Пĕччен юлса, вилĕмрен пытанса çӳрекен çын çакăн пек шухăшсемпе хытарма тăрăшать хăйĕн кăмăлне.
Чехсем хĕвелтухăçнелле куçма пуçланă вăхăтра Сахар Чулçырма çывăхнех пырса тухнă. Ахтем Макарне те, ытти ял çыннисене те курнă вăл, анчах ывăлне çакăнта тĕл пулма шухăшламан. Хумханса, пăшăрханса пăрăннă вăл ял тепĕр вĕçнелле. Вара, чехсен юлашки обозĕ иртсе пĕтессе кĕтмесĕрех, хулана васканă. Пĕр-ик çухрăм кайсан, утма çăмăлтарах пултăр тесе, арчине те вăрмана пăрахса хăварнă.
Хуларан шуррисем кайса пĕтнĕ. Сахар хăйĕн авалхи тусне, Кăяш Тимккине, час шыраса тупрĕ. Авандеев Сахара çемйи пирки, уйрăмах Рамаш пирки, ырă хыпарсем каласа савăнтарчĕ те ăна кăнтăрпа хĕвеланăç енчи чăваш ялĕсем тăрăх çĕнĕрен Совет влаçне йĕркелесе чĕртсе яма ăсатрĕ. Çавăнпа Сахар Чулçырмана чехсем кайнă хыççăн икĕ уйăхран тин çуна çулĕпе пырса çитрĕ.
Çичĕ çул курман çыкна ялйышсем хĕлĕпе хăна тăвĕччĕç. Ниçта та хăна пулса çӳремерĕ Сахар, пĕр Мăрзабай патне кăна канса килчĕ. Пĕлет Сахар: Мăрзабай Павăлĕ ăслă çын, хресчен пурнăçĕнче тарăн тымар янă. Ялта хисеплеççĕ ăна. Ун кăмăлне пĕлни ĕçе пăсмĕ…
Хуçа тӳрех хăйĕн шăллĕн ятне, Сахар тусĕн ятне, асăнни иккĕшне те кăмăллă сăмах пуçлама май пачĕ. Пĕрне-пĕри вăрттăн сăнаса, хушăран юптаркаласа та калаçрĕç ĕлĕкхи старшинапа паянхи коммунист. Тайман Сахарĕ, тӳррĕн ним тĕпчемесĕрех, хуçа кăмăлне лайăх туйса илчĕ, ялти ĕçсем пирки пĕлкелерĕ.
«Ялти ĕçсем киревсĕртерех иккен, ыран тата Лешеккине кайса килес», — шухăшларĕ Тайман Сахарĕ Мăрзабай патĕнчен таврăннă чух.
Шăп Çĕнĕ çул умĕн яла Шатра Миккапа Пали таврăнчĕç.
Сурхури каçĕ яланхи пекех пуçланчĕ. Ача-пăча йăва пухса çӳрерĕ, каччăсем кĕрпе, çу пуçтарчĕç, хĕрсем улах пӳртре пăтă пĕçерме хатĕрленчĕç.
Шатра Микка арăмĕ, упăшки пекех пĕчĕк те кернексĕрскер, куççуль юхтара-юхтара, улма икерчи пĕçерет. Савăннипе макăрать вăл. Амăшĕ йĕрет, ачисем çухăраççĕ. Микка хăй — арăмĕпе пĕрле йĕресшĕн те, ачисемпе пĕрле çуйăхасшăн та… Луччă йĕрес мар, çуйăхас терĕ вăл: пӳрте пĕр çĕклем ыраш улăмĕ йăтса кĕрсе çĕр урайне сарчĕ те çавăнтах ачисемпе пĕрле чикелене пуçларĕ.
Миккан пĕр пӳлĕмлĕ тăм пӳртне икĕ каччă пырса кĕчĕ. «Сурăх ури — сурхури!» — текелерĕç те сасартăк шăпланчĕç.
— Ĕлĕкхи пекех, пиртен кĕрпе-йăва ыйтмастăр. Юмах яртарас тетĕр пуль мана, — сăмах хушрĕ вара хуçа, ура çине тăрса. — Патша юмахĕсем пĕтрĕç. Патши те пĕтрĕ, юмахĕ те юлмарĕ.
— Патша юмахĕ кирлĕ мар, — терĕ пĕри, хăюлланса. — Пĕлтĕр пире Мишша-салтак çĕнĕ юмах ярса пачĕ. Малалли тепĕр сурхури çитсен пулать терĕ. Эс Мишша-салтакпа пĕрле ялтан тухса кайрăн, унăн юмахне пĕлетĕн пуль, çавна ярса парăн. Пырах ĕнтĕ, Микка пичче. Юмахсăр сурхури — çусăр пăтă пекех вăл…
— Ара, кĕтсех тăрăр! Çынни ларса та канман-ха… Апат та çимен. Хамăр та ашшĕне курса савăнаймарăмăр. Пымасть, пымасть юмах яма. Урăххине чĕнĕр, — çĕтĕлчĕ пĕчĕк хĕрарăм. Пукане пек ачисем ашшĕне уртăнчĕç, «ямастпăр, ямастпăр», — тесе çухăрчĕç.
— Чимĕр-ха, чĕмересем, ан уртăнăр! — ачисене сирчĕ те юмахçă каччăсене лăплантарма васкарĕ. — Çĕнĕ юмах ярса парасах пуль сире. Юрĕ. Юмахĕн вĕçĕ халĕ те çук-ха, пуçĕ пур — ярса парăп.
— Кай, кай, каскăн пуç! Тĕнче касса çӳреме вĕрентрĕ пуль сана хусах Мишша-салтак…
Паçук инке каллех çĕтĕле пуçланăран, каччăсем пăшăрханса ӳкнĕччĕ. Çук, ĕç пăсăлмарĕ. Микка пичче арăмне пырса кăтăкларĕ те, иккĕшĕ те вĕсем ахăрса кула пуçларĕç. Юлашкинчен Паçук инке каччăсене çатма аврипе юнаса: «Пырĕ-çке, пырĕ, чупăр», — терĕ.