Выбрать главу

Тарнă чух тимĕр кĕпере мĕн шухăшпа çĕмĕрнĕччĕ-ши усал тăшман? Хĕрлĕ Çар Самар шывĕ урлă каçаймĕ е каçсан та, таракансене хăваласа çитеймĕ тенĕ пуль çав. Каçĕ те, хăваласа та çитĕ, пĕтĕм усал ĕçшĕн ответ тыттарĕ. Хĕрлĕ Çар паттăрĕсем юханшывсене кĕперсĕрех пĕрре мар каçнă. Темле хăрушă юхăм урлă каçма та яла-нах шанчăклă кĕпер пур вĕсен, юпасăр кĕпер. Çав юпасăр кĕпере нимле вай та çĕмĕреймĕ. Рабочисемпе хресчен хушшинче, çарпа халăх хушшинче тата тĕрлĕ халăхсем хушшинче аслă Октябрь юпасăр кĕпер хывнă. Çав кĕперпе каçса кĕчĕ паян Самара Хĕрлĕ Çар.

Кĕçех хулана Тăваттăмĕш армин Реввоенсовечĕ те килсе çитрĕ. Лаптак уçă çамкаллă, хура кăтра çӳçлĕ Валериан Куйбышева рабочисем кăмăллăн урра! кăшкăрса кĕтсе илчĕç. Ана та Рамаша сиктернĕ пек сиктерĕччĕç вĕсем, анчах Реввоенсоветпа ревкомăн чăрманса тăма вăхăт çук. Çĕнтерĕве çирĕплетсе, тăшмана хăваламалла, хăвăртрах хулара та, кĕпĕрнере те Совет влаçне çĕнĕрен чĕртсе ямалла…

Рамаш хĕрлĕ ялавсемпе чечекленнĕ хула тăрăх ик-виçĕ кун хушши ашшĕ йĕрне шыраса çӳрерĕ. Пĕлекен çын тупăнмарĕ. Июнĕн саккăрмĕшĕнче пĕтнĕ пуль е, вилĕмрен хăтăлнă пулсан, тĕрмене лекнĕ пуль, теççĕ. Тĕрмене лекнисене те чехсем нумайăшне сутсăр-мĕнсĕрех персе вĕлернĕ. Çаплах тата учредиловка тĕрмисем те пĕрмаях лăк-тулли пулнă. Хăйсем тарас умĕн шуррисем тĕрмери çынсене темиçе пуйăспа Çĕпĕре ăсатнă…

Хыпарсем хурлăхлă. Коммунистсен клубĕнче те Тайман, Сахарĕн шăпине пĕлекен çук. Рамаш кашни çынна тĕпчет. Пĕр çӳллĕ, яштака, хитре вырăс йĕкĕчĕ питĕ тĕлĕнтерчĕ: хурлăхлă хыпарсем каланă чух та ахăрса кулать, сăмах пуçличченех кулать…

— Ха-ха-ха… Эпĕ те пиччене шыратăп. Никам пĕлекен çук. Те персе вĕлернĕ, те «вилĕм пуйăсĕпе» Çĕпĕре ăсатнă.

Çапла макăрас чух кулнă пек ахăрса калаçакан вырăсăн хушамачĕ Самарин пулса кайрĕ. Вăл çамрăк йĕкĕт тата тепĕр япалапа тĕлĕнтерчĕ: Рамаш Тайман Сахарĕн ывăлĕ пулнине пĕлсен, сасартăк чăвашла калаçа пуçларĕ. Çитменнине, пĕр такăнмасăр, питĕ таса калаçрĕ тата.

Иккĕн пĕрлешсе те шыраса пăхрĕç вĕсем. Анчах Тайман Сахарĕн йĕрне те, Алексей Самарин йĕрне те тупаймарĕç. Кĕçĕн Самаринĕ Воробьев пирки те пĕлме тăрăшрĕ.

— Вăл хулара юлса вăрттăн ĕçлерĕ. Пĕр уйăхран ăна та тĕрмене хупрĕç. Те персе вĕлернĕ, те «вйлĕм пуйăсĕпе» ăсатнă, — терĕ пĕр рабочи.

Андрей Самаринпа Роман Тайманов, Самара тĕрлĕ çулпа килнĕскерсем, хуларан пĕр çулпа тухса кайрĕç. Халĕ акă вĕсем Иван Кутяков патĕнче пĕр бригадăра. Рамашран кăшт аслăрах, Самаринран кăшт кĕçĕнрех хресчен ачи, батрак, хĕрлĕ генерал, вĕсене татах паттăрсен çулĕпе малалла ертсе кайрĕ.

Тăшман кунта та кĕпер çĕмĕрнĕччĕ

Каменка ялĕ мĕн кĕркуннечченех карательсем килесрен сехĕрленсе пурăнчĕ. Анчах Мăкшăелĕнче аманнă тăшман хăйĕн çĕлен пуçне питех çĕклеймерĕ. Вăрманта пĕчĕк отрядпа юлнă пĕчĕк ревком, шуррисем умĕнче айăпа кĕнĕ ялсене хӳтĕлеме хатĕр пулса, вĕсен пурнăçне сăнасах тăчĕ. Назарăн шалчи тулнăранпа хулара Каменкăри çуллахи ĕçсем пирки уйрăмах астăвакансем юлман курăнать. Уесри комуч влаçĕ ытларах кăнтăрпа анăçри пăлхавçă ялсене тĕлленĕ. Çавсене йăвашлатма та вăй çитереймен. Авандеев хыр вăрманĕнче чăмăртаннă отряда кăнтăралла ăсатман, шуррисене шалтан лăскама вăхăт çитсен, Самар таврашĕнче фронта пулăшма хăварнă. Çапла чулçырмасем те кĕрхи кунсене чиперех кĕтсе илчĕç.

Ку енче кĕркуннехи «ват ăшши» те, пукрав ăшши те пулмарĕ кăçал. Кĕрхи йĕпе-сапа. ир пуçланчĕ те вăраха кайрĕ. Хĕл пукравчченех пуçне кăтартнăччĕ çав. Пукравччен юр çусан, хĕл нас лармасть, теççĕ ваттисем. Вĕсен сăмахĕ кăçал та тĕрĕсе килчĕ: уйăх ытла юрпа çумăр ылмашса çурĕç. Çĕр исленсе кайрĕ. Пылчăк чĕркуççи таран. Çул пăсăлчĕ. Çынсем питĕ кирлĕ çĕре те лаша кӳлсе çӳреми пулчĕç.

Касанки тĕлне чехсен вĕçĕмсĕр обозĕсем, Тук кĕперĕ урлă каçса, ял хĕррипе Таллă еннелле ирте пуçларĕç.

Ача-пăчана чĕркуççи таран пылчăк та чараймарĕ, вăл ял вĕçне тухса кĕпĕрленчĕ. Ара, мĕнле тӳссе ларăн килте: чăн-чăн чехсем вĕт, чăн-чăн пулеметсем, чăн-чăн тупăсем…

Мĕскĕн лашисем, пылчăк ашса, аран туртаççĕ, ураписем аран кусаççĕ. Çулĕ — тăвалла. Чехсем хăшĕ урапа çинче вилнĕ пек тăсăлса выртнă, хăшĕ ура хуçса е хутланса ларнă. Хăйсем шăнса ĕнтĕркенĕ, çапах урапа çинчен анса утакан-чупакан çук. Те вараланасран асăрханаççĕ, те пĕр йышăннă вырăна çухатасран хăраççĕ…