Такам чукмарпа пуçран килсе çапнă пек туйăнчĕ Тра-шука.
Шалтикасра шăвăç витнĕ икĕ йывăç пӳрт хушшинче хытхура пусса кайнă пуш вырăн пур. Улт-çичĕ çул каярах çак вырăнта тата тепĕр пĕчĕк йывăç пӳрт ларнă — Тай-ман Сахарĕн пӳрчĕ. Хуçи пушкăрт енне Пасарлăяла пурăнма куçнă. Пӳртне куçарса ĕлкĕреймен, сутса та хăварман. Вăл кĕр еннелле пысăк пушар вăхăтĕнче çунса кайнă. Çурт вырăнĕ халĕ те çав Тайман Сахарĕн шутланать. Лайăх вырăн. Ана пĕр енче пурăнакан Мăрзабай та, тепĕр енче пурăнакан Хаяр Макар та йышăнма хатĕр. Анчăх хуçи çав сутса хăварман вырăна йышăнма никама та ирĕк паман. Малтанах хам калле таврăнатăп тенĕ, каярах, пушă вырăн пуш-пушах ан вырттăр тесе, унта Çăпата Михалине куçса ларма хушнă. Михаля — Сахарăн çывăх хурăнташĕ, мăнаккăшĕн ывăлĕ. Çĕнĕ хуçа пӳрт туса лартма хал çитереймен. Çĕр чавса каллех çĕрпӳрт тунă та халĕ те çав çĕрпӳртре, икĕ пуян хушшинче, пурăнать. Кунта пӳрт пуррине, çын пурăннине, пĕрре пăхса асăрхаймастăн та. Çавăнпа икĕ чаплă çурт хушши халĕ те пушă выран пек курăнать.
Трашук ашшĕне çынсем куçранах Çăпата Михали теççĕ. Уншăн кӳренмест вăл. Мĕншĕн кӳренес? Хăй чăнахах çăпата тума ăста çын. Çăпата хуçма Михаля пĕчĕкренех ашшĕнчен вĕреннĕ.
Ялта çăпата тума пĕлмен çын пулман та пуль. Кашни çук çын хăйен çемйи валли хăй çăпата тăвать. Анчах Михаля пек çăпата ăсти урăх çук. Тукмак пуçлă чăваш çăпатине те вăл тĕрлĕрен тĕрлĕ хуçма пĕлет: арçын çăпати, хĕрарăм çăпати, хĕр çăпати. Пасар валли Михаля ытларах лаптак та çавра пуçлă вырăс çăпати е çавнашкалрах мăкшă çăпати тăвать.
Анчах çăпата хуçсах укçа нумай тăваймăн. Михалян пĕр ят çĕр пур. Лаши çук, ĕмĕр пулман. Пĕр ят çĕрне ĕçлесе тăма çулла пĕр-пĕр пуянран лаша илет вăл. Вара лаша панăшăн çав пуян ăна çăвĕпех хăйĕн ĕçне тутарать.
Çапла тертленсе пурăннă Трашук ашшĕ.
Этем шутне кĕрес тесен, ике пысăк ĕç тумалла-ха Михалян. Малтанах лаша туянмалла. Лаша туянсан, тепĕр ĕçне те тума пулать вара: çак чаплă вырăнта тăм пӳрт те пулин туса лартасчĕ, çĕр айĕнчен тухасчĕ. Трашук кĕçех шкул пĕтерсе çемьене пулăшакан пулать. Михаляшăн та савăнăçлăрах кунсем çывхараççĕ.
Ак халĕ Ятрус Хрулкки пулăшнипе хулара лайăх ула кĕсре туянчĕ вăл. Ывăлне те савăнтарас тесе, шăматкун çитессе ăшталанса кĕтет. Тата ик-виç кунтан кĕтсе илетех ĕнтĕ Трашука. Анчах этем ĕмĕрĕ пĕр кун тăршшĕнчех вĕçне çитме пултарать… .
Лешекки пуянĕ Медведев çулленех Михаляна хăйĕн тарçисем валли çăпата тума хушать. Ку таранччен пĕр çĕклем çăпатине Михаля çуранах йăтса танккатчĕ. Халь лашапах (хăйĕн лашипе) леçсе пама пулать ĕнтĕ.
Кĕçнерникун Михаля ула кĕсрине утланчĕ те (хыçсăр çунине туса пĕтермен-ха), çăпата çыххине лаша урлă çакса, юланутпа Тук урлă юрттарчĕ.
Медведев çурчĕ пек чаплă çурт ялта çук. Пĕренерен тунă сакăр кĕтеслĕ пӳртне вăл вак хăма çапнă та симĕс сăрăпа сăрланă. Юнашарах — тепĕр сăрланă пӳрт. Хуçи чи пуяннисенчен кая юласшăн мар иккен: пӳрт пĕренисене хăма çапмасăрах сăрланă… Кунта ял старости Фальшин Никон Иванович пурăнать. Чулçырма чăвашĕсемшĕн те староста çавах.
Пирĕн Михаля икĕ сăрланă пӳрт тĕлне çитсе чарăнчĕ. Лашине юпа çӳмне кăкарчĕ те, çăпатисене йăтса, Медведев килкартине кĕрсе кайрĕ.
Усал шăпа илсе килчĕ кунта паян Михаляна. Ял старости çав вăхăтра килте ют ял çыннипе сĕтел хушшинче эрех ĕçсе ларнă. Ансăртран тенĕ пек çеç вăл чӳречерен çаврăнса пăхнă та ула кĕсрене курах кайнă. Темшĕн (ытлашши сыпнăран пуль) хăнине тăрăхларах каланă вăл:
— Эс, ача, ула лаша çухалчĕ терĕн. Ак сан ула лашу хăех сана шыраса килнĕ кунта.
Хăни те чӳречерен пырса пăхнă, савăнтах савăннă пек пулса çухăрнă:
— Тупата туршăн, ман ула лаша ку!
Вара икĕ вырăс урама тухнă. Лашине çывăхра курсан, Фальшин хăнине пӳрнепе юнаса каланă:
— Эс, шельма, хусах лаша темерĕн-и? Ку, ула пулсан та, кĕсре-ха.
— Маннă эс, Никон Иванович, — тет чикан сăнлă хăни, хура куçĕсене ялтăртаттарса, — ĕçнипе пуçу пăтранса кайнă. Ман ула кĕсре ку. Тепре каласан, хусах-и, кĕсре-и, — саншăн пурĕ пĕр мар-и! Вун тенкĕ кĕсйӳне çĕтмест. Сахал тесен, лаша хакне çурмалла тăвăпăр.
— Ан васка-ха пайлама. Хуçине курар малтан, — тет Фальшин. — Медведев патне çӳрекен çынна труках лаша вăрри тăваймăн.
Çав вăхăтра Михаля, ĕçне пĕтерсе, урама тухать. Старостăпа чикан сăнлă çын лаша умĕнче ал сулкалашса тăнине курах каять вăл.
— Кам лашине утланса килтĕн, Сибада Михайло? — ыйтать чăвашран староста — Эсĕ ĕмĕрнех лашасăр çын вĕт.
— Лашасăрччĕ, халь лашаллă. Пĕркун хулара сутăн илтĕм, — тет Михаля. Хăй, çав вăхăтрах чĕлпĕрне салтса, лаша çине утланма пăхать. Ют çын старостăна айăкран кăлт тĕртнине курмасть вăл.