Вара вăл Лешеккине, ĕлĕкхине аса илсе, чиркӳ çыннисем патне кайса килчĕ.
Пуп çемйинче те тăнăç мар иккен. Петр Сергеевич хăйĕн большевик-ывăлне ылханать. Майри çавăншăн упăшкин вăрăм çӳçне тăпăлтарма хатĕр: амăш чĕри тăван ывăлĕ еннех туртăнать çав — ывăлĕшĕн вăл хăйĕн пуп-упăшкине те, туррине те ылханма хатĕр.
Тиечук килĕнче те тату çук. Анчах кунта кăмăлсем тепĕр майлă пăтранаççĕ-мĕн. Тиечук майри, хулари купца хĕрĕ, «хурахсен» командирне — хăйĕн аслă ывăлне — ылханать. Петр Федотович хăй, майринчен вăрттăн, Мăрзабая:
— Эпĕ, çамрăкрах пулсан, хам та ывăлпа пĕрле халăх телейĕшĕн çапăçма кайăттăм, — терĕ.
— Чиркӳ служителĕ-ха эсĕ, Петр Федотович. Большевиксем турра ĕненмеççĕ. Сана та йышăнмĕç вĕсем, — юриех йĕкĕлтерĕ Мăрзабай хăйĕн тусне.
— Эх, Павел Алексеевич, — терĕ лешĕ, — тĕрĕссипе каласан, эпĕ хам та авалхи еврейсен юмах-халапне ĕненместĕп. Тиечук пулни — ман професси кăна вăл. Эпĕ хам — ĕмĕрĕпех тар юхтаракан хресчен ывăлĕ, халь тесен халь ку ĕçе пăрахса, çĕр ĕçлесе пурăнма хатĕр. Çемье ытла йышлă, ачасене вара пурне те вĕрентес килет. Çав кăна хăратать…
Çук, чиркӳ таврашĕнче те ăнăçлăх тупаймарĕ Мăрзабай. Ку енче вара никампа та калаçса чĕрене кантараймăн. Чăлах хăтăш тӳрĕ кăмăллă çын мар. Халь тата кĕрӳ тени те хулана каратель пулма кайнă та… çухалнă, авă. Санька хулара та çук теççĕ, яла та таврăнман. Çавăн пирки Смоляков пушшех тулăксăрланса кайнă. Хаяр Макарпа Мăрзабай нихçан та килĕштермен. Пуян Танюшран та ăслă сăмах илтсе курман.
Мăрзабай шухăшĕ ялти ятлă çынсенчен иртеймерĕ. Ытти ял çыннисене тиркенĕрен мар, шухăш хăнăхнă йĕрпе çеç пынăран урăх никама та шута нлмерĕ пуль вăл. Çавăнпа та ăна Хрулкка тусĕн хĕрĕ йăлтах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ…
Уçă кăмăллă та çивĕч чĕлхеллĕ çамрăк хĕрарăм пĕррехинче калаçтармаллипех калаçтарчĕ ятлă çынна.
— Павăл пичче, ман санпа калаçмалли пур, — терĕ вăл тата кшше пырса кĕнĕ-кĕменех. — Çӳçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске тесе, манпа калаçма йĕрĕнместĕн пуль-ха. Пупăн та çӳçĕ вăрăм, çапах вĕсемпе калаçма юрататтăнччĕ эс ĕлĕкрех…
Вăл пынă чух хуçа тĕп пӳртре, яланхи пек, пĕчченехчĕ. Халь ĕнтĕ кăмăшка ĕçсе мар, темле пысăк кĕнеке вуласа ларатчĕ вăл.
Мулла Анукĕ малтан ятарласах Наçтук çинчен сăмах хускатрĕ. Сăмахĕ Мăрзабанăн пуçне кăна мар, чĕрине те пырса тиврĕ. Кĕçĕн хĕрĕ пирки Павел Алексеевич хăн те сахал мар шухăшланă. Наçтука васкаса качча панăшăн хăйне ятларĕ вăл, ывăлне асăнса ылханчĕ. Халь тин мĕн тăвас ĕнтĕ? Анук каланă пек тăвас тесен, качча панă хĕре каялла киле чĕнсе илмелле иккен. Саньки çухалмаллах çухалчĕ пулсан, арăм пулнă хĕр ашшĕ килне таврăнни пырĕччĕ. Ун пекки ĕлекхи пурнăçра та пулкалатчĕ. Куншăн хĕрне те, ашшĕ-амăшне те ял çыннисем ытлашши хурламĕç. Санька таврăнсан, мĕнле пулĕ вара?
Çамрăк хĕрарăм ăсĕпе, пурпĕрех иккĕленме кирлĕ мар иккен:
— Санька таврăнсан та çаплах пултăр, — терĕ Анук. — Наçтук кайран хăйне валли каччă тупĕ. Санькăпа пурпĕрех пурнас çук вăл. Юратмасть упăшкине. Юратма мар, курайми пулнă. Смоляков килĕнчен халех, ача тăвичченех, каяс пулать унăн. Çын пул ĕнтĕ, Павăл пичче. Эс Наçтука хăвах чĕнсе ил…
Мăрзабай хирĕç чĕнме васкамарĕ, пуçне алăпа тĕрелесе, шухăша кайрĕ. Тепри пулсан, ку вăрăм çӳçе иртĕхсе калаçма памĕччĕ, хăр-хар кăшкăрса пăрахса, пӳртрен хăваласа кăларĕчче. Çук, апла хăтланма Мăрзабай Хаяр Макар мар. Анука вăрçас кăмăл та çук унăн. Çавах ырлас та килмест ăна.
— Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн, теççĕ ваттисем, — мăкăртатса илчĕ вăл, ларсаи-ларсан.
Анук та парăнасшăнах пулмарĕ.
— Ваттисем каланă та вилсе пĕтнĕ. Юптарса ан калаç, Павăл пичче. Çамрăккисен пурнас пулать-ха. Эс ху халь çемьере чи ватти, çавăнпа хăв сăмахна кала. Пурнăç улшăнса пынине пĕлмен-курман çын мар эсĕ. Халь хăвах куратăн, çамрăксем, ваттисенчен ыйтмасăрах, çур ялĕпе çĕнĕ пурнăçшăн юн тăкма тухса кайрĕç. Ваттисем пирĕн пурнăçа курман. Вĕсен сăмахĕне кăна пурăнма килмест пире. Çĕнĕ пурнăçа кура, сăмахĕ те çĕнĕ пултăр. Этеме телейлĕ тăвакан сăмах кирлĕ.
— Ваттисен сăмахĕ — халăх сăмахĕ, ĕмĕрсен сăмахĕ, — тавлашса кайрĕ Мăрзабай. — Çĕр ĕмĕр пурăннă сăмах пĕр ĕмĕрте суяна тухмасть. Эсир, çамрăксем, çур ĕмĕр пурăнмасăрах, пĕр çулталăк хушшинчех икĕ пин çулхи тĕне те, темиçе пин çул тăршшĕнче йĕркеленнĕ халăх йăлисене те пăрахăçа кăларасшăн. Çук, пурнăçра апла пулмасть вăл. Кашни халăхăн пурнăç йĕркине тытса тăракан йăласем пур. Чăвашăн та çаплах. Намăса пĕлмесĕр, йăлана пăхăнмасăр, ваттисен сăмахне итлемесĕр пурăнакан çын — çын мар вăл. Халăхран ăслăрах пулаймăн… Наçтук пирки каласан, сансăрах куратăп. Хам тарăхса пĕтрĕм. Анчах ним тума та çук. Халăх йăлине пăсса намăс курмĕ Мăрзабай таврашĕ.