Выбрать главу

«Эсир шыракан Малинин вăл», — тенĕ лешĕ. Назар, çак сăмаха илтсен, халăха сирсе, шур сухал умне пырса тăнă, лехлетсе кулнă та айван оратора пичке çинчен сĕтĕрсе антарнă, старике хăй аллипе хĕнесе чунне кантарнă. Тен, çавна пула тыткăна лекрĕ те пуль хаяр каратель.

Сасартăк партизансем килсе тухсан, Назар тăруках лаша ратне чупса çитеймен, тахăш ăна ура хурса чикелентернĕ. Салтакра пулнă мăкшăсем пăшал пенинчен ыттисем пек хăраса ӳкмен. Партизансем карательсене хупăрланă хушăра виç-тăватă çын карательсен командирне çыхса пăрахнă…

Малинин, тĕрмере нумай ларса, халь тата пытанса пурăннипе, халăхшăн хытă тунсăхласа çитнĕ пулмалла. Тунката çине хăпарса тăрать те митинг пуçласа ярать. Партизансене ӳкĕтлеме-чĕнме кирлĕ мар, çавăнпа вара ватă большевик хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех халăха каласа пама тăрăшать. Хăй сăмахне çĕр чăмăрĕ еиле пулса тăни çинчен каласа панипе пуçлать те шурă чехсем кам хĕтĕртнипе Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклени çинчен ăнлантарнипе вĕçлет. Тепĕр чух Çĕпĕрти пурнăç пирки сăмахлать. Партизансем пурте юратса итлекен пулчĕç тунсăхланă оратора, хăйсемех тунката тавра пухăнса тăраççĕ. Халăх пухăнсан, Спирка Малинина шыраса тупать те тунката патне ертсе килет.

… Çĕнĕ сасăсем Тапăрта нумайлансах пыра пуçларĕç. Паян заложниксен çĕрпӳртĕнче те çĕнĕ сасă — чи хаяр офицерăн сасси илтĕнчĕ…

Назар тыткăнра та тăруках лăпланмарĕ. Малтанах вăл çĕрпӳртрен çĕмĕрсе тухма шухăш тытнăччĕ. Çавăн пирки тепĕр офицерпа хирĕçсе кайрĕ. Офицерсем хушшинче килĕшӳ пулманнипе вара ытти карательсем те пĕр шухăшла пулаймарĕç. Лешĕ, Чулçырмара иртĕхсе пĕтнĕ офицерĕ, халĕ йăвашланса çитнĕ иккен ĕнтĕ, хăйне партизансем персе вĕлересрен хăрами пулнă. Федотовăн лăпкă кăмăлне кура ирĕке тухма шутласа хунăскер, вăл юлашки вăхăтра алăка шаккама та пăрахрĕ. Май килнĕ чух партизансен комаидирĕпе шӳт туса калаçма та пăхать; вăл Николаевпа килĕшме мар, унăн пуçтах ĕçне чăрмантарма та хатĕр.

Çакна сиссен, Назар, Леонидпа вăрттăн калаçса, ăна хăратса та, илĕртсе те ирĕке тухма хăтланса пăхрĕ. Еçĕ çавах ăнмарĕ…

Леонидран пуçие, отрядра хулари ревкомпа çыхăннă Мишша-салтак тата Совет влаçĕшĕн чĕр юнпа пĕвенсе курнă Шатра Миккапа Пали пуррине пĕлмен çав вăл. Вăрманта пытанса пурăнакан ял çыннисем çине халĕ те дезертирсем çине пăхнă пек çеç пăхнă.

Хура хăмла çырли

Хĕвел аннă çĕре Весукка таврашĕнче çул юппине çитсен, Мăрзабай тăрантас çинчен анчĕ те Тимука кăпăкланнă пар лашапа Хурăнвара ăсатрĕ, хăй Весукка еннелле тӳрĕ çулпа çуран утрĕ. Ял вĕçне çитсен, шкул патнелле пăрăнчĕ.

Учитель пӳрчĕ шкул хыçĕнче ытти хуралтăсенчен уйрăм ларать. Тăваткал пĕр пӳлĕмлĕ пӳрт. Пӳрчĕ пĕчĕк, уншăн çенĕкĕ хăй тепĕр пӳлĕм пек: нитĕ таса, çутă, маччаллă. Çулла хуçа вăхăтне ытларах çакăнта ирттерет пулмалла. Килкарти çукпа пĕрех, пӳрт çумĕнчи сачĕ вара пĕчĕк мар, вăрмана çити тăсăлать. Садра тĕрлĕрен улма-çырла йывăçĕсемпе тĕмсем саркаланса ӳсеççĕ.

Мăрзабай Хурăнвара çӳренĕ хушăра авалхи тусĕ патне çул майăн час-часах кĕрсе тухнă. Халь вара ют çын патне килнĕ пек, пӳрте темшĕн асăрханса кĕчĕ.

— Хуçи кнлте çук-им? — кăшкăрчĕ вăл пӳрт умĕнче кăшт итлесе тăнă хыççăн.

Сас-чӳ пулмарĕ, çавах та хăна, пӳрте кĕрсе, тĕпелти кĕтес еннелле сăхсăхнă пек хăлаçланкаласа илчĕ.

Турăш кĕтессшгче ылтăн-кĕмĕл шăвăçпа чĕркенĕ Христос е турамăш вырăнĕнче пĕр сăрланă хăма татăкĕ çеç: те Николай-угодник, те Серафим Саровский сăнĕ. Тинкеререх пăхсан, Хрулкка сăнĕ пек те курăнса каять. Кăмăлĕ пăсăк пулин те, Мăрзабай кулмасăр тӳсеймерĕ: «Турра ĕненмен, эсер пек курăнакан чее старик турăш вырăнне турă кĕтессине хăй сăнне улăхтарса лартман-ши?»

Хуçа таврăниччен хăна Хрулкка сачĕпе паллашас терĕ. «Кил хуралçи» Яхруш, ăна курсан, хăраса ӳкрĕ; Мăрзабай килнĕ чух вăл садраччĕ. Хăна сада кĕрсен, «хуралçă» тĕм айне пĕшкĕнсе ларчĕ, унтан шаларах упаленсе кĕчĕ. Мăрзабай типшĕрнĕ курăк чаштăртатнине илтрĕ. Хуçа çук чух ача-пăча тустармасть-ши кунта тесе, сасă илтĕннĕ еннелле васкарĕ.

Мăрзабай, тен, Яхруша, çырла вăрри тесе, тытнă та пулĕччĕ, анчах хурлăхан тĕмĕсем патне çитсен, вăл сасартăк чарăнса тăчĕ. Хурлăхан тĕмĕ çинче хура çырла ӳсмест-и вара? Çук, хура çырла мар ку, хăмла çырли. Тутанса пăхрĕ: чăн та çапла. Хура çырла пекех кая юлса пиçет иккен. Вара вăл тинех тусĕпе турă пирки тавлашнине аса илчĕ.