Выбрать главу

Шаннă Чапая большевиксем, салтаксем хушшинче ĕçлеме, Хĕрлĕ гварди пухма, вăйлă отряд тума, отрядра командир пулма, Совет влаçĕшĕн çапăçма хушнă ăна. Хресчен ачисене, чухăнсемпе батраксене, пин салтак, хăй тав-ра пухса вăйлă отряд тунă Чапай. Николаевск хулинче те Совет влаçĕ çĕнтерсен, большевиксем Чапая уесри çар комиссарĕ туса хунă, революцие сыхлама хушнă.

Хĕлĕпе уес тăрăх отрядпа кустарса, кулак пăлхавĕсене пусарса çӳренĕ Чапай, тĕрлĕ контрăсене пĕгернĕ, нумай вĕреннĕ ахвицерсене çĕнтернĕ.

Çăва тухнă çĕре тепĕр усал тăшман хĕвелтухăçĕнче çĕкленет, Совет влаçне Атăл хĕррине çити пĕтерсе лартма пикенет. Шурă хасарсем Чапай уесне çитсе кĕреççĕ…

— Паçăрах ыйтасшăнччĕ, камсем терĕн-ха? Ун пек тăшман ятне хальччен илтсе курманччĕ, — пӳлчĕ Пали юмахçа.

— Илтменнине илтĕпĕр, курманнине курăпăр. Урал казакĕсене Чапай çыннисем, мăшкăлласа «казарсем» тесе чĕнеççĕ, тет. Чăвашла хасар пулать ĕнтĕ вăл — Совет влаçне хăмсаракансем, — çапла ăнлантарса пачĕ те юмахçă, юмах-сăмахне малалла хавхаланса юхтарчĕ.

— Кӳршĕри хасарсене Чапай çамрăк чухнех пĕлсе çитнĕ. Вăл пысăк отряд йыхăрса пухать те шурă хасарсен пысăк çарне хирĕç тухать. Ясаул-утамансене, ахвицер-енералсене парăнмасть. Чапай-паттăр тăшмана Урал шывĕн леш енне çити хăваласа ярать. Çавăн хыççăн Чапай-паттарăн чапĕ ялсем-хирсем тăрăх таçта çити кĕрлет, вармансем урлă пирĕн хăлхана та çитсе кĕрет. Анчах та шурă хасарсем, ясаул-утамансем лăпланмаççĕ, чехсем капланса килсен, вĕсем те тепĕр хут хускалаççĕ. Пирĕн Чапай-паттăр та, çăвар карса, пилĕкне йӳле ярса лармасть. Уесри мĕнпур партизансене пĕр çĕре пухать, хĕрӳ сăмах калать.

— Хальччен партизан пулса, отрядпа çӳресе çапăçрăмăр эпир, — тет Чапай-паттăр. — Халь тата çирĕпрех пĕтĕçер, Хĕрлĕ Çар пулар, полксем йĕркелер, Хĕрлĕ Çар ячĕпе вăй пухар…

Çавăн чух хĕрлĕ паттăрсем темиçе полк туса хураççĕ, çав полксен командирĕ пулма Чапай-паттăра урра! кăшкăрса суйлаççĕ.

Шурă хасарсен шутсăр вăйне-çарне хирĕç Совет влаçĕ те пысăк çар, хăйĕн тăваттăмĕш армине, тăратать, Чапай-паттăра çав тăваттăмĕш армипе пĕрле çапăçма армин пуç командирне пăхăнма хушать.

Хĕрлĕ Çар штабĕнче ĕнтĕ ĕлĕк ахвицер-енерал пулнă çынсем те пур. Хăшĕ чăнахах пирĕн майлă тăнă вĕсем. Ула-чăла кăмăллисем те пулнах ĕнтĕ вĕсем хушшинче. Тăваттăмĕш армин пуç командирĕ те ĕлĕк енерал пулнă çын. Тумтирĕпе хĕрлĕ курăннă, кăмăлĕпе шурă пулнă. Çав ула-чăла енерала Чапай-паттăр пĕртте кăмăлламан, анчах унпа хирĕçлеме те юратмасть: Совет влаçĕ шанса пуç командир тунă ăна.

Вара пирĕн Чапай-паттăр енерала куллен-кун курса кăмăл хуçас мар тенĕ, хăйĕн бригадине мала ертсе кайнă, хасарсене хĕсе-хĕсе пырса, таçта çити хăваласа янă, тăшмана сывлăш çавăрма памасăр лăсканă…

Усал ула-чăла енералĕ те Чапай-паттăра юратман. «Кайтăр мала мужиксен енералĕ, пĕттĕр çавăнта, эп ăна çăлассăм çук», — тенĕ вăл. Хăй шăл ыратать тесе, чире персе, еçрен пăрăннă. Унăн штабĕ те, ним тума пĕлмесĕр, пĕр çĕрте тапăртатнă. Çавна пула Чапай бригади кăна мар, пĕтĕм тăваттăмĕш арми, хасарсемпе чехсем хушшинче пулса, вутлă унка лекнĕ. Енералĕ Чапая çăлма мар, хăйне те çăлайман. Чапай-паттăр вара енерал-командира пăхăнма пăрахать те хăй, тăваттăмĕш армин пуç командирĕ вырăнне пулса, пĕтĕм армине вилĕмрен çăлать, Хĕрлĕ Çар полкĕсене вутлă ункăран кăларать.

Хайхи ула-чăла енералĕ кайраН Чапая айăплама пăхнă, анчах пĕтĕм çар, Чапай майлă пулса, юратнă командира элек хурри пулма паман. Çавăнтанпа Чапай-паттăр шурă çартисене кăна мар, Хĕрлĕ Çар штабĕсенче ĕçлекен ахвицер-енералсене те тата хытăрах курайми пулнă. Вĕсем хăйсем те, Чапай ятне илтсенех, чыхăнакан пулаççĕ… »

Паян Шатра Миккан юмахĕ юмах пекех пулаймарĕ, юмахăн ячĕ кăна тупăнчĕ-ха: «Чапай-паттăр». Çав Чапай-паттăрăн чаплă ĕçĕсем пирки Микка паян пĕли-пĕлмирех юмахларĕ, юлашкинчен юмах йĕрĕнчен те тухса ӳкрĕ, Кăяш Тимккин сăмахĕсене пĕр улăштармасăрах каласа пачĕ. Халăх паттăрĕн ячĕ юмах хутаççинче тата кăшт выртсан, унăн сăнарĕ юмахçă кăмăлне тата хытăрах хумхатсан юмахĕ те ăнса çитĕ-ха. Çапах паян та Микка сăмахне вăрманти халăх юратса тăнларĕ.

Шатра Миккан пурнăçран илнĕ юмах геройĕ Василий Иванович Чапаев çав вăхăтра, Урал казакĕсене хирĕç виççĕмĕш похода тухса, «хасарсене» сехĕрлентерме пуçланă. Тепĕр чух вăл хăй те хăрушлăха лексе аптрать, çавах хăйĕнчен вунă хут вăйлă тăшмана парăнмасть. Ана чарса тăнипе çырлахмасть вăл, хĕсет, лăскать, хăвалать те… Унтан каллех хăй хăрушлăх умне пырса тухать. Халĕ вăл — дивизи командирĕ, начдив. Пысăк ĕç, йывăр ĕç, питĕ ответлă ĕç хушнă ăна революци…