Тепĕр кунне те таракан тăшман обозĕ çулпа çаплах, аманнă çĕлен пек, аран йăшаланса шурĕ. Халь ĕнтĕ ял вĕçĕнчи çул юппине ача-пăча кăна мар, çитĕннисем те тухса тăчĕç. Виççĕмĕш кунне ял вĕçне никамăн та тухмалла пулмарĕ, хайхи, обоз, çул юппипе пăрăнмасăр, тӳрех яла пырса кĕчĕ. Малти лав çине чехсен аслă офицерĕ ял старостине лартса килнĕ.
Фальшин чăвашсене йăваш калаçнипе тĕлĕнтерчĕ, старостăна вара чăвашсем пĕртте турткаланса тăманни тĕлĕнтерчĕ. Лешĕ чехсем кайнăшăн хурланса йăвашланнă; кусем çавăншăнах савăнса, ăшра: «Кайччăрах, таçта çити леçсе хăварăпăр, каялла çеç ан таврăнччăр», — тенĕ.
Селĕп Кириле хăй вырăнне лава Тараса ăсатрĕ. Юриех вырăсла пĕлмĕш пулма шухăшланăччĕ Тарас, вырăсла таса калаçниие мухтанма та хатĕрччĕ вăл, анчах тепĕр чух мухтанма та кирлĕ мар иккен.
Тарас лавĕ çине икĕ салтак ларчĕ. Салтакĕсем чехсем мар, вырăссемех. Ялтан тухсанах, хăйсем хушшинче калаçа пуçларĕç.
— Ĕç ăнчĕ-ха паян, пĕр лав çинче иккĕнех ларса пымалла пулчĕ. Питĕ лайăх. Тахçанах санпа чуна уçса калаçасшăнччĕ эп, — терĕ пĕри.
Тепри юлташне тĕксе илчĕ.
— Минуточку. Даже такой третий может оказаться лишним, — терĕ те пĕчĕк лавçа тĕрĕслеме пикенчĕ.
Тарас çавăнтах тавçăрса илчĕ: салтак мĕн каланине ăнланмăш пулса, чăвашла пакăлтатрĕ. Салтак лăпланчĕ:
— Пирĕн телее, ку чăваш ачи вырăсла пачах пĕлмест. Калаçар эппин.
Çул тăршшĕпех калаçрĕç салтаксем. Пĕри — малтан сăмах пуçлани — салтак та мар, офицер иккен. Анчах хăй патша çарĕнче офицер пулнине темшĕн палăртман. Офицер сăмахĕсене Тарас лайăх ăнланчĕ, тем тĕрлĕ хыпар та пĕлчĕ. Чехсен пăкки шаннă! Хĕрлĕ Çар кĕçех кунта килсе çитмелле. Комуч çарĕ саланса пĕте пуçланă. Офицерĕ хăй те тарĕччĕ те — хĕрлисенчен шикленет. Шурă çара хăй ирĕкĕпе кайнăшăн ӳкĕнет вăл. «Малтанах хĕрлисен енне куçмаллаччĕ, — тет. — Ун чух вĕсем йăвашчĕ, офицерсене хапăлласа йышăнатчĕç. Халь, пирĕннисем Ленина вĕлерме тăнă хыççăн, вĕсем те хаярланса çитрĕç, хĕрлĕ террор пуçласа ячĕç. Заложниксене сутсăрах пере-пере вĕлернĕ… »
Çакна илтсен, салтак кулса ячĕ, юлташне тăрăхларах çапла каларĕ.
— Ах, çăткăн усалсем! Пире, Христос пек йăваш çынсене, пеме хăяççĕ… Пĕр Самар хулинче кăна коммунистсемпе рабочисене сутсăрах пинĕ-пинĕпе иетĕмĕр, «вилĕм пуйăсĕпе» темиçе пин çын Çĕпĕре ăсатрăмăр. Çитменнине, вĕсен пуçлăхне персе вĕлерме хăтлантăмăр. Куншăн пире тав тумаллаччĕ. Вĕсем пур — хĕрлĕ террор пуçланă…
«Хĕрлĕ террор» тенине çеç ăнланаймарĕ Тарас, ыттине пĕтĕмпех ăнланчĕ. Салтакĕ Таллăри пуян ывăлĕ иккен. Вăл та хĕрлисене хирĕç çапăçма хăй ирĕкĕпе кайнă. Халĕ унăн та çапăçас килми пулнă. «Шуррисем патĕнчен тарма мар, аттене те хамăрпа пĕрле илсе каймалла пулать, — терĕ вăл. — Шăпамăр çавнашкал ĕнтĕ. Киввине шанмастпăр, çĕннинчен хăратпăр. Вăхăтсăр, айăпсăр, тулăксăр вилме пӳрнĕ пире. Е паянах вил, е каярах — леш «вилĕм пуйăсĕнчи» пек, нумай асап курса».
— Сана хистеместĕп, — хуравларĕ офицерĕ. — Хам пурпĕрех таратăп. Эп сан пек купца ывăлĕ мар, аптекарь ачи. Персен — печчĕр. Кунта юлсан та, кăмăл туртман ĕçшĕнех вилес пулать. Шанчăксăр, ĕненмесĕр çапăçакан çар нихçан та çĕнтереес çук…
Таллăран каялла таврăннă чух, кӳршĕ яла çите пуçласан, Тарас лашине чара-чара, ыттисенчен каярах юлчĕ. Кӳршĕ ял вĕçĕнче, лаша шăварса, ăна апат парса айкашрĕ вăл. Хăй, такам килессе кĕтнĕ пек, урам тăрăх ял тепĕр вĕçнелле пăшăрханса пăхкаларĕ.
Лерелле кайнă чух çак тĕлте, халăх хушшинче, пĕр сарлăка та сарă сухаллă çынна асăрханăччĕ Тарас. Те ытла тунсăхланипе, çав çын ашшĕ сăнлă курăннăччĕ ăна. Вăрçа кайиччен унăн ашшĕн те сухалĕ çавăнни пекчĕ. Тарас ун чух кăшт кăна: «Атте!» — тесе кăшкăрса ямарĕ. Анчах ашшĕ большевик пулнине вăхăтра аса илчĕ те лăштах пулчĕ. Ашшĕ сăнлă çын вара сасартăк вырăнтан хускалчĕ те урампа аяккалла утрĕ.
«Çук, йăнăшрăм. Кӳршĕ ялта мĕн туса пурăнтăр вăл?..»
Чулçырмана çитсе кĕрсен, кая юлнă лавçа Самана Тимĕркки тĕл пулчĕ. Темшĕн хĕпĕртерĕ, Тараса пырса çулăхрĕ:
— Замана! — кăшкăрчĕ вăл шăл йĕрсе. — Ерой! Кама куртăн кӳршĕ ялта? Ахтем Макарĕ Çветтуй Сахара куртăм тет. Чехсем аçуна палласан, тинех асап курса çветтуятухать вара вăл. Турă çырлах!
Тимĕркке аллисем нихçан та тĕк тăмаççĕ, пӳрнисем яланах мĕн те пулин хыпашлаççĕ. Вăл халĕ те урапа çинчи шăналăка турткаларĕ. Шăналăк айĕнче, утă ăшĕнче, хут чăштăртатрĕ: Тарас унта шуррисем манса хăварнă хаçата пытарнăччĕ. Тимĕркке ăна йăпăртах туртса кăларчĕ.
— Сана хаçат кирлĕ мар. Пар мана! Эп малтан тишкĕрсе кăшкăрса вулап, унтан хаçатне çурса, чикарккă чĕркесе, савăнса, ӳсĕрсе, тапак туртап, — çатăлтатрĕ аптраман Тимĕркке.