Урăх сăмах калаймарĕ çамрăк йĕкĕт, ĕмĕрлĕхе шăпланчĕ. Филька ун çумне кукленсе ларчĕ те пĕчĕк ача пек макăрса ячĕ.
Юпасăр кĕпер
Мĕскĕн Спирка юлашки сывлăшĕ тухнă чух та Рамаша асăнчĕ. Лешĕ халь инçетре çав — Кутяков патĕнче. Кунта вăл ĕçпе килчĕ те, ăна тепĕр ĕçпе ниçта та ăсатмарĕç. Вара Рамаш винтовка тупрĕ те, пĕр рота çумне хутшăнса, рядовой боец пулса тăчĕ.
Халиччен Рамаш урхамахпа та чупса курнă, пăшал та пенĕ, хĕç айĕнче те пулса курнă, пăтăрмаха та лекнĕ. Çавах хальччен кун пек çапăçура пулманччĕ-ха вăл. Куллен çапăçу, кунĕн-çĕрĕн тытăçу пырать. Хĕрлисем тăшмана Самар хулинчен хĕссе кăларасшăн, шуррисем тухасшăн мар. Учредиловка йăви аркансан, учредиловки хăй те, унăн çарĕ те пĕтессе, унтан чехсен çарĕ те шĕвелсе юласса сисеççĕ çав вĕсем! Çавăнпа Самар таврашĕнче çапăçусем нихçанхинчен те хаяр.
Чехсем хĕрлисене Атăл кĕперĕ патне яхăна та ямаççĕ. Тăватă уйăх каярах çак кĕпере шуррисенчен сыхлама вăрçă ĕçне пĕлсех кайман ревком çĕр çын кăна уйăрнăччĕ. Шуррисем вара унта халĕ пин çын тăратнă, орудисем, пулеметсем вырнаçтарнă, бронепоезд çӳретеççĕ. Кĕпер тавра юн шыв пек юхать. Атăл шывне хĕретет…
Сызрань хулине шуррисем никама парăнми крепость туса хунă, хулине кăна мар — таврари ялсене те йĕплĕ пралукпа карталанă. Кун пек укăлчана ял çыннисем хальччен курманччĕ. Сызрань халь — чехсемпе Самар комучĕн юлашки шанчăкĕ. Çав крепость хĕрлисене тытса чараймасан, Самар хапхи ярах уçăлать.
Пĕрремĕш арми командующийĕ Тухачевский юлташ çавна лайăх пĕлет. Вăл Сызрань крепоçне илме тĕплĕн хатĕрленет, кашни вак-тĕвеке хăй тĕрĕслет, пĕрмай хирте, палаткăрах, пурăнать. Вăй çитересси — хĕрлисемшĕн тĕп тивĕç. Ăрми командующийĕ вĕçĕмсĕр юнлă çапăçура пулнă Гай дивизине Чĕмпĕр хулине илнĕ хыççăн та канма памарĕ, Сызрань енне васкаса куçма хушрĕ. Кунта та ĕлкĕрчĕ Чĕмпĕр дивизийĕ, Сызрань таврашĕнче ыттисем пекех паттăр çапăçрĕ. Никамран кая юлмарĕ тесен, тен, тĕрĕсех те пулмĕ. Дивизи командирĕ Гай юлташ Сызрань хулине пуринчен малтан пырса кĕчĕ. Паллах, пырса кĕриччен малтан чакмаçул çуккине пула вилес пек хаяр çапăçакан тăшмана çĕмĕрмелле пулчĕ.
Ахальтен мар Чĕмпĕр дивизине тата «тимĕр дивизи» тесе ят панă. Хĕрлĕ Çарăи ирĕксĕрех тимĕр пек çирĕп пулмалла пулчĕ. Тăшман йышпа та, хĕçпăшалпа та, вăрçă ĕçне лайăх вĕреннĕ командирсен шучĕпе те Сызрань таврашĕнче хĕрлисенчен вăйлăрахчĕ. Ытти çĕрте те çапларахчĕ вунсаккăрмĕш çулта. Çав вăйлăрах тăшмана çĕнтерес пулать… Çавăнпа Чапаев Самар таврашĕнче паттăр çапăçма та, Уральск таврашĕнче Дутов çарĕсене чарма та ĕлкĕрчĕ. Гай Чĕмпере илме те, Самаршăн çапăçма та вăй çитерчĕ. Пур енчен те вăйлăрах тăшмана çапах та Хĕрлĕ Çар çĕмĕрчĕ, аркатрĕ, çĕнтерчĕ. Мĕнле вара? Çĕнтерчĕ пулсан, хăй тăшманран вăйларах пулнă мар-и? Тĕрĕс. Анчах йышпа та мар, хĕçпăшалпа та мар, революцилле хастарлăхпа, хавхалануна вăйлăрах пулнă тӳрĕ ĕçшĕн çапăçакан Хĕрлĕ Çар, рабочисемпе чухăн хресченсен çарĕ.
Пĕрремĕш арми Сызрань крепоçне çĕмĕрсе парăнтарнă вăхăтра Тăваттăмĕш армин полкĕсем Самар таврашĕнче тăшмана арката пуçларĕç.
Кутяков — Чапаевăн чи çывăх помощникĕ — халь Степан Разин ячĕпе хисепленекен полк командирĕ. Кĕçех вăл бригада командирĕ пулать. Хăй çавна шухăшламасть-ха, сисмест те-ха…
Рамаш питĕ юратса пăрахрĕ полк командирне. Çап-çамрăк хăй, Рамашран кăшт çеç аслăрах, кăшт çеç çӳллĕрех. Çил пек хăвăрт, арăслан пек хăюллă, Чапаев пек паттăр та талантлă командир.
Пĕррехинче, нумай вăхăт шуррисемпе перкелешнĕ хыççăн, вăл сасартăк фронт умне килсе тухрĕ те:
— В штыки! Ура! — тесе кăшкăрса, окопсем тăрăх кустарчĕ.
Командир çапла хĕрсе чĕннĕ вăхăтра епле пуçна чиксе таçталла персе выртăн? Рамаш сиксе тăчĕ, штыкне малалла кăнтса, урра! кăшкăрса, малалла чупрĕ. Çук, пĕччен мар иккен вăл, ун хыççăн пĕтĕм полк çĕкленнĕ-мĕн: урра! таçта çитиех янăраса кайрĕ. Чапаевăн пирвайхи паттăр юлташĕсем акă ăçта вĕсем. Ку полкра — Чапаевпа пĕлтĕртенпех нĕрле çапăçнă çынсем. Вĕсем, пĕр çĕк-ленсе малалла чупсан, чарăнмаççĕ вара.
Тăшман тӳсеймерĕ, штыкпа çапăçасшăн пулмарĕ, каялла сирпĕнчĕ. Вара çапăçăва хĕрлисен эскадронĕсем хутшăнчĕç. Вăрçă хирне тăшман сакăрçĕр çын тăкса хăварчĕ. Хĕрлисен аллине нумай винтовка, пулемет тата пĕр тупă лекрĕ.
Кутяков кашни çамрăк хĕрлĕ армеецшăнах — тĕслĕх. «Эх, Кутяков пек пуласчĕ!» — тет Рамаш та.
Анчах хаяр çапăçусенче хĕрлисен шучĕ те чаксах пырать-çке. Юлашки çапăçу хыççăн полк командирĕ çакăн пирки питĕ хытă кулянса ӳкнĕччĕ. Çак вăхăтра Рамаш çывăхри пĕр ятлă виçĕ ялтан полка виççĕр çын ертсе килчĕ.
Ĕçĕ çапла пулса иртрĕ. Самар çывăхĕнчи пĕр ятлă виçĕ ял тĕлĕнтерчĕç Рамаша: пĕри Вырăс Липяги ятлă, тепри — Чăваш Липяги, виççĕмĕшĕ — Мордва Липяги. Рамаш çуран утса-чупса çапăçма хăнăхман. Хăйне валли лаша тупса каллех кавалерист пулас килет унăн. Çав шутпа, пĕррехинче разведкăна кайсан, Чăваш Липяги ялне кĕрсе тухас терĕ вăл. Ял çывăхĕнче Рамаш икĕ чăваш ачине тĕл пулчĕ. Шăтăк-путăк вырăнсенче патрон гильзисем пухса çӳреççĕ. Шкул ачисем пулас: пĕрне-пĕри ятпа мар, хушаматпа чĕнеççĕ. Пĕри Савдеров хушаматла иккен. «Якальсем пирĕн енне çакăнтан куçса пынă пуль, — шухăшларĕ Рамаш, — Шурă Пракань хушамачĕ те çапла вĕт». Ачисем «вырăс иртен-çӳренрен» асăрханмасăр хăйсем хушшинче чăвашла çаптараççĕ. Рамаш кăшт тăнласа тăчĕ: пиччĕшĕсем пирки калаçаççĕ…