Выбрать главу

Асĕ-пуçĕ çапла пăтранкаласа пурăннă вăхăтра самана ĕни Мăрзабайăн тепĕр ури çине те пырса пусрĕ.

Анук килсе кайнă хыççăн эрне те иртмерĕ, Мăрзабай хăлхине сехĕрлентерекен хыпар пырса кĕчĕ. Таçта — те Весуккара, те Мăкшăелĕнче — хĕрлисем шуррисен пысăк отрядне аркатса тăкнă, тет. Фальшин Васьки çавăнтан аран тарса хăтăлнă пулать. Назар пирки ырă мар калаçать имĕш. Назар çав çапăçура те пуçне хунă, те тыткăна лекнĕ.

«Кайса пĕлес мар-и?»

Çук, Фальшинсем патне кайса мĕскĕнленес çук вăл. Тĕрĕссине вĕсемсĕрех пĕлме пулĕ.

«Хулана кайса килес мар-ши?»

Хулана каймалла пулмарĕ. Часах яла Фальшин çеç мар, Санькăпа Зар Ехим те таврăнчĕç. Мăрзабай малтан хăй патне Санькăна чĕнтерчĕ. Леш кăнтăрла, чĕннĕ вăхăтра, килмерĕ, çĕрле тата хыçалти хапхаран асăрханса пырса кĕчĕ.

— Ма вăрă-хурах пек çĕрле çӳретĕн?

— Кăнтăрла çӳреме хăратăп, пытанса пурăнатăп, — терĕ Санька.

— Камран хăратăн?

— Карательсенчен хăратăп, Назар Палчран хăратăп.

— Аçта вăл? Эс курнă-и ăна? Ма хăратăн унран? Тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пар-ха.

Санька вара хăй ăçта çухалса пурăнни çинчен пĕтĕмпех ним пытармасăр каласа пачĕ. Чӳречерен тухса тарнă хыççăн вăл, айăпне пĕлмесĕрех, хăйне карательсем тĕрмене хупса лартасран хăранă иккен. Çавăнпа вара яла та таврăнман, хула çывăхĕнчи арçын мăнастирне пырса кĕнĕ; унта Санькăн куккăшĕ манахра пурăнать-мĕн. Çав мăнастирте карательсенчен пытанса халичченех пурăннă вăл. Хăй авланни çинчен унта никама та каламан тата айван. Игумен Санькăпа час-часах калаçкаланă, Санька, хăйне манах тума тăрăшнине сиссен, мăнастиртен те тухса тарнă.

— Халь Назар ăçтине пĕлместĕн апла? — ыйтрĕ Мăрзабай; унтан сасартăк ахăлтатса кулса ячĕ: — Ялтан карательсем патне тартăн пулать, карательсем патĕнчен — мăнастире, унтан — каллех яла. Халь хĕрлисем патне вăрмана тармалли çеç юлчĕ.

Зар Ехимĕн кунçулĕ те кулăшла пулса тухнă. Анчах Мăрзабай унпа калаçнă хыççăн кулмарĕ. Лешĕ хулари пурнăç пирки нумай пакăлтатрĕ, çавах та Мăрзабай ăна ăнланса çитеймерĕ.

— Чим-ха, — терĕ вăл, Ехиме пӳлсе. — Назар сире Мăкшăелне ертсе кайрĕ, тетĕн. Отрядра аллă-утмăл çын пулнă, терĕн… Мăкшăелĕнче эсир ним айăпсăр çынсене хĕненĕ пулать. Çапла-и?

— Зюк, зюк, Павăл мучи, эп хĕнемен. Эп ăш ыратать тесе тарса пытантăм. Çавăн чух яла хĕрлисем вăркăнса пырса кĕчĕç.

— Эс малалла мĕн пулнине ху куçпа курман апла? Кама вĕлернине, кама тыткăна илнине пĕлместĕн?

— Берсе вĕлермерĕç ăна большевиксем, зихса вăрмана илсе кайрĕç…

— Кама персе вĕлермерĕç? — ыйтрĕ Мăрзабай, сехĕрленсе ӳксе.

— Ваше благородине, Назар Палăча…

— Аçтан пĕлетĕн, ху курман пулсан?

— Мăкшă майри каларĕ. Эп хам урамра пăшал пеме тытăнсанах тĕпзакайне кĕрсе лартăм. Тепĕр кунне тин мана мăкшă майри кăларса ячĕ, чуп чазрах, халь ялта хĕрлисем те, шуррисем те çук. терĕ…

Малалла Мăрзабай Зар Ехим мĕн сӳпĕлтетнине итлесе лармарĕ, килкартине васкаса тухрĕ. Мирски Тимук, хуçа тухасса кĕтнĕ пекех, таçтан ун умне килсе те тăчĕ.

— Çунатлă тăрантаса пар лаша кӳл, Хурăнвара каятпăр, — терĕ хуçа пăлханнă сасăпа.

Çĕнĕ сасăсем

Юлашки вăхăтра Тапăрта лаша тулхăрни кăна мар, хĕрарăм сасси те илтĕнекен пулчĕ. Халь отрядра виçĕ хĕрарăм. Нюрăла пирвайхи операцие кайнă партизансем ертсе килчĕç. Çав ятсăр разъездра пытанса пурăннă иккен Лешекки хĕрĕ.

Хĕлле Радаев отрячĕпе Дутова хирĕç çапăçма кайнăскер, Нюра темиçе çапăçура та пулнă. Малтан вăл хулари больницăра няньăра ĕçленĕччĕ, çавăн чух пĕр медсестрапа, Лида Черкасовăпа, туслашнăччĕ. Лида ăна хăйпе пĕрле вăрçа кайма чĕннĕ. Ун чух Нюра хĕрлисен отрядне революционер кăмăлĕпе мар, хăйĕн çĕнĕ акамне юратнипе çеç пырса хутшăнчĕ. Лидăпа пĕрле суранланнă çынсене çăлса тертленнĕ хушăра тин вара вăл хăйĕн тивĕçне чĕрепе туйса илчĕ. Хăй суранланнине пула çеç Нюра Блюхер çарĕпе Оренбург таврашне каймасăр юлчĕ, ăна хайхи çав ятсăр разъезда сывалма хăварчĕç…

Ватăлас енне кайнă хĕр качча тухас пирки шухăшлама пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Ялта чух вăл, теме шанса, хăйĕн салтакри авланнă каччине кĕтсе пурăнатчĕ. Вара, кĕтсе илеймесĕрех, хулана пурăнма куçрĕ. Хура-Шур куркаланă хыççăн хĕрĕн шухăшĕсем улшăна пуçларĕç. Кобозев комиссарпа ытти паллă революционерсемпе, тӳрĕ те таса кăмăллă çынсемпе çывăх паллашнăранпа вăл пурнăç çине те урăх куçпа пăхакан пулчĕ.