Выбрать главу

«Те ку та тĕлĕкре кăна, те эп çывăрса кайсан таврăннă».

Çамрăк чух тĕлĕкрипе пурнăçрине нихçан та арпаштармастчĕ Мăрзабай. Халь тĕлĕкре пулни чăн пулнă пек, чăн пулни — тĕлĕкри пек. Хăй Весуккана мĕн çăмăлпа килнине аса илсен тин Мăрзабай ыйхи уçăла пуçларĕ. Вăл хуллен пукан çинчен çĕкленчĕ те тусне алă памасăр-саламламасăрах сăмах пуçларĕ:

— Ман умра тек пытарса ан тăр, Хрулкка. Эп сире йĕрлеме килмен. Назар шăпине пĕлме килтĕм. Кас ĕнтĕ пуçа, пĕр сăмах çеç кала. Вĕлертĕр-и?.. Ан хăра. Хĕрарăм пек çухăрса ямăп, арçын пек пулса, сана пыртан та ярса тытмăп.

Хрулкка тăруках чĕнмерĕ. Павăл умĕнче тунса тăраймăн. — «Эп ним те пĕлместĕп, курман-илтмен», — тесе калаймăн. Ассăн сывларĕ те тӳррĕнех калас терĕ:

— Турра ĕненетĕн пулсан, пуççап, кĕлту, Павăл! Назар хăй мĕн шыранине тупрĕ. Эс ăна пĕлтĕрех шухăшра пытарнăччĕ. Вăл, тата кăшт пурăнса, халăха нумай усал турĕ. Халь лăпланчĕ ĕнтĕ. Санăн та ывăлу яла карательсем ертсе пынăшăн шыва сикмелле пулмĕ…

— Мăрзабай пукан çине тĕренчĕ, çурăмпа сĕтел çумне сĕвенсе, аллине çĕре усса ларчĕ.

— Турă çук, Хрулкка! — тарăхнă сасăпа каларĕ Мăрзабай ларсан-ларсан. — Назаршăн пупсем кĕлтуччăр. Выртса çывăр, Хрулкка. Кайса сутмăп сана. Кайран, тен, сирĕншĕн хаяр тăшман пулăп. Халь тăшман та мар, тус та мар. Путсĕр мĕскĕн ывăлĕн хуйхăпа касăлнă ашшĕ çеç эпĕ халь.

— Манăн çывăрма вăхăт çитмен-ха, Павăл, — терĕ Хрулкка та, ывăннипе, Мăрзабай пекех, чĕлхине аран çавăркаласа. — Мана суранланнă çынсем, хамăр ял çыннисем кĕтеççĕ. Хăвах пĕлен, эпĕ тухтăр вĕт. Унтан, тусне халĕ çаксем кирлĕ маррине туйса, çапла ыйтрĕ:

— Эс Весуккана çуранах килнĕ-и? Лаша кирлĕ пулсан, тупса парăп. Хăвалать тесе ан шухăшла… Кан, вырăн çинех выртса çывăр.

— Ĕç пĕтрĕ ĕнтĕ. Сана кĕтсе, чей ĕçрĕм. Санăн хура хăмла çырлине тутантăм: хĕрлинчен те тутлăрах пек туйăнчĕ…  — Мăрзабай сасартăк сиксе тăчĕ те сассине улăштарса кăшкăрса пăрахрĕ: — Турă мар эс, Хрулкка, шуйттан, сатанаил! Турăран ăслă пуласшăн. Çырлу тутлă пулин те — хура. Шуйттан çырли! Тутлă çини килĕшмест мана хальхи саманара, паян вара пушшех те. Йӳççине тупса пар эс мана, ху кăмăшка вĕретмесен те, кӳршĕрен тупса пар. Чĕре çунать, чун тарăхать, Хрулкка. Сан сăмахна итлесе, ĕçме пăрахнăччĕ, халь ак хăвах ĕçтер ĕнтĕ. Сирĕн сăмахăрсем тутлă, ĕçĕрсем усал. Мĕн тесен те, эсир те халăх юнне тăкатăр… Лаша пирки ан кансĕрлен. Кунтан Хурăнвара çуранах каятăп. Çакна та ан ман, Хрулкка: сана упраса, Мирски Тимука Весуккана кĕртмерĕм. Ырă кăмăллă çын мар вăл. Яла халлĕхе таврăнмастăп. Тен, таврăнмăп та, — юлашкинчен каллех йăваш сасăпа калаçа пуçларĕ Мăрзабай. — Тархасшăн, кăмăшка тупса пар, Хрулкка!

Хуçа, шкапне уçса, унта тем мĕшĕлтеткелерĕ те хăна умне пысăках мар кĕленче савăт пырса лартрĕ.

— Кăмăшка çук ман, Павăл. Ак, таса спирт пур. Эмел вырăнне усраттăм… Шывпа хутăштарса ĕç.

Хуçа хыççăн алăк хупăнсанах, хăна кĕленче савăта ярса тытрĕ, унти çăл шывĕнчен те тасарах шĕвеке стакан çине пăнкăлтаттарчĕ те шывпа хутăштармасăрах ĕçсе ячĕ. Çăвар ăшчиккипе пырĕ çуннипе сывлăшне аран-аран çавăрчĕ.

Мулла Хрулкка, пӳртрен тухсан, Яхруша хăнана сăнама хушрĕ.

— Асту, хăйне хăй тем туса ан хутăр тата, — терĕ вăл.

Халăх суранĕ

Хветюк хăй те тупăнчĕ, Тапăра ревком кĕтекен хула çыннине те ертсе килчĕ.

Хула çыннине Мишша-салтак тăруках паллаймарĕ те: Кăяш Тимккин яланах çунса, ялтăраса тăракан куçĕ халь сӳнсе ларнă тейĕн.

Хĕрлĕ уес пуçĕ хăй Тапăра килнĕшĕн Мишша-салтакăн савăнмалла кăна ĕнтĕ, анчах Авандеевăн çилленчĕккĕн курăнакан салхуллă сăнĕ ăна пăшăрхантарчĕ кăна.

«Мана шанманнипе килнĕ-ши е отрядшăн пысăк хăрушлăх сиксе тухнă-ши?» — шухăшларĕ вăл.

Хула çынни ревком членĕсене, командирсене тата ытти паллăрах юлташсене халех пĕр çĕре пухма хушрĕ.

Çĕрпӳртре халăх пухăнасса хăй çутипе кĕтсе ларнă вăхăтра Осокин, Авандеев хушасса кĕтмесĕрех, Тапăрти ĕçсем çинчен каласа пачĕ, заложниксем пирки хăй аптрани çинчен те асăнчĕ. Лешĕн сăнĕ вăл пĕлтерниие итлесе ларнă чух та уçăлмарĕ.

Халăх пухăна пуçларĕ.

— Кунта шăнăçаймастпăр, алăк уçмалла пулать-и е пурне те тăрук кĕртмелле мар-и? — иккĕленчĕ Осокин.

— Алăкне те уçăпăр, хамăр та кунтан тухăпăр, — терĕ Кăяш Тимкки. — Çынсене пурне те пухса митинг тумаллаччĕ — вăхăт çук. Çывăрччăр. Çутăличченех тапранатпăр.

Çĕрпӳрте Шатра Микка кĕрсе тăчĕ.

— Аван-и, Тимкка пичче! — савăнăçлă кĕрлесе кайрĕ ун уçă сасси. — Сана курманни çичĕ çул пулать! Пире манман иккен. Кăяш пултăн-тăк, хĕвел пек çутат апла пирĕн çула.