Выбрать главу

Фронтри ĕçсем пур çĕрте те лайăхланса пыраççĕ ĕнтĕ. Атăл тăрăхĕ шуррисенчен кĕçех тасалса пĕтет. Вĕсем Ставропольпе Сызрань хушшинче — Самар кукринче çеç юлнă. Кунтан тăшмана кăларма тата хĕнтерех пулса тăчĕ-ха. Дутов çарĕсемпе Урал казакĕсем, хĕвелтухăç енчен тапăнса, Хĕрлĕ Çарăн Тăваттăмĕш армине малалла кайма чарса тăраççĕ. Вĕсене тĕнчери пуян хуçасем хавхалантараççĕ, тӳррĕн те хĕтĕртеççĕ.

«Чехсене питĕ хăвăрт пулăшмалла. Пулăшни кăна мар, вĕсемпе халех, васкаса, çурçĕр енче пĕрлешмелле. Çав вăхăтра Самар таврашĕнчи фланга, Дутовпа Алексеева, ĕçе кĕртмелле. Çапла туса, Бакуран килекен акăлчансемпе пĕрлешме çул тасатса хатĕрлемелле», — тесе çырнă Америка посолĕ хăйĕн правительствине янă вăрттăн депешăра.

Анчах Хĕрлĕ Çар тăшмана Хусанпа Чĕмпĕртен хĕссе кăларни интервентсен планĕсене пачах пăсса хучĕ.

Хĕрлĕ Çар командованийĕ Тăваттăмĕш армие Самар хулине илме приказ пачĕ. Çав вăхăтрах Пĕрремĕш арми Атăлăн сылтăм енĕпе Сызрань хулине тапăнмалла. Сызрань плацдармне çĕмĕрсе Атăл урлă каçсан, Хĕрлĕ Çарăн Хĕвелтухăç фронтĕнчи армийĕсем пурте пĕрлешме пултараççĕ.

Çак пысăк та ответлă операцие Тăваттăмĕш армин авангарчĕ — Чапаев бригади пуçларĕ. Вăл чи малтанах тăшмана Николаевск хулинчен кăларса сирпĕтрĕ. Унтан Чапаев, вăхăтлăха Пĕрремĕш дивизин командирĕ пулнăскер, Самар енчен Балаково хулине тапăннă тăшмана аркатса тăкрĕ. Çакăн хыççăн Тăваттăмĕш арми, Самарпа Сызрань хушшинчи фронта татса, чугун çул çине тухса, Самара кăнтăр енчен те, хĕвеланăç енчен те хупăрлама пикенчĕ. Анчах çак вăхăтрах Урал фронтне те манма юрамасть, çакă та Тăваттăмĕш армин ĕçĕ шутланать.

Урал казакĕсене хиреç çĕне дивизи — Николаевск дивизине тăратас терĕç. Вăл чăн та çĕнĕ дивизи, ăна халь кăна пухса çитернĕ-ха. Кĕрешӳре пĕрре те пулса курман вăл. Питĕ чее те опытлă, йышлă тăшмана чарайĕ-ши пĕр дивизи? Командовани ун вăйне халлĕхе шансах каймасть, Çавăнпа Чапаева çĕнĕ дивизи командирĕ туса хучĕç. Чапаев вара ирĕксĕрех, хăйĕн паттăр полкăсене хăварса, вутра пулман çĕнĕ дивизи йышăнчĕ, ăна чее те вăйлă тăшмана хирĕç ертсе кайрĕ.

Çавăнтанпа пĕр канмасăр кунĕн-çĕрĕн çапăçать Чапаевăн унччен ĕçре пиçмен дивизийĕ. Епле йывăр килсен те, темиçе хут тăшман ункине лексе, çав ункăран нумай юн тăкса, аран хăтăлсан та — каялла чакма юрамасть. Вăхăтлăха çапăçуран тухса, дивизие. кантарма та май çук.

Паян тинех пĕр пысăк ялта кăшт. канса сывлăш çавăрма май килчĕ пек. Çĕрле Чапаев, шуррисен ункине татса, пысăк хăрушлăхран тухрĕ, тăшманăн тĕп вăйĕсенчен татăлчĕ. Анчах тăшмансем пĕр-пĕрне куçран çухатмаççĕ. Шуррисем юнашарах. Чилижнăй хуторта. Перкелешет тăшман, чапаевецсене кантарасшăн мар, хăй тӳррĕнех атакăлама хăрать. Чапаевăн та тăшмана хăваласа яма вăй çитмест.

Чапаев хăй пĕр-ик сехет штабра тĕлĕрсе илчĕ. Тул çутăлнă çĕре вăранчĕ, юнашар пӳлĕме тухса кĕчĕ. Юлташсем çывăраççĕ. Штаб начальникĕ çеç çук, патрульсене тĕрĕслеме кайнă пулмалла. Таçта сасăсем илтĕнеççĕ пек. Начдив кăшт тăнласа ларчĕ. Хăрамалли çук пулас, кая юлнисем çитрĕç-тĕр. Штаб начальникне кĕтсе, шухăша кайрĕ Чапай:

«… Ялсем, станицăсем, юханшывсем — вĕçĕмсĕр. Нумай вĕсем, астуса çитереймĕн. Çапах пурте асра юлаççĕ. Ялне çавăрса илетĕн, тăшмана унтан çапса кăларатăн, юханшыв урлă е кĕперпе, е тӳрех ишсе каçатăн, тăшмана хăвалатăн. Хăшпĕр ялта темиçе хут та пулатăн, юханшывсем урлă темиçе хут та каллĕ-маллĕ каçатăн, тытăçусен вĕçĕ-хĕрри вара çаплах курăнмасть. Кунта тăшман час-часах пиртен вăйлăрах пулса тăрать. Пирĕн пек походра мар вăл, килте çапăçать, çапăçăва çĕнĕрен çĕнĕ чаçсем кĕртет. Маневр тума вăй ытларах ун. Самар таврашĕнчен пулăшу кĕтсе илеймĕн çав. Чи шанчăклă полксене, Урал таврашĕнче пĕрре мар вутра пулнă командирсене, çавăнта хăвармалла пулчĕ. Хама çĕнĕ дивизи пачĕç. Пĕр дивизи — арми мар çав. Çак пĕчĕк вăйпах Урал фронтне тытса тăрас пулать. Каялла чакма юрамасть. Чаксан, пĕтĕм Хĕвелтухăç фрончĕ пăсăлма пултарать. Ленин шанать пире. Çук! Чапаев каялла чакмасть!

Эх, паттăр командирсем сахалтарах. Çапаçура та ытларах пĕтеççĕ çав паттăрсем, тепĕр çĕрте те кирлĕ пулаççĕ вĕсем. Çулталăка яхăн юнашар çапăçнă юлташсем, маттур та сатур командирсем, хăшĕ вăрçăра пĕтрĕç, хăшĕ халĕ Самар таврашĕнче çапăçаççĕ… Юрĕ. Çĕнĕ батальонсем, полксем пулччăр, командирсем тупăнĕç. Эп хам полксем ертсе çӳреме вĕреннĕ-и? Вĕренмен. Кутяков вĕренме мар, унччен вăрçăра та путлĕ пулса курманччĕ. Батрак шкулĕнче вĕреннĕ вăл. Пурнăç вĕрентрĕ пире. Тупăнĕç командирсем, Чапаев çапăçма вĕрентнĕ вĕсене… »