Выбрать главу

Осокин унччен хăй тĕллĕн çапла шухăшласа курманччĕ. Халь, Çимунпа калаçнă чух, шухăшĕ хăех таçтан сиксе тухрĕ. Çавăнтанпа Тапăрта хĕрарăм сасси илтĕннĕшĕн пăшăрханма пăрахрĕ комиссар. Мăкшăелĕнчи çапăçу хыççăн хĕрарăмсем вăхăтла килсе çитнĕшĕн савăнчĕ кăна. Суранланнă çынсене пăхма ав епле пулăшаççĕ вĕсем Ятрус мучие.

Нюрăпа Анук хĕрарăм çулне кĕрсе çитнĕ ĕнтĕ, Оли вара çап-çамрăк-ха. Çапах ăсĕпе те, кăмăлĕпе те хăйĕн каччине чăнахах тивĕçлĕ хĕр. Рамашпа Оля пирки Осокин ялтах илтнĕччĕ. Кунта та Илюшăпа унăн юлташĕсем вĕсене тăтăшах асăнатчĕç. Рамашĕпе паллашаймарĕ комиссар, Олине курса савăнчĕ вара. Каччине курма çеç килмен иккен вăл кунта. «Эпĕ хĕрлĕ гвардеец», — тет. Пăшал тыткалама та вĕренмĕ иккен Илюшăн «гвардийĕнче». Каччине курайĕ-ши мĕскĕн? Кăяш Тимкки хăйĕн çырăвĕнче çапла çырнă: «Рамаш Куйбышев патне кайса килчĕ. халь эпир ăна Чапаев патне ăсатрăмăр. Пултарать ачи! Пирĕн Хĕрлĕ Çарта та паттăр ĕçшĕн награда парас закон тухмалла тесе калаççĕ. Рамаша награда параççех ак… » Ку паттăр йĕкĕте хăй курмасăр юлнăшăн тата тепĕр хут ӳкĕнчс вара комиссар, Ольăпа тата ăшшăноах калаçа пуçларĕ. Кун пирки Мулла Анукĕ Ольăна кĕвĕçнĕ пекрех кулса: «Асту, чипертерех пул: вăл ман каччă. Чехсене-мехсене хăваласа ярсанах, тĕнче çĕмĕрттерсе туй, хĕрлĕ туй. тăватпăр», — тесе ихĕрчĕ.

Тапăр ĕмĕрĕ те кĕскелсе çитрĕ ĕнтĕ. Тепĕр ик-виç кунтан пилĕкçĕр çынран тăракан отряд похода тухмалла. Ун çулне хуларисем малтанах палăртса хунă. Хыпарсем ырă. Хĕрлисем учредиловка çарĕсене хĕвеланăç енчен те, кăнтăр енчен те хĕсмеллипех хĕсеççĕ. Хулара Осокин отрядне чармалăх вăй çук иккен халь. Назара хăйне тыткăна илсе, унăн огрядне Мăкшăелĕнче аркатНй партизансене çул уçса пачĕ. Çулĕ тӳп-тӳрех Чапаев бригади патне илсе каймалла. Комиссарпа командир халь отряда похода хатĕрлесе ăшталанаççĕ. Федотов хăй ĕçне лайăх пĕлет. Осокинĕ вара Çимун пекех аптракан пулса кайнă.

Чăн та, ревкомпа отряд ĕçĕсене революци хушнă пек тĕрĕс туса пыма Çимунăн мар, хушăран Мишша-салтакăн та ăс çитмест.

«Вăл енчен ревком йышĕ те ăнăçлах мар çав, — шухăшлать Осокин. — Леонид ырă та йăваш чĕреллĕ çын. (Хăйĕн хулари паттăрла ĕçĕ пирки никама та каламан лешĕ.) Революци çулĕ çине гуманизм сукмакĕпе пырса тухнăскер, вăл тепĕр чух, класла туйăма çухатса, тăшмана та шеллеме пăхать. Çимунĕ — те старшина çемйинче ӳснĕрен, те кăмăлĕ çапла пулнăран — хăш чух халĕ те иккĕленме пăхать… »

Рамаша таçта ăсатнăшăн пĕрре мар ӳкĕнчĕ Осокин. Вăл Якалĕнче революци ячĕпе туса ирттернĕ ĕç комиссара нумай шухăшлаттарчĕ. Пĕр енчен, ревком чăн та çапла ĕçлемелле пек. Тепĕр енчен… Кам пĕлет? Рамаш никам çирĕплетмен решенипе тăруках çичĕ çын персе вĕлерни Виçĕ Якур пек анархистла хăтланни пулмарĕ-ши? Капла халăх большевиксенчен те хăракан пулĕ. Кăмăлĕ çапларах шухăшлаттарать-ха Мишша-салтака. Шухăшăн вара хăйĕн тымарĕ те пур иккен. Туйăм мĕн вăл? Куç умĕнче халь, çак самантра пулса иртнипе çеç пăлханать. Шухăшăн тавракурăмĕ анлăрах. Вăл тахçан пулни-иртнине аса илет, малашлăха курма тăрăшать. Çук, Рамаш анархистла хăтланман пулĕ. Тарăн шухăшлă та пысăк туйăмлă революционер вăл. Ăсатмалла марччĕ иккен çав ăна. Халь кунта унăн сăмахĕ тем пек кирлĕччĕ. «Хам иккĕленмесен, ревкомĕ те хирĕç пулмĕ-ха. Ревком членĕсем мана шанаççĕ. Çавăнпа пушшех йăнăш туса хурасран асăрханасчĕ… » — çаплах канăç тупаймасть Осокин.

Заложниксен шăпине татса памалла ĕнтĕ. Е персе вĕлермелле вĕсене, е ирĕке кăларса ямалла. Иккĕшин шăпи паллă. Назарпа тепĕр офицерне, Чулçырма «геройне», пересех пулать. Вăрă-хурахла мар, суд туса, приговорпа. Леш тĕрлĕ половинкинсемпе вара мĕн тумалла? Рамаш рядовой карательсене те персе вĕлернĕ… Çав вăхăтрах хăшне-пĕрне ирĕке кăларса янă…

Юлашкинчен Осокин çапла шухăшласа хучĕ:

«Похода хатĕрленсе çитиччен хуларан ним те хушмасан… халăхран ыйтас. Мĕн каласан та, пилĕкçĕр çын пилĕк çынран ăслăрах».

Ревкомра халь рабочи те, ватă большевик та пур. Хăйне хулари ревком ирĕк панипе, Осокин ревком членĕсен шутне Горшковпа Малинина кĕртрĕ. Анчах Горшковĕ революци ĕçĕнче пиçмен-ха. Малинин партире 1904 çултанпа тăрать пулин те, ĕçре сахал пулнă. Вунтăватă çултан вуникĕ çулне тĕрмере те ссылкăра ирттернĕ…

Çак ватă большевика асăнсан, Мишша-салтак йăл кулса илчĕ. Çӳллĕ, тĕреклĕ мăкшă çынни. Хитре шурă сухалĕ хăйĕн кăкăрне те хупласа тăрать! Вăл ăна пытанса пурăннă вăхăтра та кастарман. Те ытла харсăр, те айванрах старик. Тăшман аллине хăех парăннă темелле. Карательсем Мăкшăелĕнче, ватă большевик пирки тĕпчесе çынсене хĕнеме тытăнсан, Малинин, çĕр айĕнчен килсе тухнă пек, сасартăк шыв пички çине хăпарса тăнă та карательсене питлеме пуçланă, халăха Совет влаçĕн тăшманĕсене хирĕç тăма чĕннĕ. Карательсен командирĕ тĕлĕнсе ӳкнипе тăруках тавçăрса та илеймен. «Кам вăл, сирĕн ухмах старик? Çӳçне кастарнă пуп мар-и?» — кулса ыйтнă вăл пĕр пуян мăкшăран.