Выбрать главу

Уйăх ытла таçта çухалса пурăнчĕ Мăрзабай. Киле таврăнсан, ăна килйышсем паллайми пулчĕç. Елĕк яланах лăпкăскер, халь турткаланчăк пулса кайнă. Арăмне те, аслă хĕрне те нимсĕрех вăрçать. Курма килнĕ Наçтука темшĕн хăваласа кăларчĕ. Укахви малтанах, ĕлĕкхи пек чашкăрса, ухмаха ернĕ упăшкине йĕркене кĕртме хăтланчĕ, сулăнса, çапмах тăчĕ. Иăваш Мăрзабай хальхинче сасартăк урса кайрĕ, «Пусап!» — тесе кăшкăрчĕ, çĕçĕ ярса тытрĕ. Çавăнпа Чурăс Укахви йăвашланчĕ, урай хăмине хускатмасăр çӳрекен пулчĕ.

Пурнăç, самана пирки Мăрзабай халĕ пушшех пăлханарах шухăшлама пуçларĕ:

«Комуч вăхăтĕнче халăх епле шăртланчĕ! Тĕттĕм чăваш ялĕсенче те комуч влаçне, çав «демократиллĕ» влаçа, пăхăнмарĕç вĕт: Чулçырма, алла хĕçпăшал тытса, влаçа хирĕç пăлханчĕ, Якалĕнче хăйне майлă «граждан вăрçи» пулса иртнĕ, Самлейĕнче чехсем кайичченех çĕнĕрен Совет суйланă. Халăхĕ те хăй ăссĕн пăлханман-ха, ăна ертсе пыраканнисем тупăннă. Чее ĕçлеççĕ çавсем: Назар йышшисене персе вĕлернĕ, çав вăхăтрах Хĕрлĕ Ваççапа Дятлова тĕкĕнмен. Пирĕн те чееленме тивет. Эпир Совет вла.çне хирĕç мар. Совета чухăнран чухăннисене суйлама пулăшăпăр. Килте алапаш çынсем Совет ĕçне те алапаш туса пыччăр… »

Çапла шутласа хунă ывăлне çухатнă хыççăн кăмăлпа пăтранса кайнă Мăрзабай.

Тинех вара вăл ялти куштансемпе пĕр шухăшлă пулас терĕ. Смоляковпа, Фальшинпа курса калаçрĕ. Лешсем Мăрзабай вĕсенчен пăрăнми пулнăшăн хĕпĕртерĕç, унăн сăмахне итлес терĕç. Кам урлă ĕçлемеллине хăйсемех лайăх пĕлеççĕ. Мăрзабайăн Тимук пур, Смоляков каллех Самана Тимĕрккине ĕçтерес терĕ. Фальшин та кирлĕ çынсене тупма пулчĕ. Яла пĕлмен айвантарах комиссарпа пĕр хирĕçмесĕрех, унпа нитĕ килĕшсе, çав вăхăтрах унран вăрттăн ĕçе тытăнчĕç кулаксем. Вĕсем тăрăшнипе, Хай-кина юраса, ял çыннисем Совета, чăн та, тарçăсемпе чухăнсене кăна суйларĕç.

Чăн тĕлĕнтермĕш ĕç ял Совечĕн пирвайхи ларăвĕнче пулса иртрĕ. Председателе кама суйлас? Мирски Тимук Чахрун Мишшине сĕнчĕ. «Михаил Иванчă Осокин председатель пулма тивĕçлĕ çын», — терĕ. Вырăссем кăшт турткаланма пăхнăччĕ. Епле вара, ял пуçлăхĕ нихçан та чавашран пулманччĕ. Хайкин вĕсене: «Совет влаçĕ пур çынна та, пур халăха та тан тăвать», — тесе ӳкĕте кĕртрĕ.

Çапла вара, хирте те, килте те нихçан тар юхтарса курман, хапхасăр, килкартисĕр Осокин ял Совечĕн председателĕ пулса тăчĕ.

Çын тĕсне çухатма пуçланă алпастă чăваша тахăшĕ ăспа тĕс кĕртме пуçланă. Такам ăна шупкаланнă симĕс гимнастеркăпа çунатлă йĕм тупса панă. Галифепе çăпата сырни килĕшмест, атă кирлĕ. Çакна Мишша час ăнкарса илчĕ. Анчах та унăн шефсем — те атă тупайман, те тăруках ытлашши тумлантарма асăрханнă — атă вырăнне темле хуп пек хулăн сăранран çĕленĕ пушмакпа обмотка тупса панă. Обмотка яваласа хăтланни çăпата сырни пекех ĕнтĕ, кансĕр ĕç. Обмотки тата урампа утса пынă çĕртех сӳтĕлсе каять… Мĕн тăвăн-ха, халлĕхе тӳсес пулать. Атă пулатех, терĕ Мирски Тимук. Елĕк шалнар пир йĕмпе çӳрекен Чахрунăн вăрăм пĕвĕ куçа кĕместчĕ, халĕ вара, — галифепе, пушмакпа, обмоткăпа, — вăл шăпах тăрна пек курăнакан пулчĕ…

Ял пуçлăхĕ пулнăранпа унăн сăнĕ те улшăнчĕ. Хырман сухалĕпе тураман пуçĕ кăна улшăнаймарĕç. Сахалтарах ĕçнипе этемĕн куçĕ-пуçĕ тăртанми пулнă, власть туйăмне пĕлнĕренпе куçĕ ялтăра пуçланă. Тин çынсем асăрхарĕç: Чахрун яштака пӳллĕ, хитре сăнлă çын иккен. Хăй тата шӳтлесе калаçма та пĕлет. Тепĕр енчен те тĕлĕнтерчĕ вăл ялйышсене: вулама, çырма та пултарать. Совет çуртĕнче час-часах хаçат тытса ларать. Ĕлĕк вăл, хĕрĕнкĕллĕ чух, этем мĕн каланине итлемесĕр, хăй кирлĕ-кирлĕ мара лапăртататчĕ. Халĕ вара, çын унпа калаçнă чух, çăварне чана чĕппи пек карса, пăру куçĕпе айваннăн пăхса ларать; çын сассине мар, таçта-таçта аслати кĕрленине тĕлĕнсе тăнлать тейĕн.

Çапла этем куçкĕретех улшăннине кура, ялйышсем ĕнтĕ çьш вырăнне те хура пуçланăччĕ Чахрун Мишшине, хăшĕ-пĕри вăл Мишша-салтакпа Самана Тимĕрккин çывăх тăванĕ пулнине те аса цлчĕç, Чахрун Мишши çапак та çын пулаймарĕ…

Кĕçех Мирски Тимук, Мăрзабай мĕн хушнине манса, Смоляковпа Хаяр Макара итлесе, председателе кашни каç ĕçтере пуçларĕ. Мĕншĕн ĕçтерни каярах палăрчĕ. Пĕррехинче, чăваш енче пуху пухса, председатель продразверсткăпа кам мĕн чул тырă памаллине список вуласа пачĕ. Ак хăçан Тимĕрккен чăн сасси пухура янăравлăн илтĕнчĕ:

— Кам сана çапла киревсĕр хăтланма вĕрентрĕ? Подкулачник эс, ача! Чухăнран та çирĕм пăт, Пуян Танюшран та çирĕм пăт…

Чахрун, çăвар карса, «аслати кĕрленине» кăшт тăнласа тăчĕ те:

— Эп айăплă мар, Куçминккаранах çапла хурса ячĕç, — терĕ.