Меллĕрех вырнаçса, кĕнекене хуçи паллă тунă тĕле уçнăччĕ хăна, юнашарах тем чăшăлтатни илтĕнчĕ. Мăрзабай, шикленнĕ пек пулса, каялла çаврăнса пăхрĕ. Пӳртре мар. Кунта кушак та çук. Хура чӳречерен кармашса пăхрĕ, ним те курăнмасть. Чӳрече хупписене хупас! Эй, ара, ку «пустынникăн» вĕсем те çук-çке. Ана Мăрзабай килнĕ чухнех асăрханăччĕ-ха. Шалтан карма та чаршав таврашĕ çук тата.
Мăрзабай урлă-пирлĕ пăхкаларĕ те кравать çинчен çăмăл çивиттине сĕвсе илчĕ, сĕтеле хирĕç чӳречене карчĕ.
Яхруш хальччен чӳречерен хăна мĕн хăтланнине сăнаса йăпанатчĕ. Халĕ акă чӳречи те хупланчĕ. Мĕн тăвăн? Ура шуса сасă кăларни хупларĕ мар-и? Халĕ акă ним курмасăрах хуралласа ларас пулать.
Кĕнеке вулама тытăнсан, Мăрзабай урамри сасăсем пирки те, хăй ăçта ларнине те манса кайрĕ. Хăшпĕр паллă тунă вырăнсене вăл темиçе хут та вуласа тухрĕ.
«Турă сăмахĕ мар ĕнтĕ ку, авалхи ăслă çынсен сăмахĕ, — йăшаланчĕ шухăш ун пуçĕнче. — . Туррине, чăнах та, шухăшласа кăна кăларнă пулсан, этемрен ăслăрах пулаймастех ĕнтĕ вăл. Ку библие вуласа тухсан, ĕненекен çын та турра ĕненми пулĕ… »
Ку тата мĕн? «Юрăсен юрри». Мăрзабай кăшт кăна вуласа пăхрĕ те шалтах тĕлĕнсе кайрĕ. Кам юрри пулчĕ вара ку? Турă юрри-и, этем юрри-и? Патша юрри иккен. Авалхи еврейсен патши Соломон çапла юрланă-мĕн. Ахальтен мар пĕркун тиечук, чиркӳ çынни, тĕн пирки «авалхи еврейсен юмах-халапĕ» тенĕччĕ. Юмахĕ те, юрри-сăвви те пур кунта.
Юратнă хĕрне мухтаса юрлать иккен патша. Анчах вăл унăн кăмăлне мар, ӳтне çеç мухтать. Хĕрĕн кăкăрĕ çветтуй çĕршыври сăрт пек, чĕччи иçĕм çырли пек туйăнать уншăн. Тутинчен пыл тумлать, чĕлхи айĕнчен сĕт юхать. Чăн та хитре юрă. Чим-ха, турă çак юрра кăмăлласа йышăнать пулсан, Адампа Евăна çăтмахран мĕншĕн хăваласа кăларнă-ха апла вăл? «Çенĕ завет» тени тата хĕрсене пурне те мăнастире хупса лартасшăн, «Христос сан каччу пултăр», тет. Христосĕ хĕрарăма ача тутарасшăн мар. Ун сăмахне итлес пулсан, этем йăхĕ те пĕтсе лармалла.
Турă кĕнекине вулани Мăрзабай пуçне тата хытăрах пăтрата пуçларĕ. Тăтăшах çылăха кĕртекен шухăшсем мăраланаççĕ. Лев Толстой та библи нумай вуласа турра ĕненми пулнă тесе калаçатчĕ Тимуш. Ахальтен мар ăна архиерейсем ылханнă, «анафема» тесе, чиркӳрен уйăрса янă. Çапах ăна халăх хисеплеме пăрахмасть авă.
Толстой хăй турă пирки менле каланăччĕ-ха?
«Çут тĕнчере пурнăçран урăх ним те çук. Пурнăç тени турă тенипе пĕрех. Тĕичере мĕн пурри тĕк тăмасть, юханшыв пек пăрмаях юхса тăрать. Тĕнче юхăмĕ, пурнăç юхăмĕ — турă пулать те ĕнтĕ. Пурнăçа юратни турра юратнине пĕлтерет», — тенĕччĕ. Çак сăмахсене ун чух Павăл ăнланса илеймерĕ, çапах Тимуш пĕрмай асăннипе вăл та астуса юлчĕ. Халь вĕсен пĕлтерĕшĕ Мăрзабайшăн тин уçăлнă пек туйăна пуçларĕ.
«Тĕлĕнмелле! — шухăшларĕ Мăрзабай. — Толстой сăмахĕсене ăнланма Соломонăн çылăхлă юрри пулăшрĕ вĕт. Çылăхлă тени те тĕрĕсех мар пуль. Арçын хĕрарăма, унăн чунне те, ӳтне те юратса мухтани çылăхлă ĕç мар вăл. Асма çеç кирле мар. Хура халăх асмасть. Еçсĕр иртĕхсе пурнакан харам пырсем çеç асса каяççĕ. Соломон патша пулнă, вăл асма та пултарнă. Çавах юрри унăн таса юрă, ирсĕр туйăм вăратмасть».
Чăвашсен йăли аса килчĕ тата Мăрзабая. Хитре йăла, таса йăла. Хĕрпе каччă улахра пĕр вырăн çине çывăрма выртаççĕ. Ирхи автан авăтсан, каччи хĕр çумĕнчен çылăха кĕмесĕр тăрса каять. Çав каччă юратмасть-и вара хăй çумĕнчи хăре? Соломон пекех юратать пуль, ун пекех юрату юрри юрлать пуль ăшĕнче, тульккĕш юрă сăмахĕсене хĕрне калама вăтанать вăл, ыталанă чух та унăн кăкăрне сĕртĕнме хăрать. Этем ăшĕнчи турра шыратчĕ Мăрзабай. Акă вăл. Этем кăмăлне, унăн йăлине пурнăç хăех йĕркелет…
Нумай вуларĕ, нумай шухăшларĕ кĕçĕр Мăрзабай. Юлашкинчен шухăшсем пăтрашса кайрĕç. Темшĕн тĕттĕмлене пуçланă пӳлĕмре Назар сасси илтĕнчĕ пек: «Эс, Павел Алексеевич, ман атте мар! Сутрăн эс тăван ывăлна. Хăвăн тивĕçне тумарăн, вăрмантисен ячĕсене çырса памарăн. Вĕлересшĕн вĕсем мана».
Сасă илтĕннĕ хыççăн алăк шăппăн уçăлчĕ те, пӳлĕме Назар хăй кĕрсе тăчĕ. Суранланнă мăйĕнчен хура юн юхăть. «Иуда Христоса сутнăшăн хăть укçа илнĕ, вăтăр кĕмĕл тенкĕ. Эсĕ пĕр ывăç хура хăмла çырлишĕн сутрăн мана, — терĕ Назар, куçне уçма тăрăшса. — Çавăнпа ман суранран хура юн тумлать… »
Çук, тĕлĕкре мар ку. Мăрзабай çывăрмасть. Хрулкка патĕнче сĕтел хушшинче ларать. Çӳле, турăш кĕтессине, Хрулкка хăй улăхса ларнă, турă пек пуласшăн. Акă вăл, мăшăлтата-мăшăлтата, унтан ана пуçларĕ, хăй аннăçемĕн пысăкланса пырать…
… Хуçа хăрăмланса сӳнсе ларнă лампăна краççын ярса хăй çутнă çĕре хăна библи кĕнеки çинче выртакан пуçне çĕклерĕ, Хрулккана курсан, куçне сăтăркаласа илчĕ.