĕненĕп вара. Комиссара та ĕнентерĕп.

Мĕскĕн йĕкĕт сăнĕ кăшт уçăлса кайрĕ пек.

— Ана пĕчĕк ача та пĕлет, — терĕ вăл, Филькăна куçран пăхса. — Ене мăйракапа хăратать кашкăра. Лашан мăйрака çук, вăл урипе тапма тăрăшать, çавăнпа малтан хыçне çĕклет…

Партизансем ахăлтатса кулса ячĕç. Çынсемпе пĕрле Трашук та кулчĕ. Филька хăй кулмарĕ.

— Тĕрĕс калать-и, Трофим Михайлович? Эс тарçăра пулнă çын. Пуян выльăхĕн йăлисене пĕлме кирлĕ, — терĕ вăл.

Трашук пĕрре визит карточки, тепре тыткăна лекнĕ каратель çине пăхрĕ.

«Наташа Черникова каччине ак ăçта тĕл пулма тиврĕ иккен», — шухăшларĕ вăл.

Унтан «тарçă» çывăхне пычĕ.

— Мыскараçă пулни килĕшмест сана, Виктор Половинкин. Савнă хĕрӳ патне большевиксем пирки мĕн çырнине манман пуль-ха. Маннă е çырман пулсан, халь çыртарăпăр. Сан аллуна лайăх пĕлетĕи эпĕ. Тунни усăсăр, Половинкин. Хăвна ху сиен тума çеç пултарăн. Аçта, мĕн çăмăлпа кайнине пĕтĕмпех тĕрĕссипе каласа пар луччă, — терĕ Трашук, Çимуна та, Филькăна та тĕлĕнтерсе.

— Ну, мĕн вара?! Половинкин эпĕ, тунмастăп. Савăнăр! — сасартăк кăшкăрса ячĕ хайхи «хресчен ачи». — Разбойниксем пек хăтланатăр пулсан, персе вĕлерĕрех эппин. Хăрамастăп…  — Хăй Трашук аллинчи хут пек шурса кайрĕ. Вара вăл çавăнтах курăк çине тĕшĕрĕлсе анчĕ те ĕсĕкле-ĕсĕкле йăвалана пуçларĕ.

Командир хушнипе икĕ партизан Назарăн тепĕр адъютантне ытти карательсем патне кайса хупрĕç.

— Комиссар таврăнсан, хăй допрос тутăр, — терĕ Çимун.

Ĕçсем çапла майлашкала пуçларĕç. Мăрзабай Çимунĕ çăмăллăн сывласа ячĕ. Лайăх помощниксем пулсан, командир пулма та хăрушă мар иккен. Шурă Пракане те çав Трăшуках палларĕ вĕт. Ĕçре пулман çĕнĕ партизан, хăюсăр каччă, кĕтмен çĕртен командир тĕрекĕ пулса тăчĕ.

Вара командир канăшлу пухас терĕ. Çав канашлура Кĕркури, Шурă Пракань, халь кăна ĕçрен таврăннă Шатра Микка тата Филькăпа Трашук пулчĕç. Осокинсем таврăниччен Рамаш отрячĕ Самлей таврашĕнчех тăтăр терĕç. Халь Шурă Праканьпе пĕрле унта Кĕркури тата Трашук кайччăр, Рамаш тӳрех хулана вĕçтертĕр.

Кăяш Тимккине мĕнле тупмалли пирки, парольсем пирки Çимун вăрттăн пĕр Кĕркурие çеç каласа ячĕ. Кун пирки вăл хăех ăс çитерчĕ ĕнтĕ. Рамаша хăйне çеç каламалли япалана пĕр çын кăна пĕлтĕр терĕ.

Çак ĕçсем ирхи апатчен пулса иртрĕç. Яхруш халь ĕнтĕ Тапăртах юлчĕ. Ватă учитель Чулçырмаран таврăннă-мĕн. Темле хыпарсемех илсе килмен пулас. «Яла карательсĕм пыман-ха. Мăкшăелĕнчи ĕçсене сăнас пулать», — тесе калама çеç хушнă-мĕн Яхруша Хрулкка мучи.

Мăкшăелне Хветюк чиперех кайса килчĕ. Ватă большевика тупайман вăл. Ял çыннисем Малинин юлташ ăçта кайса кĕнине пĕлмеççĕ иккен.