Выбрать главу

Самана мучин малтанхи сăмахĕсем Тараса хытă пăшăрхантарчĕç.

— Атте сăнлă çынна эпĕ те куртăм. Атте мар вăл — хаххул. Вăл хаххулла калаçнине, тупата туршăн, хам илтрĕм, — васкаса суйрĕ Тарас.

Тимĕркке ача сăмахĕсене хăлхана чикмерĕ, хăйĕннех çаптарчĕ:

— Эп сана хаçатшăн икĕ керенккă парăп. Керенский хăй тарнă, укçи юлнă. Мене кирлĕ мана унăн тăваткал хут татăкĕсем! Хĕрĕх тенкĕшĕн сана чăлах вырăс пĕр канфит парĕ.

Тимĕркке кĕсйинчен, чăнах та, икĕ çирĕм тенкĕлĕх керенккă кăларчĕ, Тараса тыттарчĕ. Хăй çавăнтах хаçатне кăшкăрса вулама тытăнчĕ:

— «В борьбе обретешь ты право свое!» Замана! Обретешь сирĕнпе, кĕтсех тăр! — Вуланинчен ытла хăй кăшкăрса митинглани пулчĕ. — Эсерсен юлашки хаçачĕ! Чехсем-мехсем, эсерсем-камвучсем пĕтрĕç ĕнтĕ. Хупланчĕç. Юрлас килет, ташлас килет… Пролетари всех стран, соединяйтесь!

Тимĕркке тавра çын пухăна пуçларĕ. Тарас, хуйха кайса, лашине тапратрĕ.

Чулçырмасем ăсатнă обоз юлашки пулчĕ. Юлашки обозри чехсем Тук кĕперне те çĕмĕрсе хăварчĕç. Хаçат вулакан Тимĕркке кăна мар, ыттисем те лайăх курчĕç вара: чехсем каялла таврăнма шухăшламаççĕ. Кĕпер çĕмĕрсе Хĕрлĕ Çара шыв урлă каçма кăшт та пулин чăрмантарасшăн ĕнтĕ вĕсем.

Кĕркунне кĕпер юсаса курманччĕ чулçырмасем… Ма юсас? Кĕçех çанталăк юпасăр кĕпер хывать. Çук, Хĕрлĕ Çара куç пек кĕтекен çынсем халь апла шухăшламарĕç. Никам хушмасăрах кĕпер юсама тытăнчĕç…

Хĕрлĕ Çар çав кĕперпе каçмарĕ. Вăл шуррисене урăх çулсемпе хăваласа кайнă-мĕн.

Чехсем иртсе пĕтнĕ хыççăн ик-виçĕ эрнерен ялта çĕнĕрен Совет суйларĕç. Суйлав пухăвĕ каллех Лешеккинче пулса иртрĕ. Анчах халь ялта «улаха» çӳрекен фронтовиксем çук ĕнтĕ. Вĕсем вăрмантан пĕри те таврăнмарĕç. Суйлав ирттерме Куçминкка ревкомĕнчен Хайкин хушаматлă юлташ кнлнĕ. Никам палламанскер. Хура çӳçлĕ, ялтăркка куçлă хитре çамрăк çын.

Килнĕ кун Хайкинăн пичĕ-куçĕ тасаччĕ. Тепĕр кунне, пуху пуçланнă çĕре, ун сăнĕ тĕксĕмленчĕ. Сухал тени çурхи курăк пек лаптăкăшпех шăтса тухнă, тути-янаххине кăна мар, питçăмартине те, пĕр тăнлавран пуçласа тенĕр тăнлав таран, пусса кайнă. Çамкипе пысăк курпун сăмси çеç хуралман.

Пухури çынсем хăшĕ чикан сăнлă оратор çине шиклĕн пăхаççĕ, хăшĕ сасăпа кулса ярасран аран чăтса лараççĕ. Ораторĕ çьшсене юриех култарма тăрăшмасть-и! Калаçнă чух пĕрмаях тути-çăварне «О» саспалли пек туса карать, «батрак» вырăнне «ботхак» тет.

Совета суйлама кама сĕнмеллине, камшăн агитацилемеллине чухлаймарĕ Хайкин. Ютран килнĕскер, никама та пĕлмест. Çынсемпе паллашас вăхăта бритва шыраса ирттерчĕ. Класлăх паллипе суйлăпăр-ха тесе, хăйне хăй лăплантарчĕ вăл. Доклад тунă чух фронтри ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ, пĕтĕм кĕпĕрнепех Совет влаçĕ çĕнĕрен йĕркеленни пирки калаçрĕ, Совета чухăнсене çеç суйламалла, терĕ.

Кандидатсене кăшкăрма пуçласан, Хайкин, аллине кăранташ тытса, кашни кандидат пирки тĕплĕн тĕпчесе пĕлме тăрăшрĕ: тарçă пулсан — миçе çул ĕçленĕ, кил хуçи пулсан — хуçалăхĕнче мĕн пур. Миçе лаша, ĕне, мĕн чухлĕ сурăх усрать, пӳртне мĕн витнĕ, кнлĕнче тата мĕн пур — пурне те пĕлесшĕн пулчĕ вăл.

Чулçырмаран такам, те чăнласа, те шӳтлесе, Чахрун Мишшине сĕнчĕ. Чăвашсем хушшинче кулкалани илтĕнчĕ. Ревком çыннине ку кандидат пнтĕ килĕшрĕ вара. Лаши çук, ĕни çук… Чăх-чĕпрен пуçне урăх ним те çук. Пĕчĕк тăм пӳртне улăм витнĕ. Улăмĕ те тахçанах çĕрсе çĕтĕлсе пĕтнĕ. Лайăх кандидат…

Сасăлас умĕн Пашка Ваççи çапах та асăрхаттарчĕ:

— Кахал вăл. Çавăнпа унăн ним те çук…

— Кулак теорийĕ вăл, капла калаçни. Пире шăп çавăн пек чухăнсем кирлĕ. Кам çак кандидата хирĕç, вăл Совет влаçне хирĕç пулать, — тавăрчĕ ăна Хайкин, куçне ялтăртаттарса.

«Теори» сăмахран Пашка Ваççи хăраса ӳкрĕ. Теме пĕлтерет-ха вăл! Совет влаçĕн тăшманĕ пулса тăрăн капла.

— Сирĕншĕн юрать пулсан, пирĕншĕн те юрать, — терĕ вара вăл, тутине пăркаласа.

Ыттисем те хирĕçмерĕç. Çапах çапкаланчăк лĕнчĕр-ленчĕр Мишшашăн алă çĕклесшĕн марччĕ. Вырăссем Осокин хушамата илтсен, харăс çĕклерĕç. Чăвашĕсем те çĕклем пекки турĕç вара. Мирски Тимукăн ятне асăнсан, никам та хирĕç пулмарĕ. Мĕн тăвăн — ĕмĕрех тарçăра ĕçленĕ — «ботхаках» ĕнтĕ.

Ютран килнĕ комиссар çынсене пĕлсе çитме тăрăшмарĕ. Суйлав ĕçне ăнăçлă ирттерме никам та хатĕрленмен темелле. Çапах кун пек калани тĕрĕсех пулмĕ. Хăшĕ-пĕри хатĕрленнĕ иккен. Чахрун Мишшин ятне вырăссем хушшине кĕрсе ларнă Мирски Тимук асăннă…

Хаярсемпе Медведевсен пуянпă Чухăн пирки чăн та хăйсен теорийĕ пур çав: хуçалăхшăи тăрăшакан çын — пуян, ĕçлеме ӳркенекен çын, наян-кахал — чухăн. Мăрзабай та Чахрунсем çине çапларах пăхатчĕ, вĕсене çын вырăнне те хумастчĕ. Халь унăн шухăш-кăмăлĕ улшăннă-шим вара?