Выбрать главу

Лăпкă пурнăç Тапăрта тата икĕ куна пычĕ. Тен, апла та пулмастчĕ, Çимунăн, Осокинсене кĕтсе илеймесĕрех, карательсемпе çапăçу пуçласа ямалла пулатчĕ-тĕр, анчах, ун телейне, Филька, Трашукăн ăнман ăйăрне пула, шăп кирлĕ çынна тыткăна илнĕ. Çапах та Тапăра мĕн тĕрлĕ хăрушлăхран хăтарнине вăл хăй те сисмест-ха. Якалĕнчен тарнă пилĕк каратель Самлейне пырса кĕнĕ чух Половинкин тепĕр пилĕк карательпе шăп çав ялта пулнă. Самлейĕнчи Совет влаçне пĕтерме пынă пулнă вĕсем.

Самлей таврашне çитсе вырнаçнă хыççăн Рамаш йыснăшне Ыхраçырмине ăсатнипе çырлахмарĕ, Самлее те икĕ разведчик ячĕ. Икĕ разведчикĕ те пĕр хыпар илсе килчĕç: ялта карательсем пур иккен, пĕр вунă çын. Çутăлас енне Рамаш отрячĕ пăшал пемесĕрех вĕсене пурне те тыткăна илчĕ. Çавах пĕри, командир пекки, вĕсен аллине лекмен авă. Вăл çĕрле, тумне улăштарса, хулана хыпар çитерме вĕçтернĕ. Тумне мар, лашине улăштармаллаччĕ, вара Филька аллине лекмен те пулĕччĕ…

Хальччен партизансем Тапăрта лаша кĕçеннине илтменччĕ-ха. Филькăн тимĕр кăвак лаши те, унти йĕркене пĕлнĕ пекех, хăйне лăпкă тыткаларĕ: тулхăрасса тулхăркаларĕ, анчах пĕрре те кĕçенмерĕ. Виççĕмĕш кунхине ир енне вара пĕтĕм Тапăр лаша кĕçеннипе, тулхăрнипе, урапа сассипе, çын сассипе вăранчĕ. Ĕçре пулнă партизансем нихçанхинчен те шавлăрах калаçаççĕ. Вĕсем халь кашниех лашаллă. Рамаш отрядне те шута илсен, партизансен кавалерийĕ çитмĕлтен те иртрĕ ĕнтĕ. Отряд ĕçрен вăй илсе, хастарланса таврăнчĕ. Пăшал, хĕç, граната халь тепĕр çакăн пек отряд валли те çителĕклĕ. Артиллери снарячĕсене çеç илсе килеймерĕç партизансем. Вĕсене çавăнтах сирпĕнтерсе хăварма тиврĕ. Халь ĕнтĕ хулана Якаль хыпарĕ мар, чугун çул хыпарĕ маларах çитĕ. Тек вăрманта пытанса пурăнаймăн, тăшманпа хире-хирĕç тухса çапăçма хатĕрленес пулать.

«Операци ăнăçлă иртнĕ, — шухăшларĕ Çимун комиссарпа калаçичченех. — Осокинпа Федотов чĕрĕ, сывă таврăнчĕç. Отряд шучĕ чакни те палăрмасть пек».

Шучĕ чакман пулин те, икĕ çын суранланнă. Вĕсем те хăйсен пуçтахлăхне пула çеç… Илюшăпа Виçĕ Якур тӳсеймен, команда парасса кĕтмесĕрех чарăннă пуйăс патне ыткăннă, хуралти салтаксен пулисем тĕлне пулнă. Халь вĕсене юриех хатĕрленĕ çĕрпӳрте вырттарчĕç, Яхруша яла учителе чĕнтерме чуптарчĕç.

Çимун комиссара Тапăрти ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Кунти хыпарсем те лайăх иккен. Хĕçпăшал вăхăтлăха туянман пулсан, Рамашăн паттăр ĕçĕ пирки комиссар, тен, пăшăрхакнă пулĕччĕ. Халь савăнчĕ кăна. Филькăна та тимĕр кăвак ăйăра тыткăна илнĕшĕн мухтарĕ. Половинкин Назарăн «адъютанчĕ» пулнине хула хыпарĕсем тăрăх пĕлет Осокин. Питĕ кирлĕ кайăк сунарçă аллине лекнĕ иккен. Пуринчен ытла Рамаш тĕлĕнтерчĕ Осокина. Ку паттăр йĕкĕте кунта хăварса хулана урăх çынна ямалла марччĕ-ши тесе шухăшла пуçларĕ вăл…

Шухăшлатăр комиссар. Халь вăл мĕн шухăшласан та, Рамаш унăн ирĕкĕнчен тухнă ĕнтĕ. Çак юлашки икĕ кун хушшинче вăл, каланă çĕре çитсе, ашшĕн авалхи тусне шыраса тупнă. Вĕсене паллашма пароль кирлĕ пулмарĕ. Рамаша палланă хыççăн Кăяш Тимкки хура куçне йăлтăртаттарчĕ те:

— Кунта мĕн пур сан? — тесе, Рамашăн хутаççине хыпашласа пăхрĕ.

— Пропуск, — терĕ Рамаш, тутине чалăштарса. Унтан аллине хутаçа чикрĕ те ывăç тупанĕ çине Темен куккăшĕн хăйăр тĕслĕ тăварне илсе кăтартрĕ. — Акă манăн пропуск.

— Лайăх пропуск. Маттур. Эс, чăнах та, кирлĕ çĕре çитессе шанатăп, — савăнчĕ Авандеев.

Мăрзабай тепĕр хут урăлсан…

Мăрзабай Павăлĕ, «пĕчĕк туй» хыççăн каллех сыпкалама пуçланăскер, авалхи тусĕ — Ятрус Хрулкки — килсе кайнăранпа пачах ĕçме пăрахрĕ. Пĕррехинче вăл хăйĕн тăрăшакан тарçине çапла каласа тĕлĕнтерчĕ:

— Тырă ан çĕрт урăх. Кăмăшка вĕретме чарăн.

Кашкăрăнни пек йăпăр-япăрах пăрăнман мăйне халь Мирски Тимук хуçа енне калт! пăрчĕ те кайăк йĕрлесе тупнă сунарçă йытти пек хытса тăчĕ. Хуçа кулса ячĕ.

— Эс мана ĕçтерсе вĕлерес теместĕн пуль вĕт, Тимофей Емельянчă? Çынпа пĕрле эпир те ĕçĕпĕр. Халь çын ĕретĕнчен туха пуçларăмăр…

Хуçа сăмахĕ тарçă кăмăлне каймарĕ иулмалла. Çавах вăл йытă вĕрнĕ пекрех кулса илчĕ те:

— Маншăн пурпĕрех, эп хам ĕçместĕп, — терĕ.

Урăлса йĕркене кĕрсе çитсен, Мăрзабай çине тăрсах самана таппине ăнланма тăрăшрĕ, хаçат тинкеререх вулакан пулчĕ, пĕлтĕрхи пекех, пуçне тĕрлĕ шухăшсемпе пăтрата пуçларĕ.

Самарти комуч влаçĕн ĕçĕсене ăнланса илеймĕн: пĕр енчен вăл хăйне хăй демократилле тытăм пек кăтартать, тепĕр енчен диктатор пулас текенсем пекех ирсĕр хăтланать. Совет влаçне хаяр власть тесе тиркетчĕç, анчах, хулара та, ялта та тискер ĕçсем кайран тин — чехсем Совет влаçне пĕтерсен, комуч влаçĕ ĕçлеме тытăнсан пуçланчĕç-ха. Хĕрлисен çапах та хăйсене майлă йĕркелĕх пурччĕ, пĕтĕм Раççейпе пĕр влаçчĕ. Шуррисен кашни кĕпĕрнерех тенĕ пек тĕрлĕрен йĕрке: Самарта — комуч, Оренбургра — Дутов, Çĕпĕрте — Çĕпĕр правительстви. Дутовне Самарти комуч влаçе генерал туса хунă, лешĕ çавах та, комучне пăхăнмасăр, хăй тĕллĕн çĕмĕрттерет… Çĕршыври паянхи лару-тăру пирки çынпа та калаçас килсе кайрĕ Мăрзабайăн.