Выбрать главу

Хăюллă йĕкĕ-т пуçĕнче çĕнĕ шухăш çиçрĕ. Вара ачасене тĕлĕнтерсе: «Эпĕ те Савдеров, эпир хурăнташ мар-и?» — терĕ вăл чăвашла. Паллашрĕç, калаçрĕç. Тепĕр пилĕк минутран Рамаш ачасене таçталла чуптарчĕ, хăй снаряд чавса тунă шăтăка кĕрсе выртрĕ.

Тĕттĕм пулса çитнĕ çĕре Рамаша икĕ çамрăк чăваш шыраса тупрĕç. Пĕр Савдеров хушаматлă ачан пиччĕшĕ Алюш ятлă. Таçта-таçта Якаль ятлă ял пурри çинчен илтмен вăл, çавăнпа хурăнташлăх пирки те чухлаймасть. Анчах Рамашпа Алюшăи хурăнташлăхĕ тепĕр енчен тупăнчĕ. Икĕ салтак пĕр «çитĕнмен каччăран» шикленме-рĕç, шуррисене вăрçса, хĕрлисене мухтаса калаçрĕç. Рамашăн теветкеллĕхĕ хăйĕнпе пĕрле çуралнă. Вăл хăй ăçтан, мĕн çăмăлпа килнине тӳррĕнех каласа пăчĕ. Учредиловка çарĕнчен тарса, хĕрлисем енне куçма шухăш тытнă салтаксемпе çапла паллашрĕ вăл. Таврари виçĕ пĕр ятлă ялтан мобилизаципе шурă çара лекнĕ хресчен ачисем, фронт тăван ялсем патне çывхарсан, тарса пытанса пĕтне. Сахаллăп мар вĕсем кунта, виççĕр çынпа яхăн. Хĕрлп-сем çумне хутшăнма ырă самант çеç кĕтсе тăраççĕ.

Рамаш лаша туянас пирки те манса кайрĕ, яла та кĕрсе кураймарĕ. Хĕрлисем ăçта тăнине вăл хăй лайăх пĕлет, шуррисен дислокацине «дезертирсем» каласа пачĕç. Чуллă Шарлака, Кутяков патне, тăшмана систермесĕр çитме пулать иккен. Çывăхра пытаннисем Рамашпа пĕрле кайрĕç вара, ыттисене Савдеров каярах ертсе пычĕ.

Кутякова виççĕр доброволец килсе хутшăнни мар, вĕсене ертсе килнĕ пĕчĕк салтак тĕлснтерчĕ. Рамаша вăл унчченех асăрханăччĕ: чапаевец пулма тивĕçлĕ йĕкĕт. Халĕ вăл ăна командир тума шутласа хучĕ.

Рамаш лаша пирки вĕтеленнине пĕлсен, Кутяков ăна хăйĕн пичеври лашине парнелерĕ.

— Ытла пĕчĕк тесе ан кулян: пĕр сехетре çирĕм пилĕк çухрăм вĕçтерет, — мухтарĕ командир лашине.

Тепĕр кунне ирхине Кутяков полкĕ пĕтĕм бригадăпа пĕрле Липяги станцине тапăнчĕ. Виçĕ Липягирен тухнă çĕнĕ хĕрлĕ армеецсем хăйсен тăвап ялĕсене тăшманран тасатасшăн арăслансем пек çапăçрĕç. Тем те курнă полк командирĕ вĕсене мухтамасăр тӳсеймерĕ.

Липяги станци çывăхĕнчи çапăçу Самар таврашĕнчи юлашки çапăçу пулчĕ. Шуррисем — Сызрань таврашĕнчен тарнисем те, кунта арканнисем те — Самар шывĕн сулахай енче чарăнса тăраймарĕç, тимĕр кĕперпе те, понтонлă кĕперпе те шыв урлă каçса хăтăлма васкарĕç. Анчах юханшыв та, хула çурчĕсем те хӳтĕлеймерĕç вĕсене — тăшман çав кунах хуларан та тухса тарчĕ. Тарас умĕн вăл Атăл кĕперне çĕмĕрнĕ пекех Самар кĕперне те çĕмĕрсе, ишсе хăварнă.

Полк тимĕр кĕпертен анаталла иăрăнсан, унта Рамаш килсе тухрĕ. Иăтăнса аннă карлăксене курсан, унăн макăрас килсе кайрĕ, куçĕсем шывланчĕç. Ун ашшĕ шăпах çак кĕпере сыхланă ĕнтĕ… Çакăнта пуçне хуна-ши, е, чĕрĕ юлса, хуларан тухса хăтăлнă-ши? Кам пĕлет. Часрах шыв урлă каçасчĕ. Тен, пĕлекенсем пур пуль унта. Чим-ха, полк ăçта тата?! Вăл тахçанах шултра йывăçсем хыçне пулса куçран çухалнă-мĕн. Командир, понтон кĕперĕ пур тесе, сулахаялла çул тытнă пулмалла. Рамаш та çĕмрĕк кĕпер умĕнче кăшт шухăша кайса тăнă хыççăн çавăнталла васкарĕ.

Самар шывĕн сылтăм хĕррипе çуран çынсем килсе тухрĕç, ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса тăчĕç. Алă сулаççĕ, тем кăшкăраççĕ. Уççăнах урра! кăшкăрни илтĕнет.

«Рабочисем саламлаççĕ», — шухăшларĕ Рамаш.

Çапла шухăшларĕ те тӳсеймерĕ — пĕчĕк кăвак лашине тӳрех шывалла пăрчĕ. Лешĕ, шăши пек йăрăскер, шывра лăпкă кăна ише пуçларĕ. Рамаш хыççăн шыва тата пĕр вунпилĕк юланут шампăртатса кĕрсе кайрĕç. Ыттисене командир чарчĕ.

Шыв хĕрринчи çынсем пирвайхи юланута урра! кăшкăрса кĕтсе илчĕç. Вĕсем Рамаша лаша çинчен туртса антарчĕç те сиктерме тытăнчĕç. Сиктерме вара ăна ним те мар: хăй çăмăл, кăмăлĕ çунатлă, сиктермесĕрех çӳлелле вĕçмелле.

Халăх пĕр çынна юратса лăсканине кăна çырлахмарĕ, ыттисене те сиктерчĕ. Халлĕхе шыв урлă каçакан ытла та сахал-çке. Хĕрлĕ Çар юханшывăн леш енче вĕçĕмсĕр кĕпĕрленнĕ. Часрах пурне те каçарасчĕ. Тарăхса, тунсăхласа çитнĕ халăх ку енче тек сăнаса тăмарĕ. Кĕçех пур енчен те кимĕсем килсе тухрĕç: пиллĕк, вуннă… çĕр кимĕ. Атăл енчен пысăк мар та, шухă катер çухăрса килчĕ. Кимĕсемпе пĕрле çав катер Хĕрлĕ Çара шыв урлă тиентерсе каçарма тытăнчĕ. Рабочисем çĕнĕрен понтон кĕперĕ майлаштарма пикенчĕç: ку артиллерипе кавалери валли кирлĕ.