Оля, отрядпа пĕрле кайса, Рамаша тĕл пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Халлĕхе ĕмĕт татăлчĕ. «Аçтан пĕлен, тен, кунта юлса каччуна маларах курăн», — терĕ ăна Кăяш Тимкки. Çимун та Нюрăпа пĕрле пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Пулмарĕ. Революцишĕн вăл кунта, Нюра — лере кирлĕ иккен.
Мулла Анукĕ таçта та кирлĕ. Ăна Мишша-салтак вăрмантах хăварасшăнччĕ. Анчах кунта халĕ унран та пысăкрах комиссар пур… Чее хĕрарăм чи пысăк комиссара пырса йăлăнчĕ, лешĕ вара пĕрре Мншша çине, тепре Анук çине пăхса илчĕ те: «Юрĕ, чăваш хĕрарăмĕсенчен пĕрремĕш хĕрле армеец пулăн, теприсене çул кăтартса парăн», — терĕ.
Рамаш заложнике илнĕ Якаль кулакĕсене, ревком хушнипе, Самлей вăрманĕнченех ирĕке кăларса ячĕç. Вĕсен шăпине картнă чух вĕсем хăйсем Совет влаçне хирĕç нимех те туманнине шута илчĕç. Хĕрлĕ террор тивмерĕ вĕсен пуçне — айăпсăр пуçа революци хĕçĕ касмасть.
Шатра Микка юмах ярать…
Чапаев патне çул тытнă отрядри чăвашсем чаплă командир ятнĕ тĕрĕс çавăрса калаймарĕç: «Чапай патне каятпăр», — теççĕ; отрядри вырăссем те, чăвашсене кура, юратнă ята кĕскетсе каларĕç… Тен, Чапаева халăх хушшинче «Чапай» тесе чĕнни çавăн чух пуçланса кайман-ши? Кам пĕлет. Мĕнле пулсан та, Чулçырма чăвашĕсем никамран илтиччеиех, хăйсемех, чаплă командира çапла чĕне пуçларĕç.
Отрядшăн Чапай çулĕ çывăх пулмарĕ — тавра çулсемпе çӳренипе те, вутлă чăрмавсене пула та… Тапăрта юлнисем тӳп-тӳрĕ çулпа Чапай патне хăвăртрах çитрĕç. Шатра Микка юмах çулĕпе ертсе кайрĕ вĕсене.
Тĕрĕссипе каласан, «Чапай» сăмах походра мар, партизансем пурте Тапăрта чухнех çуралчĕ. Чулçырма юмахçи Шатра Микка пуринчен малтан асăнакан пулчĕ сан ята.
Весукка Тапăрĕ пухăннă çĕре Чапаев ячĕ ялсем тăрăх таçта çитиех сарăлнăччĕ. Юмахçă, нĕрре илтсех, çав ята юмах хутаççине чикрĕ. Микка, тен, тахçанах хăй нихçан курман паттăрăн мухтавлă ĕçĕсем иирки юмахлама тытăннă пулĕччĕ… Анчах пĕлтĕрхи сурхури иртнĕредпе пирĕн юмахçă юмах яма именекен пулчĕ. Мишша-салтак хăйĕн юмахĕпе тĕлĕнтерсе пăрахрĕ ăна. Çавăн пек, пурнăçра чăн пулнă ĕçсем çинчен юмахлама вĕренесчĕ! Чапай-паттăрăн чаплă ĕçĕсем çинчен чăн сăмах илтесчĕ. Юмахри Ырăпа Усал пирки мар, пурнăçри Ырăпа Усал пирки, хура халăхăн вăй-халĕпе кĕрнеклĕхĕ пирки юмах-сăмах сарма вĕренесчĕ! Хăй, Чулçырмаран тухса тĕнче курса çӳременскер, Микка çавăнпа та Мишша-салтака, Çимуна, Леонид Петровича калаçтарма тăрăшатчĕ. Халĕ Кăяш Тимккине те калаçтарчĕ вăл, Чапаев пирки ыйтса тĕпчерĕ. Самлей чăвашĕ Чулçырма юмахçин хитре кăмăлне час туйса илчĕ, унпа калаçма вăхăт тупрĕ.
Юмах хутаççине чăн хыпарсемпе тултаркаланă хыççăн Шатра Микка Тапăрта юлнă халăха Чапай-паттăр çинчен юмах ярса пачĕ. Çав юмахăн пуçламăшĕ те, вĕçĕ те çук-ха. Ун пирки Микка иккĕленсе-турткаланса тăмарĕ. «Пуçламăшне кайран тупăпăр, вĕçне пурăна киле куçпа курăпăр», — терĕ те хăйĕн чăн сăмах-юмахне тӳрех çапла пуçларĕ:
«… Хасарсен çĕршывĕнче çамрăк чухнех пулса курнă Чапай. Хура халăх ачи, хура ĕç ăсти тарпа ĕçленĕ, ĕçлесе тарланă, ĕçре аталаннă, канмалла юрланă та ташланă. Çамрăк чух хут вĕренеймен Чапай — шкулта пулман, кĕнеке вуламан. Çапах пысăк ăстăнлă пулнипе вăл çут тĕнчен майне-шывне, хура халăх пурнăçне çивĕч куçпа сăнаса тĕпченĕ, арăш-пирĕш ĕçсене пуçра йĕркеленĕ.
Хасарсен çĕршывĕнчи ям çулĕсемпе мăн çулсене, çырмасемпе мăн шывсене — веçех астуса юлнă Чапай, хăш çулпа ăçта каймаллине, хăш юханшыва енле каçмаллине пĕлсе çитнĕ. Çавăн чух ясаул-утамансемпе паллашнă. Чапай вĕсен хаярлăхĕпе чеелĕхне курнă, чăн хаяррисене асра паллă тунă.
— Кайран Чапай салтакра пулнă, пĕчĕк кĕнеке вуламалăх, пĕчĕк çыру çырмалăх хут вĕреннĕ, хăйĕн паттăрлăхне тата çирĕп ăс-хакăлне кура, патша çарĕнче те чапа тухнă, киле унтер-ахвицер пулса таврăннă.
— Ерман вăрçи пуçлансан, Чапай вăрçăра пулнă, тăватă хĕрес те виçĕ суран туяннă. Хура халăх пăлханса çĕкленсе юнлă Микулай патшана сирпĕтнĕ вăхăтра Чапай Сарă Ту хулинче хоспитăльре выртнă. Ирĕклĕх хыпарĕ ун хăлхине те пырса кĕнĕ, Чапая тăван çĕршыв Атăл леш енне чĕннĕ. Сурансем синленсе çитессе кĕтмесĕрех, килйышсем пурăнакан Пăлакав хулине кĕмесĕрех, тӳрех хăйĕн уес хулине Николаевска вĕçтернĕ. Унта вăл малтан большевиксен штабне пырса кĕнĕ те:
— Айван салтаксем пек киле каймарăм, ревюлюци ĕçĕнчен пăрăнмарăм, — тенĕ. — Халăх телейĕшĕн çапăçма вăхăт çитрĕ, йышăнăр мана та хăвăр партийĕре, шанăр мана, чăн йывăр ĕç парăр мана. Эп патша çарĕнче нумай юн юхтартăм, юлашки юнăм хура халăхшăн юхтăр.