Выбрать главу

— Тĕрĕс! — кăшкăрчĕ Шатра Микка.

Пĕччен кашкăрчĕ пек, илтĕнессе — çитмĕл çын кăшкăрнă пек илтĕнчĕ. Миккапа ыттисем те пĕрле кăшкăрнă иккен — малтан пухăннисем кăна мар, кайран чĕнмесĕрех пырса хутшăннисем те. Микка каялла çаврăнса пăхрĕ те кунта вунă-вуникĕ çын мар, çĕр çын тăнине курчĕ. Тата чупса килекенсем те пур. Хурлăхлă хыпар темле майпа çывăракан çынсен хăлхине те пырса кĕнĕ.

Пурне те пухас теменччĕ Авандеев, партизансем хăйсемех пухăнчĕç.

— Тĕрĕс! — кăшкăрчĕç çĕнĕрен.

— Тăшмансене перес!

— Çĕленсене — вилĕм!

— Совет правительствине, Леиин юлташа хĕрӳллĕ салам!

— Яланах сывă пултăр, вăрăм ĕмĕрлĕ пултăр Ленин юлташ!

Ревком кĕтмеи çĕртенех Тапăрта хурлăхлă та чаплă, çилĕллĕ те савăнăçлă митинг пулса иртрĕ. Заложниксен шăпи пирки Осокин халăхран ыйтасшăнччĕ, халь Кăяш Тимкки халăхран хăй килсе ыйтнă пек пулчĕ ĕнтĕ.

Ленин — Атăл çынни: Чĕмпĕрте çуралнă, Хусанта вĕреннĕ, Самарта-революци ĕçне пуçласа янă. Çакăнтан тӳпене вĕçсе хăпарнă Атăл ăмăрткайăкĕ… Ленин пĕтĕм тĕнчери ĕçченшĕн чи çывăх çын. Пирĕншĕн, Атăл çыннисемшĕн, вăл татах та çывăхрах пек туйăнать. Хисеплĕ вулаканăм! Эсĕ ватă çын пулсан, çав йывăр, хурлăхлă кунсене лайăх астăватăн. Эс çамрăк çын пулсан, ун пирки илтнĕ, вуланă. Нумай шухăшланă та пуль… .

Хыпарсăр пурăннă вăрманти çынсемшĕн юна пăлхантарса хуратакан пысăк хăрушлăх пĕр самант сывламасăр тăнă хушăра иртсе кайрĕ. Партишĕн, ĕç халăхĕшĕн вара вăл, çав икĕ эрнене тăсăлнă самант, тӳсме çук вăрăм пулчĕ. Халь, ун çинчен аса илсен те, чун çӳçенет. Асаплă тапхăр.

Ленина хăйне те вĕçĕмсĕр йывăр пулнă. — Чĕре ыратать… Питĕ чĕре ыратать, — тенĕ вăл тăна кĕнĕ хушăра.

— Ма асаплантараççĕ, ма тӳрех вĕлермеççĕ, иçмаçса? — тенĕ вăл, аран сасă кăларса.

Ленин чĕри ыратнă.

Парти чĕри ыратнă.

Халăх чĕри ыратнă.

Этемлĕх хăй телейĕшĕн, ирĕк пурнăçшăн нумай ĕмĕрсем хушши юн тăкса кĕрешнĕ. Халĕ татăклă çĕнтерӳ вăхăчĕ çитрĕ. Юрăра каланă пек, «юлашки татăклă çапăçура» ертсе пыракан çулпуç кирлĕ. Этемлĕхĕн ĕмĕрхи ĕмĕтне пуринчен лайăх ăнланса илме пултаракан, хăйĕн генилле ăстăнĕпе ăна çĕн пурнăç тума çул кăтартса паракан çын кирлĕ. Çавăн пек çын пур. Вăл — Ленин. Анчах вăл пирĕн умра вилĕмпе пурăнăç хушшинче асапланса выртать акă…

Ленинăн помощникĕ В. Бонч-Бруевич çапла асăнса çырнă кайран.

Ленинăн чăн çывăх юлташĕсен, вутра пиçнĕ революционерсен, кашнин пуçĕнче çакăн пек шухăшсем вĕренĕ. Хурçă чĕреллĕ çынсем те чăтма пултарайман: макăрнă, тарăхнă, пăшăрханнă… Вĕсемпе иĕрле пĕтĕм пролетариат, пĕтĕм ĕçхалăхĕ тарăхса пăшăрханнă.

Нумай асапланнă пĕтĕм тĕнчери ĕçхалăхĕн çулпуçĕ, çапах та, пирĕн телее, сывалнă вăл ун чух. Сывалса тата тăват-пилĕк çул халăх телейĕшĕн, пĕтĕм этемлĕх малашлă-хĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ. Сывалнă ун чух Ленин. Анчах — кам пĕлет — тен, çав сурансем васкатрĕç пуль ун тăватă çултан палăрнă хăрушă чирне. Тен, Ленин ӳтне çав наркăмăшлă пульăсем кĕрсе ларман пулсан, тăван çĕршывăн, тăван халăхăн малашлăхĕ тата телейлĕрех пулнă пулĕччĕ,

Халĕ, çав 1918 çулхи август-сентябрь кунĕсене аса илсен, çакăн пек шухăшсем пуçра тапранаççĕ, вулаканăм.

Кăяш Тимкки Тапăрти халăха хурлăхлă хыпарпа пăлхатса пăрахнă хыççăн вăл ăна çавăнтах, Ленин сывалать тесе, лăплантарма тăрăшрĕ. Осокин сисрĕ ĕнтĕ: Авандеев хăй те шансах çитмест, сехĕрленет, пăшăрханать. Çапах партизансем пăлханса, хумханса, çĕнĕрен халланса ревком тавра пĕтĕçни Кăяш Тимккине хăйне те çĕнĕ вăй кĕртрĕ.

Çав каç вăрманти пилĕкçĕр çын чĕри пĕр суранпа сурса, пĕр шанчăкпа ĕмĕтленсе тапрĕ. Тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăх, пĕр чĕлхелле, пĕр туйăмлă пулса, парти тавра, Ленин тавра нихçанхинчен тачă чăмăртанса çирĕпленчĕ. Ревком вăратмасăрах вăраннă çынсем урăх çывăрма выртмарĕç. Авандеев вара иысăк отряда халех похода хатĕрленме приказ пачĕ. Пурне те шута илме хушрĕ.

Тапăр пĕтĕмпех тапранса тухмарĕ. Вăрманта суранланнă çынсем юлчĕç. Вĕсене пăхма, сиплеме Ятрус Хрулккипе Ольăна хăварчĕç, вĕсене сыхлама Рамаш отрячĕ юлчĕ. Командирне çеç улăштарчĕç: Кĕркури пысăк отрядран юлмарĕ. Походра ревком кирлĕ мар. Вăрманта вăл кирлех-ха. Виçĕ çынран çĕнĕ ревком туса хăварчĕ Кăяш Тимкки. Ревкома Çимун, Малинин тата Шатра Микка кĕчĕç: вĕсеи тавралăх шуррисенчен мĕн тасаличченех вăрманта пытанса ĕçлемелле пулать.